Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тӗрӗссипе каласан, Лукерья Семеновна, этемӗн пурнӑҫӗ те ҫавнашкалах, ман шутпа.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Спортӑн ку тӗсӗ, тӗрӗссипе, хӑйне евӗрлӗ.
Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche
Тӗрӗссипе, сирӗн алӑк умӗнче «кӗтмен хӑнасем» тӑни – яланах сисчӗвленмелли сӑлтав.
Шулӗксем «ҫывӑрмаҫҫӗ»... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10855-sh ... -cyv-rmacc
Тӗрӗссипе, мушенниксен фантазийӗ питӗ пуян: хваттерти вентиляцие тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ, электропроводкӑпа газ оборудованине пӑхма шантараҫҫӗ, балкон е лоджисем пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтереҫҫӗ-и – ӑна та хаклама хатӗр.
Шулӗксем «ҫывӑрмаҫҫӗ»... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10855-sh ... -cyv-rmacc
Тӗрӗссипе вара, полици сотрудникӗсем мероприяти тӑршшӗпех – тӗп площадь пушанса юличченех – обществӑлла йӗркелӗх хуралӗнче сыхӑ тӑчӗҫ.
Хӑрушсӑрлӑх та ҫӳллӗ шайра // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10874-kh ... -ll-shajra
Тӗрӗссипе каласан, эпӗ хам та тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнлансах ҫитереймерӗм-ха ҫавна.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗрӗссипе, хуптарчӗҫ темелле.
Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗрӗссипе, ҫак ыйтупа эпӗ тахҫанах сӑмах хускатма шутланӑ санпа, анчах та хӑранӑ, — терӗ Иван.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗрӗссипе, Мария Федотовна хӑй те ӗнтӗ чылайранпах ҫак шухӑш-ӗмӗтсемпех пурӑннӑ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Тӗрӗссипе, Зоечка, сирӗнпе тахҫанах паллашасшӑн хыпса ҫуннӑ эпӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗрӗссипе вара, ӗҫке-ҫике ӑна шӑпах ҫавнашкал ҫанталӑкра тумалла, лайӑх чухне ӗҫлемелле.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗрӗссипе, заявленийӗсене пурне те тенӗ пекех Мария Федотовна ҫырса пачӗ-ха, хӑйсем хатӗр заявленисем ҫине перосене чакӑртаттарса алӑ пусрӗҫ ҫеҫ.
Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗрӗссипе, манӑн патшалӑха пӗр кӗренкке пыл та укҫасӑр памалла мар.
Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗрӗссипе, тӗнчере сан пекех тӑлӑх эпӗ.
Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗрӗссипе, ӗнтӗ ӑна ҫунакан ҫуртсем патне ҫӗклеме те пӑрахнӑ: пӗрех усси ҫук.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсем, тӗрӗссипе каласан, экономикӑн тӗрлӗ сферинче усӑ курма та юрӑхлӑ.
Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan
Тӗрӗссипе, вӗсем хутшӑнмасӑр Росреестр патшалӑх тивӗҫтерӗвне кӳреймест: пӳлӗмсемпе ҫуртсен тата сооруженисен техника планне, ҫӗр участокӗсен мишавай планӗпе чиккисене палӑртнин актне, объекта учетран кӑларма тӗрӗслев актне хатӗрлеме кадастр инженерӗсен кӑна полномочи пур.
Ӗҫӗ ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Екатерина КАРПЕЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11107-c- ... p-lter-shl
Тата, тӗрӗссипе, калама та юраман.
Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn
Апла пулин те нӑйкӑшма хӑнӑхман Владимир, тӗрӗссипе, ӑна мӗнле ҫӑмӑл маррине никам та пӗлмен тесен те юрать.
Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn
Тӗрӗссипе, эпир Ахтупайпа иксӗмӗр сан тарҫусем пулса тӑтӑмӑр.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.