Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нимпе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Мӗнех-ха ҫак пӗтӗм телей… пӗтӗм пурнӑҫ… — шӑппӑнрах, шӑппӑнрах, ҫӑк ыйтусенчен вӑтанса каларӗ Ольга: — ҫак пӗтӗм савӑнӑҫ, хуйхӑ… ҫутҫанталӑк… — пӑшӑлтатрӗ вӑл: — мана пӗрмай таҫта урӑх ҫӗре туртать; эпӗ нимпе те ҫырлахмастӑп…

Что ж это счастье… вся жизнь… — говорила она все тише-тише, стыдясь этих вопросов, — все эти радости, горе… природа… — шептала она, — все тянет меня куда-то еще; я делаюсь ничем не довольна…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗнле-ха ку? — ӗмӗтне татса ыйтать вӑл, илемлӗ, лӑпкӑ каҫ сӑпка умӗнче ларнӑ чух е упӑшки ачашланӑ, калаҫнӑ чух сасартӑк кичемленсе, нимпе те интересленмесӗр.

— Что же это? — с отчаянием спрашивала она, когда вдруг становилась скучна, равнодушна ко всему, в прекрасный, задумчивый вечер или за колыбелью, даже среди ласк и речей мужа…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга Штольцӑн кумирӗ — чӗресӗр, нимпе ҫырлахман хытӑ ӑслӑ хӗрарӑм!

Она, его кумир — без сердца, с черствым, ничем не довольным умом!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Штольц пророкла малалла пӑхнӑ, унта вӑл тӗтрери пек, хӑйӗн туйӑмӗсен сӑнарне курнӑ, ҫав сӑнарпа пӗрлех ӑна хӗрарӑм сӑнарӗ те курӑннӑ: вӑл — ун ӗмӗчӗсенчи пекех, ҫав тери нимпе палӑрман пекех, анчах ҫутӑ та таса сӑнар.

Он пророчески вглядывался в даль, и там, как в тумане, появлялся ему образ чувства, а с ним и женщины, одетой его цветом и сияющей его красками, образ такой простой, но светлый, чистый.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пикентӗм, пикентӗм: «Тӗрӗс мар, элек, ваше превосходительство, нимӗнле Обломова та пӗлместӗп, кӑна йӑлтах Тарантьев турӗ», тесе калас теттӗм, анчах нимпе те чӗлхе ҫаврӑнмарӗ, унӑн ури умне чӗркуҫлентӗм кӑна.

Силился, силился, хотел выговорить: «Неправда, мол, клевета, ваше превосходительство, никакого Обломова и знать не знаю: это все Тарантьев!» — да с языка нейдет; только пал пред стопы его.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӗлӗкре ӑна уяв ӗҫки-ҫики те, ҫутӑсем те, хаваслӑн шавлакансем те курӑнмарӗҫ; ӑна ҫав тери нимпе палӑрман, ҫав тери нимпе илемлетмен телей курӑнчӗ, Ольга вара тепӗр хут, мӑнкӑмӑллӑн савӑнмасӑр, анчах кӑмӑлне питӗ хытӑ ҫемҫетсе пӑшӑлтатрӗ:

Не снился ей ни праздничный пир, ни огни, ни веселые клики; ей снилось счастье, но такое простое, такое неукрашенное, что она еще раз, без трепета гордости, и только с глубоким умилением прошептала:

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗнле акци тата вӑл, нимпе те лайӑххӑн тавҫӑрса илейместӗп, — ыйтрӗ Иван Матвеевич.

— Что это за акции такие, я все не разберу хорошенько? — спросил Иван Матвеевич.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Енчен ӗҫсем япӑх пулса пырсан, шыраса илмелле тӑваҫҫӗ, халиччен таса та нимпе вараланман Обломов ячӗ вара…»

Если дела пойдут плохо, тогда подадут ко взысканию, и имя Обломова, до сих пор чистое, неприкосновенное…»

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл ӑна нимпе те Ольга темерӗ: пӗчченех! пулма пултараймасть!

Он никак не принял ее за Ольгу: одна! быть не может!

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Нихҫан та, нимпе те! — ҫирӗппӗн каларӗ Ольга.

— Никогда, ни за что! — твердо сказала она.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга пит-куҫӗнче нимпе те сирсе яма ҫук лӑпкӑ телей ялтӑраса тӑрать.

На лице ее разлито было дыхание счастья, но мирного, которое, казалось, ничем не возмутишь.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Нимпе те, нихҫан та!

— Ни за что… никогда!

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Нимпе те, нихҫан та, нимле ырлӑхшӑн та!

— Ни за что, ни за какие блага!

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захарӑн калама ҫук пысӑк пӗр пахалӑхне Илья Ильич пӗлнӗ ӗнтӗ — Захар ӑна чӗререн парӑнса тӑрать, ҫакна Обломов хӑнӑхнӑ, ку урӑхла пулман та, пулма та пултараймасть тесе шутланӑ; ҫак пахалӑха пӗррехинче хӑнӑхнӑскер, вӑл ӗнтӗ ҫакӑнпа киленмен, ҫав хушӑрах, хӑй нимпе интересленмен пулсан та, Захарӑн шутсӑр нумай пӗчӗк ҫитменлӗхӗсене тӳсме пултарайман.

Илья Ильич знал уже одно необъятное достоинство Захара — преданность к себе, и привык к ней, считая также, с своей стороны, что это не может и не должно быть иначе; привыкши же к достоинству однажды навсегда, он уже не наслаждался им, а между тем не мог, и при своем равнодушии к всему, сносить терпеливо бесчисленных мелких недостатков Захара.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унтан эпӗ Ярмолӑпа ҫав тери арпашӑнчӑк, калама ҫук кӑткӑс та пач нимпе ҫыхӑнман тавлашу пуҫарса яратӑп.

Затем я вступал с Ярмолой в запутанный, необычайно сложный отвлеченный спор.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Урлӑш-тӑршшӗне нимпе виҫеймӗн.

Необъятны ее просторы.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Нимпе сывлама та ҫук, — тет аппӑшӗ йӗрес пек сасӑпа.

— Буквально нечем дышать, — продолжала тетя со слезами в голосе.

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах иртнине нимпе те каялла тавӑрма ҫук ӗнтӗ.

Но поздно было жалеть о том, чего никогда не вернёшь.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна нимпе те ҫӑлма пулас ҫукчӗ?

Ничто ее бы не спасло!

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл хӑйӗн тусӗ ҫинчен шухӑшланӑ: мӗнле-ха ҫак ҫын, унӑн юлташӗ, полкра ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман каччӑ, тӑм илсе лартнӑ, ванса пӗтнӗ урисемпех вӑрмансемпе шурлӑхсем тӑрӑх кунӗн-ҫӗрӗн шума пултарнӑ?

Он старался представить себе, как этот человек, его товарищ, казавшийся в полку таким обычным парнем, с отмороженными или перебитыми ногами день и ночь ползет по талому снегу через леса и болота.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed