Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ҫынна хӑйӗн пур ҫулӗ те тӳрӗ пек курӑнать; анчах Ҫӳлхуҫа чӗрене тӗрӗслет.2. Всякий путь человека прям в глазах его; но Господь взвешивает сердца.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ылтӑн пур, ӗнчӗ те нумай, анчах ӑслӑ чӗлхе-ҫӑвар пуринчен те хаклӑрах.15. Есть золото и много жемчуга, но драгоценная утварь - уста разумные.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша сут тума ларать те — куҫӗпе пур усала та хӑваласа салатать.8. Царь, сидящий на престоле суда, разгоняет очами своими все злое.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӳрленес шанӑҫӗ пур чухне ывӑлна ҫапкӑ парсах тӑр, анчах асту, вӗлерсе ан пӑрах ӑна.18. Наказывай сына своего, доколе есть надежда, и не возмущайся криком его.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чухӑна пур тӑванӗ те кураймасть, унран тусӗсем те пӑрӑнса каяҫҫӗ: калаҫасчӗ тесе вӗсем хыҫҫӑн чупать вӑл — калаҫакан та ҫук.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Парне вӑл — хаклӑ чул пекех, унӑн хуҫи пур ӗҫе те ӑнӑҫтарса пырать.8. Подарок - драгоценный камень в глазах владеющего им: куда ни обратится он, успеет.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫынна тӳрӗ пек туйӑнакан ҫулсем пур, анчах та вӗсенӗн вӗҫӗ — вилӗм ҫулӗ.25. Есть пути, которые кажутся человеку прямыми, но конец их путь к смерти.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫынна хӑйӗн пур ҫулӗ те тасан курӑнать, анчах Ҫӳлхуҫа чуна тӗрӗслет.2. Все пути человека чисты в его глазах, но Господь взвешивает души.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Телейсӗр ҫыннӑн пур кунӗ те хурлӑхлӑ; савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн — пӗр вӗҫсӗр уяв.15. Все дни несчастного печальны; а у кого сердце весело, у того всегда пир.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗр тӗпӗ те, Аваддон та уҫӑ — апла этем ывӑлӗсен чӗри пирки мӗн каламалли пур?11. Преисподняя и Аваддон открыты пред Господом, тем более сердца сынов человеческих.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кирек епле ӗҫӗн те тупӑшӗ пур, пушӑ сӑмах ҫапни вара сиен ҫеҫ кӳрет.23. От всякого труда есть прибыль, а от пустословия только ущерб.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫынна тӳрӗ пек туйӑнакан ҫулсем пур; анчах та вӗсенӗн вӗҫӗ — вилӗм ҫулӗ.12. Есть пути, которые кажутся человеку прямыми; но конец их - путь к смерти.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Курайманлӑх вӑрҫтарса ярать, юрату вара пур ҫылӑха та каҫарать.12. Ненависть возбуждает раздоры, но любовь покрывает все грехи.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Е пыл хурчӗ патне кай, кур-ха: епле ӗҫчен вӑл, мӗнлерех ырӑ ӗҫ тӑвать вӑл; сывлӑхлӑ тӑмашкӑн унӑн пылне хура халӑх та, патшасем те ҫиеҫҫӗ; ӑна пурте юратаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ; унӑн вӑйӗ ҫук та, ӑсӗ пур.]
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Этемӗн ҫулӗ-йӗрӗ — Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче, Вӑл унӑн пур ҫулне те пӗлет.21. Ибо пред очами Господа пути человека, и Он измеряет все стези его.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра, мӗншӗн тесессӗн вӑл — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ.23. Больше всего хранимого храни сердце твое, потому что из него источники жизни.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Памалли пур чухне тусна: «халӗ каях, тепре кил, ыран парӑп» тесе ан кала.28. Не говори другу твоему: «пойди и приди опять, и завтра я дам», когда ты имеешь при себе.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Аллунта ҫынна пулӑшмалӑх хевте пур чухне ҫитменнипе тертленекене ырӑлӑх тумасӑр ан тӑр.27. Не отказывай в благодеянии нуждающемуся, когда рука твоя в силе сделать его.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑслӑлӑхӑн сылтӑм аллинче — вӑрӑм кунҫул, сулахай аллинче — пуянлӑхпа чап; [унӑн ҫӑварӗнчен тӳрӗлӗх тухать; саккунпа ырӑлӑх — унӑн чӗлхи вӗҫӗнче;] 17. унӑн ҫулӗсем — пархатарлӑ ҫулсем, унӑн пур сукмакӗ те — тӑнӑҫлӑх сукмакӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.