Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел кӗҫех кӑнтӑр апачӗ тӗлне ҫитет ӗнтӗ, чиркӳре ҫаплах ирхи кӗлӗ пырать-ха.Солнце поднялось уже к обеду, а в церкви все еще идет заутреня.
Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Курница алӑкне ҫурри таран уҫса хунӑ та, кухньӑра ҫынсем ҫывӑракан пӳлемри ирхи шӑршпа пӗрле ҫӗвекленсе ларнӑ эрех шӑрши те кӗрет.Дверь в горницу приоткрыта, и с кухни, где спят люди, тянет застоявшимся запахом потных тел и водки.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Карчӑк ирхи апат пӗҫерме хатӗрленнӗччӗ».
Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ивук «пурӑнма пӗлекен» ҫамрӑк пулнӑ, Ухтиван чӳхенсе тӑракан ирхи ейӳ шыв пулнӑ.Ивук же, напротив, слыл парнем «себе на уме», Ухтиван был подобен полой воде.
Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Халь ӗнте ирхи апат пӗҫермелле.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӗҫ ирхи апат тӗлӗнче пулнӑ.
Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗри — лӗпӗш, улӑх чечекӗ, поэзи, ирхи ҫанталӑк, чӗре ҫунтармӑш.
Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ирхи ҫӑлтӑр хӑпарса Йӑл-йӑл кулать тӳпере.
Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ирхи хыпар ӑша ҫунтарчӗ, Сӳнмерӗ ҫулӑм чӗрере.
VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ирхи шыв-шурсенчи тӗтре Хӗвел тухсассӑн сирӗлет, Вӑл хӑпарать те пӗлӗтре Хуллен, пӗр сассӑр ирӗлет.
IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пӑхма сӑпай та вӑтанчӑк, хитрелӗхӳпе вара эсӗ ирхи сывлӑм тумламӗ пек, ҫумӑр шывӗпе ҫӑвӑннӑ— пиҫнӗ чие пек».
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ун ҫути килсе ӳкнӗрен курак ҫинчи сывлӑм тумламӗсем кӗмӗл пӗрчи пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсем хӗвеле хӑйсемех ирхи парне вырӑнне илсе ӗҫме сӗнеҫҫӗ тейӗн.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл килтисене ирхи апат ҫитерсе ӗҫе кӑларса янӑ хыҫҫӑн пахча вӗҫне кӳлӗрен шыв ӑсма аннӑччӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн халӑх ӗҫе сахалтарах тухрӗ, нумайӑшӗсем, кунта пӗр-икӗ сехете ҫеҫ килнӗскерсем, ытти ӗҫсене саланчӗҫ, ҫапах та ӗҫ ирхи кӳлӗмри пекех вӗресе тӑчӗ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗҫлекенсен телейне, каҫхине ҫума пуҫланӑ ҫумӑр та чарӑнчӗ, ирхи апат тӗлне хӗвел пӑхрӗ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ирхи хӗвел куҫа ытлашши шартарнӑран Левентей чӳречене хаҫатпа хуплать.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Зейнаб района ирхи сивӗре тухса кайрӗ те, ҫемҫелнӗрен лаша ури путакан пулнӑ ҫулпа каялла таврӑнчӗ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗнтӗ курӑк ҫинче ирхи сывлӑм шӑрҫаланнӑ, каҫхи шӑрӑха хӗрпе каччӑ паҫӑрах туймаҫҫӗ.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӳрече кантӑкӗ ирхи ҫутӑпа кӑвӑкарма пуҫласанах ӗҫе кайма сиксе тӑнӑ Кӗтерне упӑшки арча патӗнче ҫине тӑхӑннӑ ҫӗнӗ костюмне тӳрлеткелесе ларнине курчӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Шӑнкӑрч, эсӗ хатӗр пул Ирхи юрӑ юрлама.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.