Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Олдама вӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: хӑвӑра ман патӑма янӑ ҫынна калӑр: 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тейӗр: ҫакӑ вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине Иудея патши умӗнче вуланӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ мӗнпур инкек-синкекпе ылхана яратӑп, 25. Мана пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсем умӗнче тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен алли ӗҫӗсемпе Мана ҫиллентерсе тӑнӑшӑн Манӑн вутлӑ ҫиллӗм ҫак вырӑн тӗлӗнче хыпса илӗ те сӳнмӗ вӑл.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл мӗнле кӗлтунине, ӑна Турӑ тӑнланине, чунӗпе йӑвашланиччен Манассия мӗнле-мӗнле ҫылӑх тунине, унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене, ӑҫта-ӑҫта тӳпем вырӑнсем туса унта Астартӑпа йӗрӗхсен кӗлеткисене лартса тухнине Хозай ҫырӑвӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сеннахирим вара, намӑс курса, каялла хӑй ҫӗрне таврӑннӑ; хӑй туррин ҫуртне пырса кӗрсен, ӑна унта хӑйӗнчен ҫуралнисемех хӗҫпе касса вӗлернӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Уяв вӗҫленсессӗн унта хутшӑннӑ израильсем пурте Иудея хулисене кайнӑ та суя турӑ кӗлеткисене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, чӳк йывӑҫӗсене касса тӑкнӑ, пӗтӗм Иудейӑри тата Вениамин, Ефрем, Манассия ҫӗрӗсенчи тӳпем вырӑнсене, чӳк парнисен вырӑнӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тухнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапла йышӑнни патшана та, унта пухӑннӑ халӑха та килӗшнӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унта Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулнӑ, унӑн ячӗ — Одед.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Иоахаз ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ та Иерусалима илсе пынӑ; унта вӑл Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ; 24. вара Турӑ Ҫуртӗнче, Овед-Эдом управҫӑ аллинче пулнӑ мӗнпур ылтӑнпа кӗмӗле, мӗнпур савӑт-сапана тата патша керменӗнчи хаклӑ пурлӑха илсе, салука илнӗ ҫынсене хӑваласа Самарие таврӑннӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑйӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пыччӑр тесе Амасия каялла янӑ ҫар вара Иудейӑри хуласене — Самарирен пуҫласа Вефорон таранах — сапаланса кайнӑ та унта виҫӗ пин ҫынна вӗлернӗ, темӗн чухлӗ пурлӑх ҫаратнӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Суя тӗн ҫынни унта нимӗнле сӑлтавпа та пырса ан кӗтӗр тесе, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умне хуралҫӑсем тӑратнӑ.19. И поставил он привратников у ворот дома Господня, чтобы не мог входить нечистый почему-нибудь.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа эфиопсемпе чикӗллӗ пурӑнакан филистимсемпе Арави ҫыннисене Иорама хирӗҫ ҫӗкленӗ; 17. лешӗсем вара Иудейӑна тапӑнса унта ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ; патша керменӗнчи мӗнпур пурлӑха, ҫавӑн пекех унӑн ывӑлӗсене тата унӑн арӑмӗсене туртса илнӗ; Иорамӑн вара Охозиясӑр, кӗҫӗн ывӑлӗсӗр, пуҫне урӑх ывӑл юлман.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара ӑна Илия пророкран ҫыру ҫитнӗ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Давид аҫунӑн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Иосафат аҫу ҫулӗпе, Иудея патши Аса ҫулӗпе ҫӳременшӗн, 13. Израиль патшисен ҫулӗпе кайнӑшӑн, Ахав килӗ астарса янӑ пек, Иудейӑна тата Иерусалимра пурӑнакансене аскӑнлӑха ертнӗшӗн, хӑвӑнтан лайӑхрах пӗртӑванусене вӗлернӗшӗн 14. Ҫӳлхуҫа акӑ санӑн аслӑ халӑхна, санӑн ывӑлусене те, санӑн арӑмусене те, санӑн мӗнпур пурлӑхна та пӗтерӗ, 15. сана хӑвна хӑрушӑ чирпе, ӑш чирӗпе, асаплантарӗ, чирӳ кунран-кун араслансах пырӗ, ӑшу-чиккӳ туха-туха ӳкме пуҫлӗ».
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Иосафатпа унӑн халӑхӗ унта тупӑш пухма пынӑ, темӗн чухлӗ пурлӑх, тумтир, хаклӑ япала тупнӑ, ӗнтӗ хӑйсем йӑтса каяйми пуҫтарнӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иудейсем ӗнтӗ пушхирти сӑрт патне ҫитнӗ; шутсӑр пысӑк йыш тӑнӑ енне пӑхаҫҫӗ те, акӑ унта — вилесем ҫеҫ выртаҫҫӗ, вӗсем хушшинче пӗр чӗрӗ чун та ҫук.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем Герар таврашӗнчи мӗнпур хулана аркатса тӑкнӑ, унта пурӑнакансем Ҫӳлхуҫаран сехӗрленсе ӳкнӗ; хуласене пӗтӗмпех ҫаратнӑ, вӗсенчен питӗ нумай тупӑш илсе тухнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшана ларнӑ чухне вӑл хӗрӗх пӗр ҫулта пулнӑ; вара вӑл Иерусалимра, — Турӑ Хӑйӗн ячӗ унта тӑтӑр тесе израильсен мӗнпур йӑхӗнчен суйласа илнӗ хулара, — вунҫичӗ ҫул патшара ларнӑ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫак керемсене тӗреклӗлетсе, Ровоам унта пуҫлӑхсем уйӑрса лартнӑ, тырӑпа йывӑҫ ҫӑвӗ тата эрех тытма управӑшсем тутарнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата вӑл сӑлан шӑмминчен пысӑк кӑна аслӑ пукан тутарнӑ, ӑна таса ылтӑнпа виттернӗ; 18. аслӑ пукан патне улӑхма ултӑ картлашка пулнӑ, аслӑ пукан умӗнче ылтӑн ура сакки, ларкӑчӑн икӗ енӗнче чавса тӗревӗсем пулнӑ, вӗсемпе юнашар икӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ; 19. тата унта ултӑ картлашка ҫинче, икӗ енче те, вуникӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халиччен унта нихӑҫан та ҫавӑн чухлӗ хӗрлӗ йывӑҫ пулман, Иудея ҫӗрӗнче унччен курман япала пулнӑ вӑл.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑйӗн тарҫисем урлӑ Хирам ӑна тинӗсре ҫӳреме пӗлекен чурисемпе карапсем ярса панӑ; вӗсем вара Соломон тарҫисемпе пӗрле Офира кайнӑ, унта тӑватҫӗр аллӑ талант ылтӑн тупса Соломон патшана кӳрсе панӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Фараон хӗрне вара Соломон Давид хулинчен урӑх ҫӗре, ятарласа ун валли лартнӑ кермене, куҫарса пынӑ, вӑл каланӑ: Израиль патшийӗн Давидӑн ҫуртӗнче хӗрарӑм пурӑнма тивӗҫлӗ мар, мӗншӗн тесессӗн сӑваплӑ вырӑн ку — унта Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи кӗнӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.