Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пичӗ тӑрӑх шӑпӑртатса куҫҫулӗ юхса анчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унӑн куҫӗ хӑранипе чарӑлса кайрӗ, пичӗ ун-кун туртӑнса илчӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗрачан ҫамки ҫинче кӑшт ҫеҫ палӑракан турпалли пур, вӑл унӑн пичӗ ҫине ӳкнӗ йӗм хура ҫӳҫпе кӑштах хупланнӑ.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑй вӑл питӗ ырханккаскер, унӑн пичӗ юнлӑ, сухалӗ тӑпӑлса пӗтнӗ, хӑрах куҫӗ кӑна уҫӑ, тепӗр куҫӗ шӑтса юхнӑ пулас, хупӑнса тӑрать…
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хуйха пуснӑ Унерпин пичӗ пӗр хӗрелчӗ, Еркиней ҫинчен илтсен сӑнӗ каллех сӳрелчӗ.
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫӗр пичӗ айӑн-ҫийӗн ҫаврӑнчӗ, кисренчӗ, ванчӗ.
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Левенчук шикленсе ӳкни паллӑ: пичӗ шурнӑ, кӑвак куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, кӑвакарнӑ тути чӗтрет.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Унӑн кӑвак куҫӗсем амӑшӗ ҫине пӑхрӗҫ, Елена Максимовна нимӗн те шарламарӗ, анчах пичӗ кӑна ывӑлӗн шухӑшне ырлани ҫинчен пӗлтерсе, кӑмӑллӑн ҫутӑлса илчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хӗрлӗ пӗлӗт ҫути кӳлӗ пичӗ ҫине ӳкет те, шыв кӗрен тӗслӗн ялтраса курӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ӗҫет Йӑван, ӳсет Йӑван, сарӑлать, пичӗ чӑмӑр йӑва пек; пит ҫӑмарти пӑт путать, шурӑ шӑлсем тип-тикӗс, юратмасӑр ӑҫтан чӑтӑн.
Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.
Ӑҫта пӑхсан та, куҫӑм умӗнче, куҫне уҫайми, минтер пек шыҫӑннӑ хӗрлӗ-кӑвак Варуҫ аппа пичӗ тӑрать.
Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫав хӗлӗхе вӑл икке татрӗ те пукане пичӗ ҫине хӗреслесе хучӗ.
Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ӗнтӗ Алендеевӑн та, сарлака ҫӑварне кранк! кранк! кранклатакан шур курак пек карса, сехре сиктернӗ, шуйттанӑнни пек вутлӑ симӗс куҫӗпе «Сталина» тӑрӑннӑскерӗн, ҫан-ҫурӑмӗ ҫийӗн сивӗ чупса иртрӗ, ҫӳҫӗ йӑшӑлл! ҫӗкленчӗ, вирелле тӑчӗ, пичӗ шурсах кайрӗ, юн тарнӑ, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗн сӗмӗ сӑрхӑннӑ тути йӳҫекен шурлӑх пек хӑмпӑланкаларӗ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Хӑй типӗтнӗ ҫупах пекех хӑрӑннӑ, путса ларнӑ тӗксӗм кӑвак куҫӗсем, ей-бог, мӗлт-мӗлт ҫеҫ тукалаҫҫӗ (уҫӑ вучахри хӑрӑк турат ҫунӑкӗ майлӑрах, ара), ырхан, ҫухӑнчӑк тӑрхала пичӗ шурсах кайнӑ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ҫаврарах, вӑхӑт хухтарнӑ пичӗ, кӗрчесе, вӗтӗ-вӗтӗ пӗрӗмсемпе хупланнӑ, шупка.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Сасартӑк Кӗркури чӑмлама чарӑнчӗ — ун пичӗ нушаллӑн пӗркеленсе, сӑнсӑрланса кайрӗ, килпетсӗр ҫавракаланнӑ куҫӗсенчен сивӗ куҫҫуль тапса тухрӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Пичӗ ака кӑмпи пек чӑлтӑр пӗркеленчӗк.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Урӑлманкин, хӑйне итлекене ҫӗнӗ япала ҫинчен пӗлтерсе шанках тӗлӗнтернӗн туйса, лӗп кулам пекки турӗ, хӑмпӑланса, ӑшӑнса илчӗ, анчах ку нумая пымарӗ — хыҫҫӑнах пичӗ ҫинчи ҫав хавшак кулӑ шӳтсӗрлӗх, кӳренӳ сулхӑнӗпе тӗксӗмленсе ларчӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ак пӗр куҫӗнчен, аманнинчен, пичӗ тӑрӑх «янкӑр тӳпери пӗчӗк ылтӑн ҫӑлтӑр» йӑлтӑртатса юхса анчӗ те ҫӗр ҫине пат татӑлса ӳкрӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пичӗ — чана ҫӑмарти.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.