Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Египета таврӑнсассӑн, усаллӑхӗн ӗҫне татах нумайлатса, маларах асӑннӑ ҫынсемпе, хӑйпе пӗрле ӗҫкӗ-ҫикӗне хутшӑнакансемпе, тата тӗрӗслӗхе пуҫӗпех маннӑ тусӗсемпе пӗрле пӗр вӗҫӗм ӗҫкӗре чарусӑр асни-иртӗнни анчах мар, виҫесӗр чӑрсӑрланса ҫитсе, вӑл унта иудейсене ылханса пӗтернӗ; патшине кура тусӗсем те чылайӑшӗ унӑн еккине килтерсе пынӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тахӑҫан Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пӗтернӗ, вӗсем хушшинче вӑйпа чӑрсӑрлӑха шанса тӑнӑ улӑпсем те пулнӑ, Эсӗ вӗсем ҫине виҫесӗр нумай шыв янӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем, уҫҫӑнах курӑнакан Турӑ пулӑшӑвӗпе хавхаланнӑскерсем, аллипе вӑрҫӑ вӑрҫса, чӗрипе Турра кӗлтуса вӑтӑр пилӗк пинрен кая мар ҫын пӗтернӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Анчах Иуда ҫыннисем Пурне те Пултаракана, Хӑйӗн хӑвачӗпе тӑшман вӑйне аркатакан Турра, хӑйсене пулӑшма чӗннӗ те ҫак хулана ярса илнӗ, унта пулнӑ ҫирӗм пилӗк пине яхӑн ҫынна пӗтернӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудӑн пӗрремӗш ушкӑнӗ курӑнса кайсассӑнах, тӑшмансем хӑраса ӳкнӗ, Пурне те Курса Тӑракан курӑннипе вӗсен сехри хӑпнӑ: вӗсем тарма пуҫланӑ, пӗри унталла, тепӗри кунталла талпӑннипе нумайӑшӗ хӑйсене хӑйсемех пӗтернӗ, хӑйсен хӗҫҫи ҫинех пыра-пыра тӑрӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Хӗрӳ тытӑҫу пынӑ чухне тӑшмансем тӳперен ылтӑн йӗвенлӗ ут утланнӑ пилӗк чаплӑ ар аннине курнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ иудейсене ертсе пынӑ: 30. вӗсем Маккавее хӑйсем хушшине тӑратнӑ та ӑна, кӑралӗпе хӳтӗлесе, аманасран сыхласа тӑнӑ, тӑшман ҫине вара ҫӗмренпе ҫиҫӗм ывӑтнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, куҫӗ шарса кайнипе, сехӗрленсе ӳкнипе пӑтрашӑнса кайса, хӑйсемех пӗр-пӗрне пӗтернӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аллинчи кӑралӗ унӑн яланах ӑнӑҫлӑ пулнӑ, вӑл ҫак тӗреклӗлетнӗ икӗ вырӑнта ҫирӗм пин ҫын ытла пӗтернӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пурне те Пултаракан пулӑшса тӑнипе вӗсем тӑхӑр пин ытла тӑшмана пӗтерсе тӑкнӑ, Никанор ҫарӗн тата пысӑкрах пайне амантса-суранлатса пӗтернӗ, пурне те хӑваласа янӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсене тата икӗ яш ача курӑннӑ — вӑй вӗресе тӑракан, сӑн-питрен питех те илемлӗ, чаплӑ тумланнӑ яшсем пулнӑ вӗсем; ҫавсем иккӗн икӗ енне тӑрса Илиодора пӗр вӗҫӗм хӗненӗ, суранлатса пӗтернӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Усал ҫынсене пӗтернӗ Туррӑмӑр пур тӗлӗшрен те мухтавлӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Трифон вара усал шухӑш тытса ҫамрӑк патшана Антиоха ҫула илсе тухнӑ та вӗлернӗ, 32. хӑй ун вырӑнне патшана ларнӑ, Ази патшийӗн пуҫкӑшӑльне тӑхӑннӑ, ҫав ҫӗре питӗ вӑйлӑ аркатса пӗтернӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
