Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑватӑ the word is in our database.
Тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) more information about the word form can be found here.
Кондратьев ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерчӗ, крайисполком йышӑннипе районта тӑватӑ колхозра ӑратлӑ лаша ферми уҫмалли ҫинчен, района ҫӗнӗ сорт кукуруза илсе килни ҫинчен каларӗ.

Кондратьев сообщил кое-какие новости, в частности о том, что по решению крайисполкома в четырех колхозах создаются племенные коневодческие фермы, что в район завозятся новые сорта кукурузы.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тепӗр кун каҫпа, тин тӗттӗмлене пуҫласан, юрпа хупланнӑ Усть-Невински ҫинче аслати авӑтса ячӗ — тӑватӑ хутчен сывлӑша акӑш-макӑш вӑйлӑ взрыв чӗтретрӗ.

На другой день вечером, когда только что начинало смеркаться, над завьюженной Усть-Невинской прокатилась гроза — четыре огромной силы взрыва потрясли воздух.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергейпе Кривцова Голубева кӑмӑллӑн агротехника ҫуртне ӑсатрӗ, вӑл ҫуртра пӗр пысӑк залпа тӑватӑ пӗчӗкрех пӳлӗм пулнӑ.

Дом агротехники, куда вошли Сергей и Кривцов, провожаемые Голубевой, состоял из просторного зала и четырех небольших комнат.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Трибуна туса лартӑпӑр, илемлетӗпӗр, ҫирӗм тӑватӑ колхоз ялавне ҫакӑпӑр — Пӗрлешӳллӗ Нацисен сессийӗнчи пек! —

Поставим трибуну, украсим ее полотнищами, поставим знамена всех двадцати шести колхозов — как на сессии Объединенной Нации! —

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Грачева кӗтнӗ хушӑра лавҫӑсем, лашисемпе вӑкӑрӗсене хапха умне хӑварса, тӑватӑ платформа ҫине тиенӗ япалана ытараймасӑр пӑхнӑ.

Возчики, поджидая Грачева, оставили коней и быков у ворот и с нескрываемым любопытством осматривали груз на четырех платформах.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем извеҫпе шуратса лартнӑ хӑйсен тӑпӑл-тӑпӑл пӳртне курсах тӑнӑ: шурӑ чӳрече каррисем, чӳрече умӗнче чечексем, пӳрт хыҫӗнче пахча, пахчара шурӑ вӗллесем, алӑк пуканӗнчен тӑватӑ утӑмра ҫӳллӗ пураллӑ пусӑ айккинче нӳхреп, вите, калинккерен алӑк патне — хӑйӑр сапнӑ сукмак…

Они видели свой дом, аккуратно побеленный известью; видели и окна с белыми занавесками и с головками цветов на стекле, и за домом сад, а в саду белые ульи, и в четырех шагах от порога колодец с высоким срубом, и в сторонке погреб, курник, и от калитки к порогу — дорожку, посыпанную песком…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӑватӑ ывӑл, пӗр хӗр — калама ҫук илемлӗ хӗрача.

Четыре сына и уже есть дочурка — прелестная девчушка.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тепӗр тӑватӑ сехетрен ставка Могилев хулине ҫапӑҫусӑр-мӗнсӗр большевиксене хӑварать.

— Через четыре часа Могилев будет сдан ставкой без боя.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗре шӑм-шаклӑ генерал, яп-яка хыртарнӑ тӑватӑ кӗтеслӗ янахне кӑкӑрӗ ҫине хурса, куҫ айӗпе салхуллӑн малалла пӑхрӗ.

Плотный генерал, прижимая к груди четырехугольный выбритый до глянца подбородок, угрюмым, исподлобным взглядом глядел перед собой.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн аҫуна ав, кукӑль сӑмси пек, тытнӑ та касса панӑ тӑватӑ пин теҫеттин!

Вашему папаше отрезали вон, как краюху пирога, четыре тыщи десятин.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Патша ҫарӗнче кадровӑй офицер пулнӑскер, полкра вӑл тӑхӑр ҫул ӗнтӗ службӑра тӑрать; вӑрҫӑ ҫулӗсенче тӑватӑ хут суранланнӑ.

