Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫӳлхуҫа — сире Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ — ҫапла калать: Эпӗ Вавилона сирӗншӗнех вӑй ятӑм, пур сӑлӑпа та, карапӗсемпе мӑнаҫланакан халдейсене те ҫапса аркатрӑм.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Вӑл вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн хаярлӑхне, вӑрҫӑ тискерлӗхне тӑкрӗ: ҫакӑ вӗсене пур енчен те ҫавӑрса илчӗ, вӗсем ҫавна асӑрхамарӗҫ; вӗсем ҫунчӗҫ, анчах ҫакна чӗрипе ӑнласа илеймерӗҫ.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Езекия каланӑ: ман ҫуртӑмра мӗн пур — пӗтӗмпех курчӗҫ; вӗсене пурлӑх управӑшӗсенче мӗн пуррине пӗтӗмпех кӑтартрӑм, кӑтартманни нимӗн те хӑвармарӑм, тенӗ.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп. 16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн. 17. Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн. 18. Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар. 19. Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ. 20. Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Рабсак вӗсене ҫапла каланӑ: Езекияна пӗлтерӗр: аслӑ патша, Ассири патши, ҫапла калать, тейӗр: мӗн шанӑҫӗ пур санӑн, эсӗ кама шанатӑн?
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫилли пур халӑх ҫинче, Унӑн хаярлӑхӗ вӗсен мӗнпур эшкерӗ ҫинче тӑрать.2. Ибо гнев Господа на все народы, и ярость Его на все воинство их.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫитмӗл ҫул иртсессӗн вара Ҫӳлхуҫа Тира пырса пӑхӗ; ӗнтӗ хула каллех тупӑш илме пуҫлӗ, тӗнчери пур патшалӑхпа та аскӑнланма тытӑнӗ.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пӗтӗм ҫӗр пирки ҫапла палӑртса хунӑ, акӑ пур халӑхсем ҫине тӑсса хунӑ алӑ: 27. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла палӑртса хунӑ — ӑна кам пӑрахӑҫлама пултарӗ? аллине тӑсса тӑрать Вӑл — ӑна кам сирсе ярӗ?
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа мана тата каларӗ, акӑ мӗн терӗ: 6. ҫак халӑх лӑпкӑ юхакан Силоам шывне хисепе хуманшӑн, Рецина тата Ремалия ывӑлне хапӑл тунӑшӑн 7. Ҫӳлхуҫа ун ҫине кӗрлевлӗ кӑра шыв — мухтавлӑ Ассири патшине — кӗртсе ярӗ; шывӗ пур юппине те капланса тулӗ, пӗтӗм ҫыранӗнчен тухса ейӳленӗ; 8. Иудея тӑрӑх сарӑлӗ, ӑна путарӗ, хӑпарса кайса мӑй таран тулӗ; ейӳленсе, Санӑн ҫӗрӳ хӗрринех ҫитӗ вӑл, Еммануил!