73. Вара Израильре хӗҫ лӑпланнӑ, Ионафан Махмас хулине кайса вырӑнаҫнӑ; Ионафан халӑх тӳри пулса тӑнӑ, Израиль халӑхӗ хушшинчи усал ҫынсене пӗтернӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫавсем вара Иуда майлӑ ҫынсене йӗрлесе ҫӳренӗ, шыра-шыра тупса Вакхид патне тыта-тыта пынӑ, лешӗ вӗсене усаллӑн тавӑрнӑ, мӑшкӑл кӑтартса пӗтернӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем вара Галгал ҫулӗпе кайса Арвилӑри Месалоф хули патӗнче тапӑра вырӑнаҫса тӑнӑ, хулине ярса илсе темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах вӑл вӗсенчен тӑрӑхласа кулнӑ ҫеҫ, вӗсене мӑшкӑлланӑ, чыссӑрласа пӗтернӗ, мӑнкӑмӑллӑн калаҫнӑ, 35. ҫиллессӗн тупа туса каланӑ: эхер те паян Иудӑпа унӑн ҫарӗ ман аллӑма ӳкмесессӗн, хам каялла ыррӑн-сыввӑн таврӑнсассӑн, ҫак Ҫурта вут тивертсе ҫунтарса яратӑп, тесе питӗ ҫилленсе тухса кайнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара, саккун хушнӑ пек, пӗр пӗтӗм чулсем илнӗ те парне вырӑнне ҫӗнӗрен ӗлӗкхи пекех туса лартнӑ; 48. унтан Ҫурт ӑшчиккине, шалти пайӗсене юсаса тухнӑ, пӑлтӑрӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 49. ҫӗнӗрен кӗлӗ савӑчӗсем тутарнӑ, Ҫурта шантал, фимиам ҫунтармалли парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел кӗртсе лартнӑ; 50. парне вырӑнӗ ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, шантал ҫинче ҫутаткӑҫсем ҫутса ярса, Ҫурт ӑшчиккине ҫутатнӑ; 51. парне сӗтелӗ ҫине ҫӑкӑрсем хунӑ, чаршавсем карса тухнӑ; ҫапла вӗсем хӑйсем тытӑннӑ пур ӗҫе те туса пӗтернӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иерусалим ӗнтӗ ҫын пурӑнман пушхир евӗрлӗ пулнӑ; ҫакӑнта ҫуралса ҫакӑнта пурӑннисенчен унта кӗрекенӗ те, унтан тухаканӗ те пулман; сӑваплӑ Ҫурта мӑшкӑлласа пӗтернӗ, унӑн керемӗнче ют йӑх ывӑлӗсем хуҫаланнӑ; вӑл суя тӗнлисен хули пулса юлнӑ; Иаковӑн савӑнӑҫӗ пӗтнӗ, шӑхличӗпе кӗсле сасси илтӗнмен.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл нумай патшана пӑшӑрхантарнӑ, Иакова вара хӑйӗн ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, унӑн ятне ӗмӗрех мухтаса асӑнӗҫ; 8. Иудея хулисем тӑрӑх ҫӳресе, унта йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ, Израиль ҫинчен Турӑ ҫиллине сирсе янӑ, 9. ячӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ, пӗтес патне ҫитнӗ ҫынсене хӑй патне пуҫтарнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Икӗ ҫул иртсессӗн, Антиох патша Иуда хулисене хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне янӑ; ҫавӑскер Иерусалима пысӑк ушкӑнпа пырса кӗнӗ; 30. чееленсе, вӗсене тӑнӑҫлӑх суннӑ пек калаҫнӑ, лешӗсем ӑна ӗненнӗ; анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнса хулана пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Израиль халӑхне питӗ нумай пӗтернӗ; 31. хулана, ҫаратса тухса, вут тӗртсе янӑ, унӑн килӗ-ҫурчӗпе хӳмисене йӗри-таврипех ишсе хӑварнӑ; 32. хӗрарӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илнӗ, выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те Египет йӑхӗ ҫула тухса кунта килмесен, унӑн та ҫумӑр пулмӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна хӳшӗ уявне уявлама килсе ҫӳремен халӑхсене пӗтернӗ пекех пӗтерсе тӑкӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.