Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Иосафат патшалӑхне вара тӑнӑҫлӑх ҫитнӗ, Турӑ ӑна пур енчен те канӑҫлӑх парса тӑнӑ.30. И спокойно стало царство Иосафатово, и дал ему Бог его покой со всех сторон.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль тӑшманӗсемпе Ҫӳлхуҫа Хӑй вӑрҫӑ вӑрҫнӑ тенине илтсессӗн, ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх та Турӑран сехӗрленсе ӳкнӗ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Лешӗ каларӗ: тухӑп та унӑн пур пророкӗн чӗлхи-ҫӑварӗнче те суялӑх сывлӑшӗ пулса тӑрӑп, терӗ.21. Тот сказал: я выйду, и буду духом лжи в устах всех пророков его.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Михей: Турӑ пур! эпӗ Туррӑм мӗн каланине калӑп, тенӗ.13. И сказал Михей: жив Господь, - что скажет мне Бог мой, то изреку я.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, яланах япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑйсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫа саккунӗн кӗнекине илсе, вӗсем Иудейӑра вӗрентсе ҫӳренӗ; хуларан хулана ҫӳресе пур ҫӗре те ҫитнӗ, ҫапла вӗрентнӗ халӑха.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иудейӑри пур тӗреклӗлетнӗ хулана та вӑл ҫар тӑратса тухнӑ, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх тата хӑйӗн ашшӗ Аса илнӗ Ефрем хулисем тӑрӑх вара хурал ҫарӗ вырӑнаҫтарнӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ вӗсене пур енчен те канӑҫлӑх панӑ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗрӗмӗр халлӗхе пирӗн-ха, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шыраса тупрӑмӑр: эпир Ӑна шыраса тупрӑмӑр та, Вӑл пире пур енчен те тӑнӑҫлӑх пачӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Аса хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине юрӑхлӑ ырӑ ӗҫсем тунӑ: 3. вӑл ют турӑсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсемпе тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ, йӗрӗхӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, [халалласа] лартнӑ йывӑҫсене каса-каса пӑрахнӑ; 4. иудейсене вӑл ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шыраса тупма, [Унӑн] саккунӗпе Вӑл хушса хӑварнӑ йӗркесене пурӑнӑҫласа тӑма хушнӑ; 5. Иудейӑри пур хулара та тӳпем вырӑнсемпе ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Священниксемпе левитсем хыҫҫӑн, чӗрисем Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне туртӑннипе, хӑйсен ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳмешкӗн Иерусалима Израилӗн пур йӑхӗнчен те ҫынсем килсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнчи священниксемпе левитсем пур ҫӗртен те Ровоам патне пуҫтарӑннӑ, 14. левитсем ӗнтӗ, хӑйсен хула таврашӗнчи ҫӗрӗпе ҫурт-йӗрне пӑрахса, Иудейӑна, Иерусалима тухса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иеровоампа ун ывӑлӗсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫлесе тӑма паман, 15. хӑй патӗнче вӑл тӳпем вырӑнсенче чӳк туса тӑма апӑссем лартса тухнӑ, ҫав вырӑнсене вӑл качака такипе пӑру кӗлеткисем тутарса лартнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Урхамахсене Соломон валли Египетран тата пур ҫӗртен те кӳрсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Соломонӑн ут-урхамах валли тӑватӑ пин вите пӳлмекӗпе ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ; 26. Соломон Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чикки таран пур патшашӑн та хуҫа пулса тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унӑн чӗрине Турӑ хывнӑ ӑслӑлӑха итлесе пӑхасчӗ тесе, ҫӗр ҫинчи пур патша та Соломонпа курнӑҫма май шыранӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пуянлӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе Соломон патша ҫӗр ҫинчи пур патшаран та малта тӑнӑ.22. И превзошел царь Соломон всех царей земли богатством и мудростью.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кунсӑр пуҫне Соломона элчӗсемпе купсасем те, Арави ҫӗршывӗн пур патшипе ҫӗр пуҫлӑхӗсем те ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон унӑн пур ыйтӑвне те хуравланӑ, Соломон хуравлама пултарайманни нимӗн те тупӑнман.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те эсир Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ сире панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене пӑрахсассӑн, ҫапла пӑрӑнса урӑх турӑсене ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн, 20. Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ ҫак Ҫурта та Хам умӑмран сирӗп, ӑна пур халӑхшӑн та ҫын куллипе тӗнче мӑшкӑлӗ тӑвӑп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн аслӑ ятупа вӑйлӑ аллушӑн, Санӑн пысӑк хӑватушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, ҫапла килсе ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 33. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне; ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑратӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлтӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.