Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Маттур, атьсемӗр, чӑтӑр тата кӑштах, тата кӑштах тӳсӗр! — хавхалантарса пычӗҫ пире мастер та, цех начальникӗ те, главнӑй инженер та, директор та, тӑртанса кайнӑ пит-куҫӗсене савӑнӑҫлӑн кӑтартма тӑрӑшса.
Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.
Мӗн тӗрлӗ тӑрӑшса хатӗрленнӗ.
Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Мӗн каҫчен тӑрӑшса, тар юхтарса ӗҫлерӗҫ йӗкӗтсем кетменпе — ҫав тери им тупас килнӗ вӗсен.
Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307
Паян Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче службӑра тӑракан хӗрарӑмсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫынсен амӑшӗсене, арӑмӗсемпе аппӑшӗ-йӑмӑкӗсене, Ҫӗнтерӳ Кунне ҫывхартма тӑрӑшса пирӗн салтаксене май килнӗ таран пулӑшу кӳрекен пӗтӗм хӗрарӑма уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп.
Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk
Вӑл тата президиумри ытти представительсем Ҫавалкас территори пайӗн пуҫлӑхне Ольга Углована «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшса тимленӗшӗн» Палӑрту паллипе чысларӗҫ.
Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret
Вӑтам шкула экзаменсем ӑнӑҫлӑ тытса вӗренме кӗрес те унта каллех Полинапа пӗрле пулас, унтан унпа пӗрлех аслӑ шкулта педагог специальноҫне алла илес хавалпа пур-ҫук вӑй-халне, сывлӑхне те ӑс-тӑнне карӑнтарса, тӑрӑшса вӗренчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Нумай кӗттертӗм-и? — терӗ Полина, хӑй пӑлханнине пытарма тӑрӑшса.
9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Ай, турух, мӗн-мӗн кӑна ҫук пулӗ пӳлӗмӗнче, ӑҫтан пурне те ӑсталама пӗлнӗ-ши? — хӗрсем тӑрӑшса илемлетнӗ тӗрлӗрен теттесене тыта-тытах пӑхрӗ Лисук кинемей.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӑшӗсем тата конькисемпе ӑмӑртса пӗр-пӗрне ҫӗнтерессишӗн тӑрӑшса чупаҫҫӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Ха-ха-ха, ытла та чее эсир, Василий Петрович, фермӑри пур хӗрсене те ҫавӑрасшӑн, — терӗ пӗр пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ хӗрача, наҫилкка ҫине юриех йывӑртарах тиеме тӑрӑшса, — вӗсен унта ахаль те пурин те каччӑсем пур ӗнтӗ, эсӗ, Василий Петрович, пирӗн ҫине те ҫаврӑнса пӑхкала.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Милиционер сана илсе каятех пуль, — терӗ Арҫук, куллине пытарма тӑрӑшса.
Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.
Ҫакӑ вӗсене тӑрӑшса ӗҫлеме, вахтӑра яланах сыхӑ тӑма, агрегата пӗтӗм хӑватпа ӗҫлеттерме хавхалантарать.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Владимир Лазукинпа Николай Фролов электромотористсем — коллективра чи опытлисем, вӗсем земснаряд ҫине нумай пулмасть ӗҫлеме килнӗ ҫамрӑксене тӑрӑшса вӗрентеҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫе алла илме пулӑшаҫҫӗ.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Ача хӑй патне тата та туртӑнма пуҫланине сисет вӗрентекен, вӑл тӑрӑшса вӗренме пуҫлать.
Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/
Ҫакна шута илсе иртнӗ ҫулсенчен тытӑнсах тӑрӑшса вӑй хуракансене правлени енчен хавхалантарассине тӗп вырӑна хураҫҫӗ.
Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/
Вӑл ывӑҫне шӑлаварӗ ҫумне тӑрӑшса сӑтӑрчӗ те ывӑл ачине пуҫӗнчен ачашларӗ:Он тщательно вытер ладонь о штаны и погладил сынишку по головке:
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑйӗнчен мӗн ыйтнине илтес тесе кӑлӑхах тӑрӑшса, Горовиц аллине хӑлхи патне илсе пычӗ.Горовиц поднес руку к уху, безуспешно стараясь расслышать заданный вопрос.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл каллех тӗкӗр патне пырса тӑчӗ, анчах сухалне паҫӑрхи пек ывӑҫласа тытмарӗ, ӑна тӑрӑшса якатрӗ кӑна.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑйне хӑй ответлӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшса, вӑл аллине хӗрлӗ пиҫиххийӗ хушшине чикрӗ, сасси хыттӑн та витӗмлӗн янӑраса тухрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Паян ӑна хӑйӗн ҫӳллӗ пӗвӗ ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл подвалта хӗвӗшекен ҫынсен пичӗсене, вӗсен кӗлеткине курма тӑрӑшса, пӗрех май чӗрне вӗҫҫӗн карӑнса пӑхрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.