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара этем хӑйӗн тӑванне ярса тытӗ те: «аҫун килӗнче санӑн тум пур — апла пирӗн ҫулпуҫ пулсамччӗ, ҫак ишӗлчӗксем санӑн аллунта пулччӑр» тейӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Иаков килне, сирсе ятӑн, мӗншӗн тесен вӗсем тухӑҫран теме те вӗренчӗҫ: филистимсенни пек вӗсен асамҫӑсем те пур, ют халӑхсен ывӑлӗсемпе те явӑҫаҫҫӗ вӗсем.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аллӑма сан ҫине тӑсӑп та, сӗлтӗпе ҫунӑ пек, сана мӗнпур хутӑшран тасатӑп, сана пур тӑхланран та уйӑрӑп; 26. вара каллех сана унчченхи пекех тӳресем, пуҫламӑшӗнчи пекех канашҫӑсем тупса парса тӑрӑп; ӗнтӗ сан ҫинчен: «тӳрӗлӗх хули, шанчӑклӑ тӗп хула» тейӗҫ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сирӗн ҫӗре сӑтӑр-мӑшкӑл кӑтартнӑ; хулӑрсене ҫунтарса янӑ; сирӗн хирсем паракан ҫимӗҫе ютран килнисем хӑвӑр умӑртах ҫисе яраҫҫӗ; ютран килнисем ҫаратса тухнӑ евӗр, пур тӗлте те — пуш-пушӑ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ чунӑм пӗтес патнех ҫитнӗччӗ, 9. кунҫулӑм ҫӗр тӗпӗнчи тамӑк патнех ҫывӑхарнӑччӗ: 10. мана пур енчен те хупӑрласа илнӗччӗ, пулӑшаканӗ пулмарӗ; ҫынсем хушшинче куҫӑмпа хута кӗрекене шырарӑм — тупӑнмарӗ.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Халӗ те Турра тем тӗрлӗ мухтавлӑр: Вӑл пур ҫӗрте те хӑватлӑ ӗҫсем тӑвать, пире хамӑр ҫуралнӑранпах кунҫул кӑтартать, Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе пире ырӑ сунса пӑхса усрать: 25. Вӑл пире чун хавасне патӑр, пирӗн вӑхӑтра Израильре авалхи пек тӑнӑҫлӑх пултӑр; 26. пирӗншӗн яланах ырӑ кӑмӑллӑ пултӑр, пире халӗ те сыхласа хӑвартӑр!
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Парне вырӑнӗн вут-ҫулӑмӗ умӗнче тӑрса парнелӗхе кӳнӗ пайсене священниксен аллинчен илнӗ чухне 14. ун тавра пуҫкӑшӑль пек ҫавӑрса илнӗ тӑванӗсем тӑнӑ, вӗсем Ливан ҫинчи кедр хунавӗсем евӗрлӗ пулнӑ, ӑна финик йывӑҫӗн турачӗсем пек хупӑрланӑ; 15. ҫавӑнтах Ааронӑн пур ывӑлӗ те мӗнпур чапӗ халлӗн тӑнӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче вӗсем аллисенче Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне тытса тӑнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Соломон тӑнӑҫлӑ вӑхӑтра патшара ларнӑ, ӑна Турӑ, Хӑй ятне Ҫурт ларттӑр тесе, ӗмӗрлӗхе сӑваплӑ вырӑн хатӗрлетӗр тесе, пур енчен те канлӗх панӑ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей унӑн аллине тултарнӑ, ӑна таса ҫу сӗрнӗ: 19. ҫапла Аарона, унӑн ывӑлӗсене Турӑ умӗнче тӑма, пӗрле кӗлтума, Унӑн халӑхне Унӑн ячӗпе пиллеме ӗмӗрлӗхе пиллӗх панӑ; 20. Ҫӳлхуҫа, ӑна хӑйӗн халӑхне каҫарттарса, Хӑйне парне кӳрсе, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе тӑмашкӑн ӑна пӗтӗм пурӑнакан ҫын хушшинчен суйласа илнӗ; 21. Иакова Хӑй пӗлтернине вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑйӗн саккунне ӑнлантармашкӑн Турӑ ӑна Хӑй ӳкӗчӗсене панӑ, пур тавлӑ ӗҫе татса пама ирӗк панӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ун йӑхӗнчен пиллӗхлӗ ҫын кӑларнӑ, ҫав ҫын пур чӗрӗ чун кӑмӑлне тупнӑ.27. И произвел от него мужа милости, который приобрел любовь в глазах всякой плоти.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ной пур тӗлӗшпе те ырӑ, таса ҫын пулнӑ; ҫилӗ ҫитсессӗн, вӑл ҫырлахтараканӗ пулнӑ; 17. ҫавӑнпа вӑл талай вӑхӑтӗнче ӑрулӑха чӗрӗ юлнӑ; 18. ӳлӗмрен пӗр чӗрӗ чун та талайпа пӗтмӗ тесе, унпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.