Старый кадровый офицер, служивший в полку девять лет, получивший за войну четыре ранения.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тахҫанахчӗ-ха ҫапла, макаҫей кӗлетӗнче ӗҫленӗ чух, казаксенчен вӑл йӳнӗ хакпа тырӑ илсе тултарнӑччӗ; кайран кӑвакарса пӑнтӑхнӑ тӑватӑ пин пӑт тулла ахалех хутор хыҫӗнчи Тӑмсай ҫырмине кайса ӳпӗнтерме тиврӗ.

Давненько, когда работал еще по ссыпке, пришлось ему за гроши скупить у казаков хлеб, а потом вывезти за хутор и ссыпать в Дурной яр четыре тысячи пудов сгоревшейся пшеницы.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Газпа антӑхса вилнисем, ҫурӑмӗсене мӑкӑртса, пӗчӗкҫӗ купасем пек хутланса выртаҫҫӗ; хӑшӗ-пӗрисем кукленсе ларнӑ та ларнӑ ҫӗртех хытса кайнӑ, теприсем, кӗтӳре ҫӳрекен выльӑхсем тейӗн, тӑватӑ уран тӑраҫҫӗ.

В нескольких местах отравленные лежали копешками, иные застыли, сидя на корточках, некоторые стояли на четвереньках — будто паслись.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн кӑкӑрне пулемет черечӗ тӑватӑ ҫӗртен шӑтарса кӗнӗ, шӑтӑксенчен ӗнӗк ҫип таткисем пайӑркаланса тухнӑ.

По груди резанула пулеметная струя, в четырех местах продырявлена шинель, из отверстий торчат опаленные хлопья.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑватӑ кустӑрмаллӑ урапасене хӑрӑлтатса, вӑйран мекӗрленсе туртса пынӑран лашасен шурӑ кӑпӑклӑ тутисем кӑшт кӑна пылчӑка перӗнмеҫҫӗ.

Лошади тащили четырехколки, хрипя и налегая так, что запененные морды едва не касались грязи.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр талак малалла куҫнӑ хыҫҫӑн, ир еннелле, ҫав полка вӑрман варринчи пушӑ ҫӗр пӳртсене вырнаҫтараҫҫӗ те тӑватӑ кун французсен меслечӗпе наступлени тума вӗрентеҫҫӗ: батальонсене ҫурма ротӑсем ҫине пайласа сапалаҫҫӗ, бомбометчиксене йӗплӗ пралуксене хӑвӑрт татас ӗҫе хӑнахтараҫҫӗ, ҫӗнӗрен гранатӑсем ывӑтма вӗрентеҫҫӗ.

Наутро, после первого же перехода, полк разместили в лесу, в брошенных землянках, и четыре дня обучали французскому способу наступления; вместо батальонов в цепи шли полуроты, бомбометчики учились с наивозможнейшей быстротой резать проволочные заграждения, вновь проходили курс метания ручных гранат.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Михаил Шолоховӑн тӑватӑ кӗнекерен тӑракан романӑн иккӗмӗш кӗнеки.

Вторая книга романа Михаила Шолохова, состоящего из четырех книг.

Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ачалӑх, шкул, институтӑн пӗрремӗш курсӗ, инженер пулас ӗмӗт, тӑватӑ ҫул — вӑрҫӑ.

Было детство, была школа, первый курс института, были мечты стать инженером-строителем, и были четыре года войны.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑрҫӑра тӑватӑ ҫул хушшинче, Тутаринов пекех, ҫамрӑк офицерсем нумайӑшӗ генерал куҫӗ умӗнчех ӳссе ҫитӗнчӗҫ, Тутаринов пекех нумайӑшӗ ҫапӑҫусенче чап илчӗҫ, Сталинградран пуҫласа Берлина ҫитиччен йывӑр вӑрҫӑ ҫулӗпе тухрӗҫ.

За четыре года войны многие молодые офицеры, так же как и Тутаринов, выросли на его глазах, не один из них отличился в боях, пройдя тяжелую дорогу от Сталинграда до Берлина.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӑватӑ ҫул пӗрле ӗнтӗ эпир, эпӗ ялан ҫапла шухӑшлаттӑм.

Четыре года мы вместе, я всегда думал об этом.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed