Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арча the word is in our database.
арча (тĕпĕ: арча) more information about the word form can be found here.
Абрамсон, пӳлӗм тӑрӑх кумкаласа ҫӳренӗ май, утнӑ ҫӗртех арча хыҫӗнчен Гарин-Михайловскин тусанпа витӗннӗ томне илчӗ те вӗткеленсе ӳкрӗ, сыв пуллашма тытӑнчӗ.

Абрамсон походил по комнате, на ходу поднял из-за сундука запыленный томик Гарина-Михайловского и, встрепенувшись, начал прощаться.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шыв ӑшӑтса, унӑн пуҫне те хӑех ҫуса ячӗ вӑл, таҫтан арча тӗпӗнчен кивелсе сарӑхнӑ кӗпе-йӗм туртса кӑларчӗ, тӑван хӑнине апат лартса ҫитерчӗ, ун ҫулӗнче ҫур ҫӗр ҫитичченех пӗр уйрӑлмасӑр ларчӗ; карчӑк ывӑлӗ ҫинчен куҫ илме те пӗлмерӗ, ыйта-ыйта пӗлчӗ, пуҫне хурлӑхлӑн сулкаласа илчӗ.

Она нагрела воды, сама вымыла ему голову, достала откуда-то со дна сундука пожелтевшее от старости чистое белье, накормила родного гостя — и до полуночи сидела, глаз не сводила с сына, расспрашивала, горестно кивала головой.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗттӗмре Бунчук чӗркуҫҫийӗпе арча кӗтессине ҫапӑнчӗ, ыратнине туймасӑр, хыттӑн алӑка туртса уҫрӗ.

В темноте Бунчук стукнулся коленом об угол его, — не чувствуя боли, рванул дверь.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр япаласем чыхса тултарнӑ арча тӑвӑр коридорта ҫуррине яхӑн вырӑн йышӑнса ларать.

В тесном коридорчике половину места занимал заваленный разной рухлядью сундук.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапла шухӑшласа Ирина пӳрте кӗчӗ те тимӗрленӗ пысӑк арча умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

С этими мыслями Ирина вошла в хату и остановилась возле большого, продолговатого сундука в железной обивке.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗрсемпе каччӑсем пукансем ҫине, арча ҫине ларса тухрӗҫ.

Девушки и парни расселись, кто на лавке, кто на сундуке.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей Платонович самантлӑха ҫавсем ҫине пӑхса илчӗ те ӑна арча ҫинче темле ҫӑмламас та хура этем анкӑ-минкӗллӗн хулпуҫҫийӗсене хутлатса тӑнӑ пек туйӑнса кайрӗ.

Сергей Платонович глянул туда; на миг ему показалось, что кто-то мохнатый, черный стоит на сундуке, недоумевающе вздернув плечи.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Арча тӗлӗнче, армак-чармак пӑлан мӑйракисем ҫинче, офицерсем тӑхӑнакан каракуль ҫӗлӗк, кӗмӗл ярапаллӑ пашлӑк тата бурка ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Над сундуком, на широком размете оленьих рогов, висели каракулевая офицерская папаха, башлык с серебряной кистью и бурка.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав самантра ӑна Мирон Григорьевич тӗпелти пӳлӗме чӗнсе кӗртрӗ те, арча ҫине лартса, тӗпчесе пӗлме тытӑнчӗ:

Но Мирон Григорьевич увлек его в горницу; усаживая на сундук, спросил:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурӑм хыҫӗнче арча.

За спиной у него сундучок.

Чыс та салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пристав, хӗҫне аллипе тытса, арча ӑшӗнчи кӗпе-йӗмсемпе тумтирсем хушшинче чаваланакан, пулса иртекен ӗҫ пирки хӑраса ӳкнӗ шатрарах казак-сиделец патне пырса тӑчӗ.

Пристав, придерживая рукой шашку, подошел к сундуку, где рылся в белье и одежде рябоватый, как видно напуганный происходящим, казак-сиделец.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнпа та вӑл арча ҫинче сарса хунӑ кавир ҫине сӳсленсе кайнӑ, хӑй пичӗ пекех ҫулланса пӗтнӗ вылямалли карчӗсене ҫапса ларнӑ чух, виҫӗ кун малтанах савӑнӑҫлӑ тӗлӗксем шутласа тупса хуракан пулчӗ.

И вот за несколько дней начинал он придумывать веселые сны, сидя на сундуке и шлепая по коврику картами, пухлыми и сальными, как щеки игрока.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вениамин та, хӑйӗн плющ тӗслӗ пуҫне ҫӳле ҫӗклесе ҫӳрет, тата малти пӳлӗмри арча ҫинче кунӗ-кунӗпе пуҫӗ минтресе кайиччен хайне хӑй «ухмахла» картла выляса супать.

Вениамин так же высоко носил плюшевую голову, дрожал студенистыми ляжками и целыми днями в передней на сундуке до одури играл в дурака сам с собою.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗтренсе йӗрсе ячӗ, уҫса хунӑ арча хуппин хысакӗ ҫине кӑкрипе тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

И затряслась в приступившем рыдании, грудью навалилась на поднятую ребром крышку сундука.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Илсе килӗр мана!.. — Наталья хӑвӑрт арча патне упаленсе ҫитрӗ те йӗрнипе чӗтренсе тӑракан пуҫне аллисемпе ярса тытрӗ.

Заберите меня!.. — Наталья быстро переползла к сундуку и на ладони кинула дрогнувшую в плаче голову.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӑвар карнӑ пек хуппине уҫса хунӑ арча хуп-хура курӑнса ларать, урайӗнче арӑмӗн васканипе манса хӑварнӑ кивӗ кофти выртать.

Темной пастью чернел раскрытый сундук, на полу лежала старенькая, забытая впопыхах женина кофтенка.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья чӑлхине ӳкерчӗ, тухса ывтӑннӑ чӑлха йӗппи чанк туса ҫӗре ҫапӑнчӗ; ку сасса илтсе, кӑмака ҫинчен кушак ҫури сиксе анчӗ, пуҫне чалӑштарса, кукӑртнӑ урипеле ҫӑмхана пырса ҫапрӗ те ӑна арча патнелле кустарса кайрӗ.

Наталья выронила чулок, тренькнула выскочившая спица; на звук прыгнул с печи котенок, избочив голову, согнутой лапкой толкнул клубок и покатил его к сундуку.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кӗҫнерникун ирех тухса каятпӑр, — терӗ вӑл, кроватьре юнашар арча ҫине пырса ларса.

— В четверг с утра, — повторил он, присаживаясь рядом с кроватью на сундук.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах эпӗ пӗччен мар, манпала пӗрле арӑм тата икӗ арча — пӗр сакӑр пӑтлӑх.

Только я не один, жена со мной да два сундука пудов на восемь.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑхлачисем пӗр-пӗринпеле ыталашнӑ та арча ҫинче лараҫҫӗ, пӗрне пӗри хӑйсен ҫатӑрмаклӑ сассисемпе хуплаҫҫӗ.

Свахи, обнявшись, сидели на сундуке, глушили одна другую треском голосов.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed