Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑна the word is in our database.
кӑна (тĕпĕ: кӑна) more information about the word form can be found here.
Унтан кӳршӗ килчӗ, мана полярти каҫсенче пӗлейместӗн-ха, теекен моряк вӑл, хулӑнламас кӑна, лутра та хӗрлӗ ҫын, питӗ лайӑх ҫиекенскер — вӑл ҫаплине эпир каярахпа пӗлсе ҫитрӗмӗр вара.

Потом пришёл сосед, тот самый моряк, который сказал, что я не способен разобраться в обстановке полярной ночи, толстый, низенький, красный человек и великолепный едок — в этом мы убедились немного позднее.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петенька мӗнле ӳсни ҫинчен те Катя каласа панӑччӗ ӗнтӗ, — хурарах кӑна имӗш, шӑлтах вӑхӑтсӑр ҫӗр айне кӗнӗ Саша сӑнарлӑ.

Уже Катя рассказала, какой стал Петенька, — смуглый и чуть-чуть косит, одно лицо с покойной сестрой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна рейдера епле майпа путарни ҫинчен кӗскен кӑна каласа патӑм, вӑл нимӗн те ыйтса пӗлесшӗн пулмарӗ, каҫхине ун ҫинчен ҫар советӗнче манӑн каласа памалла пулать тесе ҫеҫ пӗлтерчӗ.

Очень кратко я доложил ему, как был потоплен рейдер, и он не стал расспрашивать, только сказал, что вечером мне предстоит рассказать об этом на военном совете.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна эпӗ урӑх чарса та тӑмарӑм, ҫак сивӗ ҫуртра, тӗпелте те юр ирӗлмен ҫӗрте, туллиех ҫуса тасатман савӑт-сӑпа та консерва банкисем йӑвалакан кухньӑллӑ хваттерте эпир хамӑр кӑна тӑрса юлтӑмӑр.

Я больше не задерживал его, и мы остались одни в этом холодном доме, с кухней, которая была завалена банками от консервов и грязной посудой, с передней, в которой не таял снег.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳҫне кастарни кӑна та марччӗ-ха, вӑл хӑй те йӑлтах улшӑннӑччӗ, анчах манӑн халь ун ҫинчен шухӑшлассӑм килмерӗ, умра мӗн пурри пурте вӗҫсе тӑчӗ, пурте таҫта шурӑ — эпир хамӑр та, тирпейлесех ҫитермен пӳлӗмсем те, унта Катьӑн уҫнӑ чӑматанӗ те — эпӗ чӳречерен шакканӑ чух вӑл унтан темӗн илетчӗ пулас, — ҫавӑнтан тата пӗр кӗтесре тутӑрпа сухалне шӑлкаласа тӑракан доктор та, вӑл кунтах тӑнӑ пулнӑ иккен, унтан чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа тухса каясшӑнччӗ, эпӗ ӑна ямарӑм.

Она не только подстриглась — она стала другая, но сейчас я не хотел думать об этом. Всё летело, летело куда-то: и мы, и эта комната, совершенно такая же, как две соседние, с разбросанными вещами, с открытым Катиным чемоданом, из которого она что-то доставала, когда я постучал, с доктором, который, оказывается, всё время был здесь же, стоял в углу, вытирая платком бороду, а потом стал уходить на цыпочках, но я его не пустил.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Епле каласа парас иккен тӗл пулнӑ чухнехи пирвайхи минутсене, ун пит-куҫӗнчен пӑхса хам ӑсран кайса тӑнине, чуптунӑ хыҫҫӑн каллех пит-куҫне пӑхса тӑнине, ыйтма тытӑнсах хама-хам пӳлнине епле каласа парас-ши, эпӗ мӗн ҫинчен ыйтни тахҫан, пин ҫул каялла пулса иртнӗ-ҫке, вӑл Ленинградра пурӑннӑ чух мӗнле асапланса выҫӑхни питӗ хӑрушӑ пулнӑ пулсан та, мана курасса шанчӑкне ҫухатнӑ пулсан та, ҫавсем пурте иртнӗ ӗнтӗ, ҫухалнӑ, акӑ халь вӑл ман умра, эпӗ ӑна каллех ыталаса илме пултаратӑп — тупата, кӑна ӗненме те кансӗр!

Как рассказать о первых минутах нашей встречи, о беспамятстве, с которым я вглядывался в её лицо, целовал и снова вглядывался, начинал спрашивать и перебивал себя, потому что всё, о чём я спрашивал, было давно, тысячу лет назад… И как бы ни было страшно то, что она мучилась и умирала от голода в Ленинграде и перестала надеяться, что увидит меня, но всё это прошло, миновало, и вот она стоит передо мной, и я могу обнять её… Господи, этому невозможно поверить!..

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫӳхен кӑна юрпа пасарнӑ, анчах эпӗ шаккаса пӑхма тытӑнсан мана хӗрарӑм пӗвӗ курӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Оно было в инее, но, когда я постучал и стал всматриваться, прикрыв глаза ладонью, мне почудились очертания женской фигуры.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫхи дежурнӑй мана, хӑй пӗлнӗ пек, сирӗн вунӑ сехетре килмеллеччӗ, терӗ, халӗ саккӑрмӗшне те ҫур сехет кӑна кайнӑ иккен-ха.

Ночной дежурный сказал, что, насколько ему известно, мне приказано явиться к десяти часам, а сейчас половина восьмого.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑвак кӑна ҫӳлӗ сӑрт ҫинче илемлӗ гранитсемпе касса юри туса лартнӑ пек курӑнать ҫав хула.

Он был виден весь, как будто нарочно поставленный на серый высокий склон с красивыми просветами гранита.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунти шӑтӑкра мӗн-мӗн кӑна тупнине пурне те каласа тухмашкӑн та кансӗр.

Трудно даже приблизительно перечислить все предметы, которые были найдены в этой ложбине.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маякпа радиостанци хушшинче телефон линийӗ пур, вӑл вӑхӑтлӑха кӑна та мар, ӑна яланлӑхах, юпасем лартса тунӑ.

Между маяком и радиостанцией проведена телефонная линия, и не временная, а постоянная, на столбах.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл халӗ кӑна ҫывӑрса кайрӗ.

Он только что заснул.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Малта ӗҫ-хӗл питӗ нумай, вӑрҫӑ тин кӑна пуҫланчӗ-ха.

Впереди ещё много трудов и забот, война ещё только что началась.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унпа курнӑҫрӑмӑр та тухса кайма хатӗрленсе ҫитрӗмӗр кӑна — Петенька пирӗн чирлесе ӳкрӗ.

Решились и собрались — и вдруг Петенька захворал.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уйрӑм номер илсе пулмарӗ иккен хальхинче, тем пек пӗр-пӗччен кӑна юлас килетчӗ манӑн, канас килетчӗ, шухӑшламаллаччӗ!

К сожалению, мне не удалось достать отдельный номер, а так хотелось остаться одному, отдохнуть и подумать!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун ҫумне тата хамӑнне хушатӑп, хам кӑмӑлпа шухӑшӑма пӗлтермешкӗн тата тӑватӑ сӑмах кӑна вырнаҫать.

Я прибавляю к нему свой — и для того, чтобы выразить всё, что я чувствую и думаю, остаётся четыре слова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак куҫ курма хӑнӑхман ҫап-ҫутӑ ҫӗрте мӗн кӑна курмастӑн иккен!

Чего не увидишь в этом ярком, неестественном свете!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана, аманнӑскере, вӑрманта ҫаратса пӗр-пӗччене пӑрахса хӑварса, пӗтӗмпех вӗлерсе пӑрахас тенӗ чух, эсӗ пӗр мана хирӗҫ кӑна мӑр тӑтӑн.

Не со мной спорил ты, когда хотел добить меня, тяжело раненного, обокрал и бросил в лесу одного.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Катя валли мӗн-мӗн кӑна тумарӑн пулин те эпӗ сана ниепле те каҫарма пултараймастӑп.

 — Я не могу прощать или не прощать тебе, что бы ты ни сделал для Кати.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах унта Катя эвакопунктра пулни ҫинчен кӑна пӗлтерчӗҫ, ӑна Ленинградран пынӑ чирлисен больницине янӑ.

Но там только написано, что она прошла через эвакопункт и отправлена в больницу для ленинградцев.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed