Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗнесем хиртен килеҫҫӗ-и, вӗсене шӑварассишӗн старик пуринчен хытӑрах пӑшӑрханать; йытӑ чӑхха хӑваланине чӳречерен курать-и, ҫийӗнчех йӗркесӗрлӗхе пӗтерме хушать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йытта ҫынсем сенӗксемпе тата пуртӑсемпе хӑвалама тытӑнсан, вӑл, ҫынсенчен тарса, таҫта, ту хыҫне пытаннӑ, ҫакӑншӑн вара ӑна урнӑ йытӑ тесе шутланӑ; ҫав типӗ ҫырмана выльӑх-чӗрлӗх виллисене пӑрахнӑ; ҫырмара вӑрӑ-хурахсем те, кашкӑрсем те, ҫав таврара е ҫут тӗнчере пачах пулман тата ытти ҫавнашкал чӗрчунсем те пур тесе шутланӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче ҫав типӗ ҫырмара йытӑ курнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар, чӗннине илтсен, вырӑн ҫинчен яланхи пек тӳплеттерсе сикмерӗ, вӑраххӑн анчӗ те, пур япалана та аллисемпе, аяккисемпе сӗртӗнкелесе, хӑйне ятлама чӗннине хуҫа сассинченех сисекен йытӑ пек, хуллен, каяс килмесӗр, кайрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кушак хӑй чартакне, лаша хӑй витине, йытӑ хӑй ҫуралса ӳснӗ йӑвине юратнӑ пекех, Захар та Обломовкӑна юратнӑ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар, ҫакна хӑйшӗн пурпӗрех пулмалли чӑн-чӑн тивӗҫ вырӑнне шутласа, хӑй улпучӗшӗн вилнӗ пулӗччӗ, вӗшле йытӑ вӑрманта тискер кайӑка тӗл пулсан, мӗншӗн-ха хуҫин мар, шӑпах унӑн ҫав кайӑкпа тытӑҫмалла пулни ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑр, вилӗм ҫине пырса кӗрсе вилнӗ пек, Захар та улпутшӑн ӳксе вилнӗ пулӗччӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн палла-тӑранӗсем хушшинче пысӑк хуралҫӑ-йытӑ вырӑнӗнче пулнӑ; ҫав йытӑ пурне те вӗрет, никама та вырӑнтан хускалма памасть, анчах ҫав вӑхӑтрах кам та пулин кирек ӑҫтан, кирек ӑҫталла ывӑтнӑ аш татӑкне, епле пулсан та, ҫӗре ӳкиччен ярса хыпать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич кабинетӗнчен, пӗчӗк коридорпа ҫеҫ уйрӑлса тӑракан пӳлӗмрен, малтан сӑнчӑрти йытӑ хӑрлатнӑ евӗр сасӑ, унтан таҫтан тӳплеттерсе сикни илтӗнчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сиплеме пултарнӑ, шӑл ыратнине чарнӑ, тимӗр тӑприпе пуҫ ҫавӑрнӑ, кама та пулин урнӑ йытӑ ҫыртсан е ҫӗлен сӑхсан вӗрнӗ-сурнӑ, пытарнӑ мул тӗлне кӑтартнӑ… пӗтӗмпех каласа та пӗтереймӗн.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Чылайччен чупрӑм ҫакнашкал, хашкама та пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк йытӑ сасси пачах йӑнса ларчӗ.Я бежал так довольно долго и уже стал задыхаться, как вдруг лай собаки прекратился.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ Ирин шляхӗ еннелле таплаттартӑм, тепӗр икӗ минутранах йытӑ каллех ӑҫта-тӑр хамран инҫех мар хӑваланине илтрӗм.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Йытӑ вӗрнӗ тӑрӑх шутласан, вӑл хамран сулахӑйра хӑваланӑ пек туйӑнчӗ мана; эпӗ вара, мулкач ҫулне пӳлес тесе, уҫланкӑ урлӑ васкаса чупма пуҫӑнтӑм.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сасартӑк аякра, чи чӑтлӑхра, Пӑчӑр вӗрни илтӗнсе кайрӗ — ҫакнашкал вӗрме тискер кайӑка хӑвалакан йытӑ ҫеҫ пултарать: ҫинҫен, тӑсмаккӑн янӑраттарса та турткалашуллӑн, нӑйӑлтатса нӑйкӑшнӑ евӗр.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Йытӑ хуса кӑларсанах вара эпӗ сире кӑшкӑрса пӗлтерӗп.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Йытӑ суранӗ пекех типсе ларать.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Хуп ҫӑварна, хӑравҫӑ йытӑ! — кӑшкӑрса ячӗ Серый.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Нимле йытӑ та ҫук пирӗн.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Йытӑ ӑҫта? — шиклӗн ыйтрӗ Женя.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Чӑн-чӑн йытӑ пекех вӗрсе ячӗ вӑл.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Ӑна пула чутах йытӑ ҫыртмарӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив