Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ырӑпа усала та эпӗ чӗреренех туйса тӑнӑ; мана никам та ачашламан, пурте кӳрентеретчӗҫ, эпӗ вара усала ас туса тӑракан пултӑм; эпӗ тӗксӗмччӗ, ытти ачасем хавасланатчӗҫ те ҫатӑлтататчӗҫ; эпӗ хама вӗсенчен ҫӳлерех тӑратӑп тесе шутлаттӑм, — мана кайран тӑрататчӗҫ, эпӗ хапсӑнакан пулса кайрӑм.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Туйса тӑни улталакан марччӗ мана.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Малтанах туйса тӑратӑп, акӑ, эсир Грушницкие тапӑнма шут тытнине, — терӗ доктор.— Я предчувствую, — сказал доктор, — что бедный Грушницкий будет вашей жертвой…
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тинех вара эпӗ хайхи ылханлӑ суккӑр мӗнле япаласем йӑтса пынине туйса илтӗм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Урса кайнипе ман халӑм та хутшӑнчӗ, анчах вӑл меллӗрех кӗрешме пултарнине часах туйса илтем.Бешенство придавало мне силы, но я скоро заметил, что уступаю моему противнику в ловкости…
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл тӳртӗн ҫеҫ пӑхнӑ хушӑра эпӗ сыхланса тӑмаллине туйса илтӗм, вӑл ӑнкармалла мар кулкаланӑ хушӑра хӑй ӑшӗнче темӗн пытарса тӑнине туйрӑм, анчах мана унӑн тӳрӗ сӑмси ӑнран ячӗ, сӑн-питне пӑхсан малтанах мӗнле ҫын иккенне пӗлес хӑватӑм пур тесеччӗ-ҫке эпӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӗрине хаваслӑ вӑй тулнине туйса, Алексей хӑй выртакан сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, «сталинградкӑна» ҫутса ячӗ, тетрадьрен пӗр листа ҫурса илчӗ, унтан карандаша атӑ тӗпне сӑтӑркаласа шӗвӗртрӗ те ҫырма тытӑнчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫынсем машина патне мӗнпур вӑйран, сывлайми пулса, ырӑ мар ӗҫ пулнине туйса чупрӗҫ.Люди бежали к машине что есть мочи, задыхаясь, предчувствуя недоброе.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак хӑрушла хӑвӑртлӑха пула ӑс-тӑн пӑтранма пуҫланине туйса, Мересьев, тӗпсӗр шӑтӑкалла чӑмса аннӑ май, хӑйӗн юнпа тулнӑ куҫӗсемпе ҫывӑхрах, хӑй машинин винтти патӗнчех «фока» взрывран пулнӑ тӗтӗм ӑшне путнине курса юлчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл совет самолёчӗн номерне асӑрхаймарӗ, анчах та пӗтӗм чӗрипех ку Петров пулнине туйса, ӑнланса илчӗ.Он не заметил номера советского самолета, но понял, почувствовал, что Петров.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑнах, штабс-капитан та манса кайрӗ, ҫутҫанталӑкӑн илемӗпе унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑлӑхне ахаль ҫынсен чӗри тӗлӗнсе кайсах каласа паракансемпе ҫыракансенчен ҫӗр хут вӑйлӑрах та чӗрӗрех туйса илет.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӗрине ачалла хастарлӑх тулнине туйса, Алексей хӑйӗн туйипе ҫумкурӑкӗсене ҫапа-ҫапа ӳкерме тытӑнчӗ, вӗсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе хуҫӑлса ӳкнӗшӗн савӑнчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чеслов капитанӑн эскадрильи тепӗр хут ҫӗре ларнӑ хыҫҫӑн, машинӑсем вӑрманалла кӗрсе бензин илме тытӑнсан, Мересьев кабинӑра ҫемҫен кулса, кӑштах ывӑннине туйса, пӗлӗтелле тӳсӗмсӗр пӑхкаласа, баксене бензин тултаракансене васкаткаласа ларчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл самолёт ҫунаттисене, хӳре рулӗсене пӗтӗм шӑмшакӗпе туйса тӑчӗ, протезсем те чӑн-чӑн урасем пулса тӑнӑ пекех туйӑнчӗ, вӗсем ҫакӑн пек хӑвӑрттӑн малалла ыткӑнса пынӑ чух машинӑпа пӗтӗҫсе ларма кансӗрлемерӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӳрнесем гашеткӑсен сивӗ алюминине туйса пыраҫҫӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑй ҫывӑрса кайма пултарас ҫуккине туйса, вӑл сивӗ пулнипе ҫӳҫенкелесе тӑчӗ те, ӑшӑнмалла темиҫе хутчен гимнастикӑллӑ упражненисем туса илсе, тунката ҫине ларчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл темле хӑрушӑ ӗҫ пулнине туйса сасартӑк вӑранчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл халь нумайччен тӑвайманнине турӗ: хӑйӗн машинипе пӗрлешрӗ, ӑна хӑйӗн кӗлеткине туйнӑ пекех туйса ҫитрӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫав самантрах хӑй пӗчӗк чух, Атӑл пӑрӗ ҫинче конькипе ярӑннӑ чух, мӗн туйнине туйса илчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лётчик, алӑк хыҫӗнчен илтӗнекен сасӑсене итлесе, хӑйӗн мӗнпур шӑнӑрӗсем хытса ларнине, хӑвӑрт вӗҫекен машинӑпа чӑнкӑ пиккене кӗнӗ чухнехи пек, чӗри хӑвӑрт-хӑвӑрт тапнине туйса ларчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950