Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унта the word is in our database.
унта (тĕпĕ: унт) more information about the word form can be found here.
10. Вӗсем пурте пӗрле хӑйсен танатине кӗрсе ӳкчӗр, эпӗ унта ҫакланам мар.

10. Падут нечестивые в сети свои, а я перейду.

Пс 140 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Шурӑмпуҫ ҫуначӗ ҫинче тинӗс хӗррине ҫитӗп-и — 10. Санӑн аллу мана унта та шыраса тупӗ, мана сылтӑм аллу тытса тӑрӗ.

9. Возьму ли крылья зари и переселюсь на край моря, - 10. и там рука Твоя поведет меня, и удержит меня десница Твоя.

Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вӑл — пуҫа сӗрнӗ ытарайми ҫу пек, сухал ҫине, Аарон сухалӗ ҫине, унӑн ҫухи ҫине юхса анакан ҫу пек; 3. вӑл — Ермон тӑвӗ енчен килсе, Сион тӑвӗ ҫине ӳкекен сывлӑм пек: Ҫӳлхуҫа унта пиллӗх, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ панӑ.

2. Это - как драгоценный елей на голове, стекающий на бороду, бороду Ааронову, стекающий на края одежды его; 3. как роса Ермонская, сходящая на горы Сионские, ибо там заповедал Господь благословение и жизнь на веки.

Пс 132 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. «Ку — Манӑн ӗмӗрлӗхе канӑҫлӑх вырӑнӗ: ҫакӑнта вырӑнаҫӑп: Эпӗ ӑна кӑмӑлларӑм. 15. Унӑн ҫимӗҫне пиллемеллипех пиллӗп, унӑн кӗлмӗҫӗсене тӑраниччен ҫӑкӑр ҫитерӗп; 16. унӑн священникӗсене ҫӑлӑнӑҫ тӑхӑнтартӑп, унӑн сӑваплӑ ҫыннисем савӑнмаллипех савӑнӗҫ. 17. Унта Давид валли мӑйрака ӳстерӗп, ҫу сӗрнӗ ҫыннӑм валли ҫутӑ ҫутса лартӑп. 18. Унӑн тӑшманӗсене намӑс тӑхӑнтартӑп, ун ҫинче вара пуҫкӑшӑль ҫуталса тӑрӗ».

14. «Это покой Мой на веки: здесь вселюсь, ибо Я возжелал его. 15. Пищу его благословляя благословлю, нищих его насыщу хлебом; 16. священников его облеку во спасение, и святые его радостью возрадуются. 17. Там возращу рог Давиду, поставлю светильник помазаннику Моему. 18. Врагов его облеку стыдом, а на нем будет сиять венец его».

Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Унта — сут пуканӗсем, Давид килӗн аслӑ пуканӗсем лараҫҫӗ.

5. Там стоят престолы суда, престолы дома Давидова.

Пс 121 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Акӑ ӗнтӗ пирӗн урасем санӑн хапху умӗнче тӑраҫҫӗ, Иерусалим; 3. Иерусалим — ҫурчӗсене пӗр вӗҫӗмрен лартса тухнӑ хула, 4. унта, Израиль саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлхуҫа ятне аслӑламашкӑн ӑрусем, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн ӑрӑвӗсем, ҫӳреҫҫӗ.

2. Вот, стоят ноги наши во вратах твоих, Иерусалим, - 3. Иерусалим, устроенный как город, слитый в одно, 4. куда восходят колена, колена Господни, по закону Израилеву, славить имя Господне.

Пс 121 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Вӑл пушхир вырӑнне — кӳлӗ, ҫунса типнӗ ҫӗр вырӑнне ҫӑлкуҫӗсем тӑвать; 36. унта выҫӑхнисене вырӑнаҫтарать, вӗсем пурӑнмашкӑн хула лартаҫҫӗ; 37. хирсене тырӑ акаҫҫӗ, иҫӗм йывӑҫӗсем чӗртеҫҫӗ, унтан тухӑҫлӑ ҫимӗҫ пуҫтарса илеҫҫӗ.

35. Он превращает пустыню в озеро, и землю иссохшую - в источники вод; 36. и поселяет там алчущих, и они строят город для обитания; 37. засевают поля, насаждают виноградники, которые приносят им обильные плоды.

Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӗсем сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ чухнех, унта ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ чухнех, 13. пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран урӑх ӑру хушшине куҫса ҫӳренӗ чухнех 14. вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те чарнӑ: 15. «Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.

12. Когда их было еще мало числом, очень мало, и они были пришельцами в ней 13. и переходили от народа к народу, из царства к иному племени, 14. никому не позволял обижать их и возбранял о них царям: 15. «не прикасайтесь к помазанным Моим, и пророкам Моим не делайте зла».

Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11-13. Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳпе савӑнтӑр, ҫӗр хӗпӗртентӗр; тинӗс те, ӑна тулли тӑваканнисем те шавлаччӑр; хир те, унта мӗн пурри те пурте савӑнччӑр, вӑрман йывӑҫӗсем те пурте хавасланччӑр: килет, ҫӗре сут тума килет.

11. Да веселятся небеса и да торжествует земля; да шумит море и что наполняет его; 12. да радуется поле и все, что на нем, и да ликуют все дерева дубравные 13. пред лицем Господа; ибо идет, ибо идет судить землю.

Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ах, эсир халӗ Унӑн сассине илтес пулсанччӗ: 8. «чӗрӗре Мерива патӗнче, пушхирте Масса кунӗнче хаярлатнӑ пек ан хаярлатӑр, 9. унта Мана сирӗн аҫӑрсем сӑнарӗҫ, Мана сӑнарӗҫ-тӗрӗслерӗҫ, хӑйсем вара Манӑн ӗҫӗме курчӗҫ. 10. Ҫав ӑру Мана хӗрӗх ҫул вӗчӗрхентерчӗ, вара каларӑм: ку — чӗри аташакан халӑх; вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ, терӗм, 11. ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ, терӗм».

О, если бы вы ныне послушали гласа Его: 8. «не ожесточите сердца вашего, как в Мериве, как в день искушения в пустыне, 9. где искушали Меня отцы ваши, испытывали Меня, и видели дело Мое. 10. Сорок лет Я был раздражаем родом сим, и сказал: это народ, заблуждающийся сердцем; они не познали путей Моих, 11. и потому Я поклялся во гневе Моем, что они не войдут в покой Мой».

Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫӳлхуҫа халӑхсен йышне шута илнӗ чухне: «ҫавӑ унта ҫуралнӑ» тесе ҫырса хурӗ.

6. Господь в переписи народов напишет: «такой-то родился там».

Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Сион ҫинчен вара: «унта ҫав-ҫав ар ҫуралнӑ, ӑна Ҫӳлти Турӑ Хӑй тӗреклентернӗ» тейӗҫ.

5. О Сионе же будут говорить: «такой-то и такой-то муж родился в нем, и Сам Всевышний укрепил его».

Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Мана пӗлекенсене Раава# тата Вавилона аса илтерӗп; акӑ филистимсем, Тир та, Эфиопи те: «ҫавӑ унта ҫуралнӑ» тейӗҫ.

4. Упомяну знающим меня о Рааве и Вавилоне; вот Филистимляне и Тир с Ефиопиею, - скажут: «такой-то родился там».

Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӑл ӑна Иосифа Египет ҫӗрӗнчен тухсассӑн — ҫакна астуса тӑччӑр тесе — панӑ, халӑх унта хӑй пӗлмен чӗлхе сассине илтнӗ: 7. «Эпӗ унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен йывӑр ҫӗклемне илсе пӑрахрӑм, ӗнтӗ унӑн аллисем кунтӑ йӑтассинчен хӑтӑлчӗҫ. 8. Хӗн курнӑ чухне Мана чӗнтӗн те — Эпӗ сана хӑтартӑм; аслати варринчен хуравларӑм сана, Мерива шывӗ патӗнче сӑнарӑм сана. 9. Эй халӑхӑм, итле, сана каласа хуратӑп: ах Израиль! эсӗ Мана итлесе пурӑнсанччӗ!

6. Он установил это во свидетельство для Иосифа, когда он вышел из земли Египетской, где услышал звуки языка, которого не знал: 7. «Я снял с рамен его тяжести, и руки его освободились от корзин. 8. В бедствии ты призвал Меня, и Я избавил тебя; из среды грома Я услышал тебя, при водах Меривы испытал тебя. 9. Слушай, народ Мой, и Я буду свидетельствовать тебе: Израиль! о, если бы ты послушал Меня!

Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӑл унта ҫӗмрен ҫулӑмне, хулкана, хӗҫе, вӑрҫа аркатрӗ.

4. Там сокрушил Он стрелы лука, щит и меч и брань.

Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ӑссӑрланакансене: «ан ӑссӑрланӑр» тетӗп, усал ҫынсене калатӑп: «мӑйракӑра ан ҫӗклӗр, 6. мӑйракӑра ҫӳлех ан ҫӗклӗр, чурӑс ан калаҫӑр» тетӗп: 7. ҫӗкленесси тухӑҫран та, анӑҫран та, пушхиртен те мар, 8. сут тӑваканни — Турӑ: Вӑл пӗрне ӳкерет, тепӗрне ҫӗклентерет: 9. курка — Ҫӳлхуҫа аллинче, куркара эрех вӗрет, унта темӗн те хутӑштарнӑ, Вӑл ҫав куркаран яра-яра парать.

5. Говорю безумствующим: «не безумствуйте», и нечестивым: «не поднимайте рога, 6. не поднимайте высоко рога вашего, [не] говорите [на Бога] жестоковыйно», 7. ибо не от востока и не от запада и не от пустыни возвышение, 8. но Бог есть судия: одного унижает, а другого возносит; 9. ибо чаша в руке Господа, вино кипит в ней, полное смешения, и Он наливает из нее.

Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Эй Турӑ, Эсӗ мӗнле пынине, манӑн Туррӑм, манӑн Патшамӑм сӑваплӑ Ҫурта пынине куртӑмӑр: 26. малта — юрлакансем, хыҫалта кӗвӗ калакансем пыратчӗҫ, варринче хӗрсем тӳнкӗр ҫапса пыратчӗҫ: 27. «эй Израиль вӑрлӑхӗнчен ҫуралнисем, пухусенче Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра мухтавлӑр!» 28. Унта вӗсен ҫулпуҫӗ — кӗҫӗн Вениамин; Иуда ҫулпуҫӗсем — вӗсен пуҫлӑхӗсем, Завулон ҫулпуҫӗсем, Неффалим ҫулпуҫӗсем.

Help to translate

Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӑл тинӗсе типӗ ҫӗр туса хучӗ; шыв урлӑ утса каҫрӑмӑр, эпир унта Уншӑн хаваслантӑмӑр.

6. Он превратил море в сушу; через реку перешли стопами, там веселились мы о Нем.

Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Манӑн ура валли таната карса хучӗҫ; чунӑма таптарӗҫ; умӑма шӑтӑк алтса хучӗҫ, унта хӑйсемех кӗрсе ӳкрӗҫ.

7. Приготовили сеть ногам моим; душа моя поникла; выкопали предо мною яму, и сами упали в нее.

Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӗсем унта хӑрамалла мар ҫӗртех сехӗрленсе ӳкӗҫ: сана хирӗҫ пыракансенӗн шӑмми-шаккине Турӑ салатса тӑкӗ.

6. Там убоятся они страха, где нет страха, ибо рассыплет Бог кости ополчающихся против тебя.

Пс 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed