Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тӗкӗр умӗнче шухӑша путса ларчӗ, арпашнӑ ҫӳҫне тикӗслерӗ; куҫ кӗски ӑшнелле тинкерчӗ, — унта хыттӑн чарӑлнӑ куҫӗсем сӑнарланнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Урине ҫӑмӑллӑн силлесе ларакан Консейль Гартӑн чее кулӑллӑ типӗ питне елпӗрсе тӗсерӗ; Гарт Консейлӗн мрамор ҫамкипе кӑвак куҫӗсенчен тӗмсӗлчӗ; унтан иккӗшӗ те тискер, усал, хура Вебера куҫ хӗсрӗҫ; Вебер вара хӑй енчен вӗсем патнелле куҫлӑхӗ айӗпе ҫип-ҫинҫе ухӑ йӗппи вӗҫтерсе ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн виҫҫӗшӗ темӗскер сӳтсе явма пуҫларӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Ҫиҫсе вылякан, хӗрнӗ ҫаврашка ҫак самантра тӳпери пушар варринчен тухрӗ те куҫ шӑрҫисене кӗрсе вырнаҫрӗ — куҫӗсене резинӑпа туртса ҫапрӗҫ тейӗн; арҫын ача шӑнӑр туртнӑн хутланса ӳкрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Шӑпах ҫакна курчӗ Шухӑ урампа Юпа урамӗн кӗтесӗнче харӑсах вӑтӑр икӗ ҫын, паллах, нумай-нумай лашана шутламасӑр; вӗсен урисем, мӑйӗсем, хӳрисемпе ҫилхисем пӗр самантрах тӳрӗ йӗре куҫрӗҫ, янӑравлӑ «и-хо-хо!» па ӑҫта куҫ курнӑ ҫавӑнталла тапа-тапа сикрӗҫ.
IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Эстамп — ҫулланнӑ ҫын, ҫав тери шуранка, сӑрӑ куҫлӑ, куҫ харшисем хӗрлӗ, калаҫма кӑмӑлламасть; Рениор — вӑрӑм хура ҫӳҫлӗ, чармак куҫлӑ, такамӑн тумне тӑхӑннӑ манаха аса илтерет; Чинчар — кукӑр, йӑрӑ старик, шӑлӗсем хуралнӑ, кӑвак куҫӗсем тунсӑхлӑ, тӑрӑхлавлӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
«…тата Нок, ҫирӗм пилӗк ҫулта, вӑтам пӳллӗ, тӳрӗ, ҫирӗп кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ кӑтрарах, хӗрлӗрех, куҫӗсем хӑмӑр; кӗре питлӗ, сулахай хӑлхи айӗнче пысӑк тур палли — пӑрҫа пысӑкӑшскер; алли-ури пӗчӗк; куҫ харшисем кӗске; урӑх паллӑ ҫук.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑл куҫӗсене унталла-кунталла куҫаркаларӗ, унтан кӑшкӑрсах ячӗ: куҫ анлӑшне лекекен пур ҫӗрте те — ҫӳхе курӑк хушшинче — кубоксем, ҫӳхе мӑйлӑ вазӑсем, алтӑрсемпе куркасем тата фантастикӑлла савӑтсем лараҫҫӗ е айккӑн выртаҫҫӗ; вӗсен ылтӑн хӗлхемӗсем ҫӑлтӑр юхӑмӗлле сывлаҫҫӗ те йӑрлатаҫҫӗ тейӗн, вӗсен хушшинче пулӑсем кумаҫҫӗ, хура раксем йӑраланаҫҫӗ, улиткӑсем суккӑр мӑйракисене ҫӗкле-ҫӗкле ылтӑн япаласен хӗрринче шуса ҫӳреҫҫӗ, вӗсен айккисенче — курӑни-курӑнми хурса тухнӑн туйӑнакан чулсен тӗлӗнмелле эрешӗсем.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Аян револьверне тӑсрӗ, куҫакан ҫын та сасартӑк ҫав хусканӑвах евӗрлерӗ, ҫапла вӗсем икӗ-виҫӗ самант хытса тӑчӗҫ, унтан Аян тинех стена ҫинчи куҫ кӗскине асӑрхарӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сэт мӑйӑхне сӑтӑрса тӳрлетрӗ, Реджӑн тӑсӑлса чалӑшнӑ физиономине чеен куҫ хӗсрӗ те кӗтмен ҫӗртен чӑнласах, шухӑшлӑн пуплеме пуҫларӗ, унӑн йӑкӑлти куҫ шӑрҫисенче ҫеҫ, таҫта шалта, йӗкӗлтевлӗ кулӑ хӗлхемӗсем ялкӑшаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Хупахри, масарти шанчӑксӑр обществӑрилле хутӑшса арпашӑннӑ лару-тӑру Аян чӗринче кӗтмен ҫӗртен ҫӗкленӳ ҫуратрӗ: пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пулӑм килессе туйни унӑн ҫамрӑк куҫӗсене сунара тухнӑ ҫӳлевӗҫ куҫ шӑрҫисен канӑҫсӑр йӑлтӑртатӑвӗпе тултарчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Хуҫа ҫӑра куҫ харшине вылянтарчӗ, алӑк патӗнчи тӗксӗмре палӑрсах кайман хӗсӗк куҫне Калюков енне ҫиҫтерсе илчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Куҫ харши хура та ҫӑмламас, ҫавӑнпа-ши, кулнӑ чухне те куҫӗ темле чалӑшса, хайӑрса пӑхать пек.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Аптрамасть пек арӑм, килӗшет Антуна: сӑнран та чиперскер — вӑтам пӳллӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ, кӑшт тӑрӑхларах питлӗ, куҫ харши — чӗкеҫ ҫунатти пек, куҫӗ вара, пысӑк та чакӑрскер, пӗрре пӑхсанах ҫунтарса илет; ӗҫре-мӗнре те акӑш-макӑш правурскер — мӗне пуҫлать, ҫавӑ ӑнать ун аллинче; кӑмӑл тӗлӗшпе вара чӑн-чӑн кӑвакарчӑн, унӑн ҫӑварӗнчен хӑҫан та пулин сивӗ сӑмах тухма пултарать тесен, тупата, никам ӗненес ҫук.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Куҫ Тарта сӑнама чарӑнмасть-ха, акӑ хускалчӗ, ҫывӑхарах куҫрӗ, ун ҫумне тепри хушӑнчӗ, вӗсем ҫӑткӑннӑн, хушса-ыйтса пӑхни Тарта пӑлхантарма пуҫларӗ.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Анчах куҫ хупанкисене вӑйлӑ, вӗри ҫутӑ хӗрлӗ тӗтрелле сӑрхӑнать, вара Тарт куҫӗсене чӑтӑмсӑр савӑнӑҫ уҫса ячӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Грэй пуҫне ҫӗклерӗ, ҫӑлтӑрӑн ылтӑн кӑмрӑкӗ ҫине куҫ хӗссе пӑхрӗ; мильӑсен ӑсран ярасла пысӑк инҫӗшӗ витӗр тухса куҫ шӑрҫине самантрах инҫетри планетӑн вутлӑ йӗппи тирӗнчӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пурте ҫывӑх кунта Тамарӑна; вӑл кӑшт авӑнарах тӑракан куҫ харшисем айӗнчи кӑвак куҫӗсемпе кивӗ вокзал ҫуртне тинкерчӗ, тавралла ларса тухнӑ кивӗ пӳртсем ӑна ачалӑха аса илтерчӗҫ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Куҫ умӗнче ӑшшӑн калаҫӗҫ те куҫ хыҫӗнче санах хурлӗҫ.Перед тобой будут ласково разговаривать и за спиной попрекать.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Нимӗнех те пӗлтерми пек фаянс тӗслӗ куҫӗсемпе вӑл куҫ пӑвать темелле.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Жук, Иван Горапа Володька тата Федька — виҫҫӗшӗ те пӗрле отряда сыввӑн-чӗррӗн таврӑннӑшӑн пӗртте савӑнмасть, вӑл ӑна: «Сывӑ-и», — тесе те каламасть, — йывӑррӑн сывласа пӑрӑнать те, куҫран куҫ тӳррӗн пӑхса та тӑмасть.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.