Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑна the word is in our database.
кӑна (тĕпĕ: кӑна) more information about the word form can be found here.
Кӑна вӑл чӑн-чӑн вырӑс чӗлхипе каларӗ.

Это он сказал на чистом русском языке.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Лури, — терӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна, — кил-ха кунта.

— Лури, — сказал я совершенно спокойно, — иди сюда.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра Лури, кабинӑран пӑхса, мана хӑй патне чӗнсе илчӗ, эпӗ ӑна аякран кӑна, хама ҫак япала ӑнсӑртран илсе кайса пӑрахнӑ аякри тӗнчерен тенӗ пек, темскер каларӑм пулас.

В эту минуту Лури выглянул из кабины и окликнул меня, и я что-то ответил ему очень издалека, из того далёкого мира, в который меня внезапно перенесла эта вещь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвӑр пӗр шухӑшпа кӑна пурӑнса курнӑ пулсан, ҫут тӗнчере урӑх шухӑш, урӑх ӗмӗт пур тени те сире тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ пулӗччӗ.

Бывает, вы полны одной мыслью, так что даже странным кажется, что есть на свете какие-нибудь другие желания и мысли.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кирек те мӗнле пулсан та, кӑна вӑл вӑйлӑ каланӑ, эпӗ вара пӗтӗм кӑмӑлӑмпа комсомолецӑн аллине чӑмӑртарӑм.

Во всяком случае, это было здорово, и я от всей души пожал комсомольцу руку.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла ӗнтӗ, чӗре пӑлана пуҫӗ, хӑлхи, куҫӗ-мӗнӗпе ҫисе янӑччӗ кӑна, ненецсем пирӗн пата хӑйсен йывӑҫран туна япалисене сӗтӗрсе те килчӗҫ.

И вот только что был съеден сырой олень с головой, ушами и глазами, как ненцы потащили к нам все свои деревянные вещи.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кӑна тума ҫӑмӑлах мар-мӗн, мӗншӗн тесен эпӗ халь ҫеҫ-ха ӑна чӗртсе ярасси питӗ ансат тесе каларӑм.

Это было не очень легко, потому что я ведь только что сказал, что разжечь его ничего не стоит.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна эпӗ лайӑх пӗлетӗп.

Я это хорошо понимаю.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗнле кӑна сӑмси вӗҫӗсене ҫӗҫӗпе касса илмеҫҫӗ-тӗр вӗсем!

Как только они не отхватывали ножом кончик носа!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗнле майпа чума ҫакӑн чухлӗ халӑх шӑнӑҫма пултарать-ха, кӑна вара ниепле те ӑнланма ҫук!

Совершенно непонятно, каким образом в чуме могло поместиться так много народу!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ненецсем пулӑшас мар-тӑк, ҫак ӗҫе эпир хамӑра кӑна нихҫан та вӗҫне ҫитереймен пулӑттӑмӑр.

И мы никогда не справились бы с этим делом, если бы нам не помогли ненцы.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана ӑшӑ — кӑна ӗненес те килмест!

Мне тепло — этому почти невозможно поверить!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Магазинра, ман ҫине пӑхмасӑр, лӑпкӑн кӑна Катя уткаласа ҫӳрет.

В магазине, не глядя на меня, ровными, спокойными шагами ходила и ходила Катя.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑлхара ҫил-тӑман шӑхӑрать, самантлӑха кӑна, ҫанталӑк лӑпланнӑ пек чухне, ҫак шӑплӑх чуна асаплантаракан, нимӗне пӗлтермен, кичемлӗх пустаракан сасӑран та янравлӑрах пек туйӑнать.

Снег свистит в ушах, и, когда минутами наступает тишина, кажется, что вибрирующая тишина ещё громче этого мрачного, мучительного, пустого свиста.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн манӑн ӑна та ачашшӑн кӑна силлеме тӳрӗ килет.

Теперь уже мне приходится время от времени встряхивать его — вежливо, но упрямо.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ӑна пирӗн чакаласа лартма та май килетчӗ пулӗ, — анчах та юра кӗреҫепе хускататӑн кӑна, ҫил ӑна вӗҫтерсе те каять.

Пожалуй, нам удалось бы закопать его, но стоило только поддеть снег лопатой, как его уносило ветром.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна вара манӑн пӗрре те ӗненес килмест.

В это мне совсем не хотелось верить.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашкине пӗр хӑйне кӑна ӗненместӗп, ара епле-ха вӑл Катьӑпа пӗрле пулма пултартӑр.

Невероятен был только сам Ромашка, потому что я не мог вообразить его рядом с Катей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маншӑн вӑл ҫавӑн пек туйӑнать кӑна, — тепӗр чух мана мӗн-мӗн туйӑннине шуйттан пӗлсе пӗтерес ҫук.

Мне это просто кажется, но ведь мне иногда чёрт знает что кажется.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, ҫук, каласа пӗтерех ӗнтӗ, — терӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна.

— Да нет, ты уж договаривай, — сказал я совершенно спокойно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed