Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аслисем кураври материалсене аллине илсе пахалӑх, содержани енчен тишкереҫҫӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Вӑл тӗрлӗ хаҫата /«Комсомольская правда» таранах/ ҫырнине темиҫе хутчен те вуласа тухаттӑм, аслисемшӗн пропагандист пулнӑ май, калаҫнӑ чух шухӑша епле илӗртӳллӗ те килӗшӳллӗ илсе пынине итлесе киленеттӗм.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Демографи кӑтартӑвӗсем лайӑхланса пынине шута илсе ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗн федераци программине тата 2 ҫула тӑсма саккун йышӑннӑ - 2018 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен 2 е ытларах ача ҫуратнӑ ҫемьесем пулӑшӑва илӗҫ.
Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
- Тӗрлӗ пулӑшу, субсиди илсех тӑнӑ: сухаласа акса хӑварнӑ ҫӗршӗн, ӑратлӑ выльӑх ӗрчетнӗшӗн, сӗт туса илсе сутнӑшӑн, ӳсен-тӑран отрасльне аталантарнӑшӑн тата ытти те.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Ун пек вырӑнсенче калча вӑй илсе симӗсленет.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Пӗр енчен тырра аякка сутманнипе паха вӑрлӑх илсе тӑкакланмалла мар пек.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫ ял хуҫалӑхӗн уйрӑлми пайӗ (вӑл та халӑха тӑрантарать, сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшать) пулнине шута илсе конференцие хутшӑннисем республикӑри утарҫӑсен пӗрлешӗвне йӗркелемеллине палӑрт-нӑ.
Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
«Урамри йывӑҫсене каснӑ чух илсе кӗтӗм пӗренене. Унтан ӗҫе тытӑнтӑм», - пӗлтерет Иван Иванович.
Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Савӑта уҫатпӑр та шывран хуппи йӑлтах ваннӑ ҫӑмартасене илсе ҫӑмӑллӑнах тасататпӑр.
Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№
Вӑл ӗҫрен килсен хатӗр портрета ун умне илсе тухрӑм.
Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
— Библиотекӑран чи нумай кӗнеке илсе вулакансене тӑтӑшах палӑртатпӑр, — каласа парать Ольга Николаевна. — Ачасем хӑйсен ятне илтсен питӗ савӑнаҫҫӗ, пушшех те пикенсе вулама тытӑнаҫҫӗ.
Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
«Оля халӗ хӗрӗн Иринӑн ҫемйине аркатасшӑн. Ӑна упӑшкинчен уйӑрса ашшӗн килне илсе пырасшӑн вӑл. Капла мӑнукӗ патне пырса ҫӳреме е кунта пурӑнма юлма та ансатрах-ҫке ӑна. Хӑти-тӑхлачи вӑл мӗнлине пӗлсе ҫитрӗҫ те хӑйсем патне кӗртме пӑрахрӗҫ. Кӗрӳ те унпа хутшӑнасшӑн мар. Амӑшӗ хӗрӗн пуҫне пӑтратать. Халӗ Ирина ашшӗ килне пыма пӑрахрӗ. Кӳршӗ яла, амӑшӗн еркӗнӗн кил-ҫуртне, пырса ҫӳрет, — Ольӑн каварлӑ планӗпе паллаштарчӗ Ирина.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Оля ахаль те нумай япала сӗтӗрчӗ, чӳрече каррине те, вырӑн таврашне те илсе кайрӗ, турӑш умӗнчи алшӑллие те туртса антарчӗ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Володьӑн арӑмӗ пек ятлаҫса ҫӳремерӗм, вӑрҫӑ-харҫӑсӑр уйрӑлтӑмӑр. Ашшӗ уйӑхсерен алимент тӳлесе тӑрать, кирлӗ тӗк кунсӑр пуҫне те укҫа яма хирӗҫ мар», — шӑпа Патӑрьел районне епле илсе ҫитернине каласа кӑтартрӗ Ирина Михайловна.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Эпӗ аякра ӗҫлесе ҫӳренӗ вӑхӑтра еркӗнне киле илсе килнӗ вӑл.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Владимир чылайранпах тӗрлӗ региона строительство ӗҫӗпе ҫӳренӗ, хӑй те бригада илсе кайнӑ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Пӳрте илсе кӗрсен анне тавралла тинкерчӗ, куҫӗнче ҫутӑ тумлам йӑлтӑртатрӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Больницӑра выртнӑ чухне вилессе сисрӗ пуль: «Киле каяс килет. Петя, эсӗ мана нихӑҫан та улталаман. Сӑмах патӑн пулсан илсе кай тӑван киле», — тесе куҫран пӑхса йӑлӑнчӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Тепрехинче вӑл е ку япалана илсе килме шантарать.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ку тӗлпулу хыҫҫӑн Настя та лӑпланайман, Резида патне кунне темиҫе хут шӑнкӑравласа: «Анне, илсе кай пире кунтан», — тесе йӑлӑннӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №