Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ак кунта… вуннӑ, ҫирӗм, акӑ — икҫӗр тенкӗ… тата акӑ — ҫирӗм.— Вот тут… десять, двадцать, вот двести рублей… да вот двадцать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ манпа пӗрле ӗҫлерӗн, апла пулсан, манӑн кӑштах пурлӑх пуррине пӗлетӗн; анчах эпӗ виличчен ун ҫине шанса ан пурӑн, пуҫ ҫине чул ӳкмесен, эп тепӗр ҫирӗм ҫул пурӑнатӑп та пулӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ултӑ ҫул вӑл Швейцарипе Австри тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ, ҫирӗм ҫул хушши ӗнтӗ хӑй шӑпине ырласа Российӑра пурӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫамрӑк помещиксенчен пӗри Мускава кайса пӗр дюжина кӗпешӗн виҫҫӗр тенкӗ, пӗр атӑшӑн ҫирӗм пилӗк тенкӗ, туй кунӗ валли туяннӑ жилетшӑн хӗрӗх тӗнкӗ тӳленӗ тенине илтсен, Обломов сӑхсӑхса илнӗ те, хӑвӑрттӑн ҫапла каласа хунӑ: «Ҫав маттура тӗрмене хупса лартмалла», тенӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нӑра мӗнле вӗҫни, мӗнле сӗрлени ҫирӗм чалӑшран илтӗнет, таҫта курӑк ӑшӗнче темӗн хӑрлаттарать, такам унта тутлӑ ҫывӑрать тейӗн.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсен ҫӗршывӗ урлӑ иртсе ҫӳрекенсем ҫук, ҫавӑнпа та ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнине пӗлтерекен хыпарсене те вӗсем илтмеҫҫӗ: йывӑҫ савӑт-сапа турттаракансем вӗсенчен ҫирӗм ҫухрӑмра кӑна пурӑнаҫҫӗ, анчах кусем те вӗсенчен ытлашши пӗлмеҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫывӑхри ялсем тата уезд хули унтан ҫирӗм пилӗк-вӑтӑр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.Ближайшие деревни и уездный город были верстах в двадцати пяти и тридцати.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата Марина Кулькова ятлӑ тӑлӑх арӑм, ҫирӗм сакӑр ҫула ҫитнӗскер, пӗр харӑсах тӑватӑ ача ҫуратса паман пулсан, нихҫан та, нимӗн те пичетлемен пулӗччӗҫ, ҫак ҫӗршыв ҫинчен илтмен те пулӗччӗҫ; анчах кун пирки мӗнле пулсан та шарламасӑр тӑма май килмен.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗтӗм ҫӗршыв вунпилӗк е ҫирӗм ҫухрӑма йӗри-таврах савӑнӑҫлӑ, кулса тӑракан илемлӗхпе сарӑлса выртать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫӗлен! — терӗ Захар, пӗҫҫине шарт ҫапса, вара питӗ хытӑ йӗрсе ячӗ: пӳлӗме пӗр ҫирӗм нӑрӑ вӗҫсе кӗрсе нӑрлатнӑн туйӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗп хуларан аякра, тӑван ҫӗршывӑн йӑваш та ӑшӑ йӑлисемпе ҫемҫе йӗркисене пӑхӑнса ӳснӗскер, тӑванӗсемпе тусӗсен, пӗлӗшӗсен ытамӗнче ҫирӗм ҫул пурӑннӑскер, вӑл ҫемье пурнӑҫне ҫав тери хӑнӑхса ҫитнӗ, служба та ӑна ҫемьери пурнӑҫ пекех, сӑмахран, ашшӗ тупӑшсемпе тӑкаксене тетрадь ҫине ӳркевлӗн ҫырса пынӑ пекех пулассӑн туйӑннӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ кунта мӗн кирлине ҫыр, — малалла каларӗ Тарантьев, — анчах губернатора: «манӑн ҫирӗм ача, пӗчӗкрен пӗчӗкскерсем», тесе ҫырма ан ман…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Бархат жилечӗ, ҫӳхе, голландски кӗпеччӗ: ҫирӗм пилӗк тенкӗ тӑратчӗ.жилет-то бархатный, а рубашка тонкая, голландская: двадцать пять рублев стоит.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑрах хӑй ҫирӗм пилӗк ҫул каялла темле канцелярине ҫыруҫа кӗнӗ те ҫӳҫӗ кӑвакаричченех ҫав ӗҫрех ларса ирттернӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳлӗме ҫирӗм пилӗк ҫулалла ҫитнӗ ҫамрӑк ҫын кӗчӗ; вӑл ҫирӗп сывлӑхлӑ, унӑн питҫӑмартисем те, тути те, куҫӗсем те кулаҫҫӗ.Вошел молодой человек лет двадцати пяти, блещущий здоровьем, с смеющимися щеками, губами и глазами.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсир мана ҫав темле ҫирӗм пилӗк тенкӗпе ӗҫ вырӑнне выляттарса яртарасшӑн шутламастӑр пулӗ те ҫак?
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Эпӗ саншӑн ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫул кукамай ӗнтӗ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫирӗм пиллӗклӗх билетнех патӑм, илмест…
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Хӑвӑн мӗнпур ҫӗтӗк-ҫурӑкупа ҫирӗм тӑват сехет хушшинче тухса вӗҫтернӗ пултӑр хаттӑран, тет.«Выбирайся, говорит, из хаты в двадцать четыре часа со всеми своими потрохами.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Анчах, ҫирӗм утӑм та чӑнтан тӑваймарӑм, пач тикӗс вырӑнтах, сасартӑк такӑнтӑм та, ӳпне тӑрӑнса та ӳкрӗм.Но, пройдя около двадцати шагов, я вдруг споткнулся на совсем ровном месте и упал ничком.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.