Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗ (тĕпĕ: ӳк) more information about the word form can be found here.
Кӑшт калмӑк сӑнлӑ, илемлӗ пит-куҫлӑ Семиглазов та чӗвенсе тӑнӑ учӗ айнелле ҫавнашкал анса ӳкрӗ, чалӑшшӑн каснӑ кӑкӑрне аллисемпе пӑчӑртаса, шӑппӑн йӗнер ҫинчен шуса анчӗ.

Так и калмыковатый красивый Семиглазов опустился под вздыбившегося коня, тихо сполз с седла, зажимая ладонями наискось разрубленную грудь.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарья кӗрт ҫине ӳкрӗ.

Дарья упала в сугроб.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро вӗткеленсе ӳкрӗ, хывнӑ ҫӑм чӑлхасене атӑ кунчи ӑшне тӗркелесе чиксе, тӳрленсе тӑчӗ те юр ҫинче сарӑрах шурӑ тӗслӗ курӑнакан ҫара урисемпе кӗрӗк пиншак ҫинчен юр ҫине анса тӑчӗ.

Петро засуетился, скомкал снятые с ног шерстяные чулки, сунул их в голенища, выпрямившись, ступил с полушубка на снег босыми, на снегу шафранно-желтыми догами.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Андрюшка утланнӑ шухӑ ут картах сиксе ӳкрӗ, аяккалла тӗпӗртеттерсе кайрӗ.

Под Андрюшкой горячий конь шарахнулся в сторону, понес щелкать.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лихачев сурчӑкӗ Суяровӑн савӑл пек шӗвӗрӗлсе тухакан пӗчӗк кӑвак сухалӗ ҫине пырса ӳкрӗ.

Плевок Лихачева попал Суярову на седенький клинышек бородки.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хулпуҫҫи тӗлӗнче пӗҫерсе кайнипе Кошевой сас кӑлармасӑр юр ҫине ӳкрӗ, куҫӗсене аллипе хупларӗ.

От ожога в плече Кошевой без крика упал вниз, ладонями закрыл глаза.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Емельян тилхепене тытнипех тӑсӑлса ӳкрӗ.

Емельян, не роняя из рук вожжей, упал.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан хӑйӑр тӗмески тавра ункӑ туса ҫаврӑнчӗ те пичӗпе юр ҫине тӗршӗнсе ӳкрӗ.

Околесив бурун, он лег лицом в снег.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Округран килнӗ ҫамрӑк йӗкӗт, сассине хӑр-харрӑн хӑпартса, Штокман ҫине сиксе ӳкрӗ:

Приехавший молодой паренек насыпался на Штокмана, резко повышая голос:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашана ун ҫинелле тытрӑм, вӑл ялт! кӑна аяккалла сиксе ӳкрӗ, анаталла анса кайрӗ те яра пачӗ Дон урлӑ леш енне!

Выправился я к нему, он — виль, да под гору, да через Дон!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ хыпса та ӗлкӗртӗн пулать, ватӑ кӗрт! — сиксе ӳкрӗ ун ҫине Ильинична; анчах старик илтмӗше печӗ тутӑ кушак аҫи пек куҫне хӗскелесе, эхлеткелесе, кӑмӑшка пӗҫертнӗ тутине ҫаннипе шӑлкаласа, маттур каччӑ пек шуххӑн пӳртелле уксахласа кӗрсе кайрӗ.

— А ты уж хлебнул, кобель старый! — насыпалась на него Ильинична; но старик вроде не слыхал, по-молодому захромал в курень, сыто, по-котовски жмурясь, покрякивая и вытирая рукавом обожженные дымкой губы.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич хыпӑнса ӳкрӗ, аллисем ытлашши пулчӗҫ, вӗсене ниҫта чикме пӗлмерӗ.

Пантелей Прокофьевич засуетился, руки сделались лишними, некуда стало их девать.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеец тухса кайсан, старик Наталья ҫине шӑртланса сиксе ӳкрӗ:

Красноармеец вышел, и старик — гневно к Наталье:

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑвар ытларах пулсан анчах? — хӑраса ӳкрӗ карчӑк.

Может, пересоленные? — испугалась старуха.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пушӑ гильза алӑк янаххи ҫине чӑйклатса ӳкрӗ.

На порог, звеня, упала порожняя гильза.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ан илӗртсе лар вӗсене! — хӑраса ӳкрӗ Ильинична.

Ты уж не мани их! — испугалась Ильинична.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чирлесе ӳкрӗ Степа.

Захворал Степа.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— А мӗн? — хыпӑнса ӳкрӗ Пантелей Прокофьевич, пурттине ҫуна кашти ҫине лартса.

— А что? — встревожился Пантелей Прокофьевич, воткнув в ручницу саней топор.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗррехинче ҫапла пуля хӗҫӗн пӑхӑр аврине витӗрех шӑтарса кайрӗ, йӗнӗ ярапи лаша ури айне ҫыртса татнӑ пек тухса ӳкрӗ.

Однажды пуля насквозь пробила медную головку шашки, темляк упал к ногам коня, будто перекушенный.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эпӗ ӳпкелесе мар, — сехӗрленсе ӳкрӗ Степан.

— Я не в укор, — испугался Степан.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed