Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касса the word is in our database.
касса (тĕпĕ: касса) more information about the word form can be found here.
Ан тив, пуян казаксем хӑйсен тутӑ ҫӑварӗсенчен чухӑнсене касса паччӑр.

Нехай богатые казаки от сытого рта оторвут кусок и дадут голодному.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дроздиха папаҫ унӑн юн тымарне касса уҫрӗ, алӑри венӑран тикӗт пек хура юна икӗ турилкке сӑрӑхтарса кӑларчӗ.

Бабка Дроздиха отворила ему кровь, нацедила из вены на руке две тарелки черной, как деготь, крови.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурнӑҫ ҫыннин шӑнӑрӗсене касса татать ку влаҫ.

Хозяйственному человеку эта власть жилы режет.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Самӑр учӗсем, кӗске касса янӑ хӳрисене ухӑнтарса, юр чӑмаккисене вӑйкӑнтарса-сирпӗнтерсе пычӗҫ.

Сытые лошади их, мотая куце обрезанными хвостами, закидали, забрызгали снежными ошметками.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вахмистр касса кӗскетнӗ мӑйӑхне шинель ҫаннипе шӑлать, куҫне ним тума аптӑранӑн чарӑлтарса, вилнӗ пек хытса тӑрать.

Вахмистр рукавом шинели вытер подстриженные усы, обмер, растерянно вытаращил глаза.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗ пакартасем пуҫа касса печчӗр тесе-и?

Чтобы мне краснопузые кочан срубили?

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Казак юлташсем! — касса кайрӗ Петро хӑлхине шӑнса пӑсӑлнӑ хулӑн сасӑ.

— Товарищи казаки! — резнул по ушам Петра низкий простуженный голос.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Чим-ха! — ҫилӗллӗн касса татрӗ Григорий, ун шухӑшне тавҫӑрнипе вут пек вӗриленсе кайса.

— Погоди! — сурово перебил его Григорий, обожженный догадкой.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл кӑштах ҫӗкленчӗ те, касса тикӗсленӗ ҫутӑ хӑмӑр мӑйӑхӗ айӗнче хӑрах тути хӗррипе ҫеҫ кулса, куҫӗсенчи, ватӑлса кайнӑ пӗтӗм сӑнӗ-питӗнчи сивӗ хӗлхеме тартманнипех, хыпаланса та хӗпӗртесе кайса аллине тӑсрӗ:

Он привстал и, улыбаясь из-под подстриженных каштановых усов одними губами, храня в глазах, во всем постаревшем лице неприступную суровость, растерянно и обрадованно протянул руку.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тихорецкинче унӑн аманнӑ аллине татрӗҫ, пӗҫҫинчи шӑмӑ ванчӑкне касса кӑларчӗҫ.

В Тихорецкой ему ампутировали раздробленную руку, извлекли из бедра осколок кости.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куласса чӗреренех кулать-ха, анчах ҫӑра та касса тикӗслетнӗ пек вӗтӗ шӑлӗсене кӑтартнӑ чухне вӑл темле юри ҫавӑн пек кулма хӑнӑхнӑн туйӑнса каять.

Она охотно смеялась, но в улыбке, оголявшей густые мелкие, как срезанные, зубы, сквозило что-то заученное.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темиҫе пин теҫеттин ҫӗре станица ӑйӑрӗсене ҫӳретме касса панӑ, ҫавӑнпа ӑна касӑм тесе ят панӑ-мӗн.

Кус земли во многие тысячи десятин был отведен под попас станичных жеребцов, потому и назван — отводом.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шинель скачӗ хулпуҫҫине касса ыраттарать.

Скатка шинели резала плечо.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑн майлӑ кукӑр-макӑррӑн авкаланса иртет тип ҫырма хӗррипе, сӗвек тайлӑм тӑрӑх, качакасен чӗрнисемпе йӗрленсе якалнӑ пӗчӗкҫӗ сукмак; ҫапла пырать-пырать те вӑл, пӗр-пӗр кукӑра ҫитсен, сасартӑк тим ҫырма тӗпнелле чӑмса кӗрет, касса татнӑ пек ҫухалать, — вара ҫук малалла кайма, сукмак татӑлнине тараватсӑррӑн пӗлтернӗ майлӑ шӑрт пек хытхура кӑна унта, хӳме майлӑ курӑнса, кашласа ӳсет.

Так над буераком по кособокому склону скользит, вьется гладкая, выстриженная козьими копытами тропка и вдруг где-нибудь на повороте, нырнув на днище, кончится, как обрезанная, — нет дальше пути, стеной лопушится бурьян, топырясь неприветливым тупиком.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапла шутланӑ: кашни кун пӗр пӳрне хулӑнӑш касса илсен, шӑпах эрнене ҫитмелле.

Решил: если отрезать в день кусок толщиной с палец, как раз на неделю получится.

Салӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Юлан утпа-и, лавпа-и, пур пӗрех, кӑмӑл ҫӗкленмелле пултӑр, ҫил пите касса пытӑр.

То ли верхом, то ли в возке, но непременно так, чтобы дух захватило, чтобы ветер хлестал в лицо.

Пӑрӑнӑр! // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пульӑна касса илнӗ.

Пулю вырезали.

Пур ҫӗрте те паллӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пирятин-Тамбовский генерал княҫ пур походсенче те ылтӑнланӑ, касса тӗрленӗ каретине илсе ҫӳренӗ.

Генерал князь Пирятин-Тамбовский во всех походах таскал за собой золоченую резную карету.

Сӑмах ҫапма юратакан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Дындин итленӗ, турккӑ чӗлхине пӗлмест пулин те, вӑл акӑ мӗн ӑнланнӑ: турккӑсем тыткӑнри ҫынна хӑйсемпе малалла сӗтӗрсе ҫӳреме шутламаҫҫӗ иккен, вӗсем салтакӑн пуҫне касса, трофей пек, пуҫлӑхсем патне илсе каясшӑн.

Прислушался Дындин и хоть турецкий язык не знал, но понял: решили турки пленного дальше с собой не тащить, а отрезать солдатскую голову и принести, как трофей, начальству.

Раҫҫей салтакӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унтан вӑл Ростова пырса тухнӑ; касса вӗлернӗ есаулран хывса илнӗ кӗмӗл хӗҫне, аллинче юлнӑ ут хатӗрӗсене, шӑлаварӗпе шевровӑй аттине «очколла» выляса ярса, ҫаппа-ҫарамаспа пӗрех Бунчук командине пырса кӗнӗ.

Объявился он уже в Ростове, вскорости проиграл в «очко» серебряную шашку, взятую у зарубленного им есаула, проиграл оставшуюся на руках конскую справу, шаровары, шевровые сапоги и нагишом пришел в команду к Бунчуку.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed