Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) more information about the word form can be found here.
Пристань пароходран тарма пуҫларӗ, унтан пароходӑн тепӗр енне куҫрӗ, унтан вӑл каллех пристань патне хуллен пычӗ, анчах халӗ тепӗр енӗпе пырса тӑчӗ.

Пристань стала удаляться, как-то такое переходить на ту сторону, потом опять — очень медленно — приблизилась, но уже с другого борта.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Дилижанс икӗ енӗпе акаци лартнӑ урама пырса кӗчӗ.

Дилижанс въехал в тенистую улицу, обсаженную акациями.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӑнах та, Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ тӑрӑх гидрологический енӗпе ӗҫленӗ чух Архангельски базӑна чарӑнмасӑр иртсе канма ҫук ӗнте.

Правда, для любых гидрологических работ по Северному морскому пути основной базой оставался Архангельск.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ ҫар ӗҫӗ енӗпе айӑпа кӗтӗн.

Это воинское преступление.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хам мӗн курни ман умма хӑрах енӗпе кӑна тухса тӑчӗ: тупайӑп-ши Катьӑна, ӑҫта вӑл?

Но всё, что я видел, оборачивалось ко мне одной стороной: где Катя, найду ли я Катю?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух вӑл наукӑсен Академийӗн Ленинградри пӗр институтӗнче директорӑн хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен заместителӗ пулнӑ имӗш.

Война застала его в Ленинграде заместителем директора по хозяйственной части одного из институтов Академии наук.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ «Св. Мария» экспедицийӗ енӗпе ӗҫленисем Татаринов капитанӑн чапне сарма пулӑшни ҫинчен каласшӑнччӗ ӗнтӗ вӑл, Николай Антоныч вара хӑй те ҫав хушаматлах пулнипе усӑ курнӑ иккен.

Он хотел сказать, что моя работа по изучению экспедиции «Св. Марии» впервые привлекла общее внимание к личности капитана Татаринова и что Николай Антоныч воспользовался тем, что он носит ту же фамилию.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтӗмпех кураттӑм эпӗ: юр хӳсе кайнӑ шавсӑр урамсене те, пӗчӗк ҫунашка ҫинчи чӗркенӗ вилле те, урам леш енӗпе пӗр карчӑк туртса пыракан тепӗр вилле те куртӑм.

Я видела всё: бесшумные, занесённые снегом улицы, спелёнатый труп на саночках и ещё другой труп, который какая-то женщина везла по той стороне,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурт хӑйӗн урамри тул енӗпе малалла ӳкнӗ, унӑн йӑтӑнса аннӑ ванчӑкӗ урама пӳлсе хунӑ, кирпӗч ванчӑкӗсем, арканнӑ сӗтел-пукансем хушшинчен роялӗн хура хупӑлчи ҫӗкленсе тӑрать.

Дом упал фасадом вперёд, обломки загородили улицу, и в этой каше битого кирпича, мебели, арматуры торчало чёрное крыло рояля.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан ушкӑн классика тата хальхи вӑхӑтри кӗвӗ ӳнерне сарас енӗпе чылай ӗҫ туса ирттерет.

Help to translate

Симфони капелли — Пушкӑртстанра // Галина Никитина. https://chuvash.org/news/23096.html

Чӑнах та, клиникӑра ытла шӑршлӑччӗ ҫав, ӑна эпӗ коридора кӗрсенех туйса илтӗм, коридорӑн икӗ енӗпе те палатӑсем вырнаҫтарнӑ.

Нужно сказать, что запах действительно был невозможный, и я почувствовала это, едва войдя в коридор, по обеим сторонам которого были расположены палаты.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑр вагон пирки, ҫавӑн пекех — семафорсем, сигналсем, паровозсем, сцепкӑсем енӗпе мӗн кирлӗ — пурне те пӗлет…

Скоро он знает все, что касается нашего вагона, семафоров, сигнализации, паровозов, сцепок…

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Маркузе ҫурчӗ Гоголь урамӗнче, хапхин икӗ енӗпе арӑслан пуҫӗсем тӑва-тӑва хунӑ.

Дом Маркузе на Гоголевской с львиными мордами по обеим сторонам подъезда.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата темиҫе кунтан манӑн В. профессор патне кӗмеллеччӗ, вӑл наука енӗпе ертсе пыраканниччӗ.

Через несколько дней я должна была явиться к профессору В., который был назначен руководителем научной части.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Св. Мария» тухса кайиччен виҫӗ кун маларах фортрюмра, ун боргаучӗн икӗ енӗпе чылай аяларах шхунӑна тултан питӗлесе ҫапнине ҫитичченех унӑн шалти стенисене шпангоучӗ-мӗнӗпе каскаласа та шултӑркатса шӑтарнисене тупнӑ пулнӑ, унта пилапа пуртӑ йӗрӗсем те палӑрсах тӑнӑ, ишсе пынӑ чух ҫав шӑтӑксенчен питӗ хӑрамалла пулнӑ».

За три дня до выхода «Св. Марии» в фор-трюме, в обеих сторонах его баргоута, под второй палубой, значительно ниже ватерлинии, обнаружены опасные для плавания вырезы борта вместе со шпангоутами, вплоть до наружной обшивки, со следами топора и пилы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

2. Темле Г. летчик имӗш ҫурҫӗр ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен учрежденисене ҫитсе ҫав хисеплӗ ученӑя мӗн май килнӗ таран хӑратса ҫӳрет, Татаринов профессор хӑй ашшӗпе пӗр тӑванӗн И. Л. Татариновӑн экспедицине вӑрланӑ (!) тет.

2. Что некий летчик Г. ходит по разным полярным учреждениям и всячески чернит этого уважаемого ученого, утверждая, что профессор Татаринов обокрал (!) экспедицию своего двоюродного брата капитана И.Л.Татаринова.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Истори енӗпе илсен интереслӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, эпӗ хам сӑмаха аран-аран пӗтеркелесен.

— Исторически интересно, — сказал он, когда я кое-как окончил свой рассказ.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ӑнсӑртран ҫеҫ летчиксен енӗпе ӑстаҫӑ пекки» терӗ вӑл хӑйне.

«Некоторым образом спец по лётчикам», — сказал он.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Итлесех кайрӑм пулас эпӗ Валя мана мӗн каланине, мӗншӗн тесен вӑл мана темиҫе хутчен те Кораблев педагогика енӗпе ӗҫлени ҫирӗм пилӗк ҫул тултарнӑ майпа юбилей пулать, терӗ, юбилейне шкулта ирттереҫҫӗ, терӗ.

Должно быть, у меня был рассеянный вид, потому что Валя несколько раз повторил мне, что завтра двадцатипятилетний юбилей педагогической деятельности Кораблева и что будет торжественное заседание в школе.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

• Александр Антонов — программӑлакан, машшинлӑ куҫару енӗпе специалист.

• Александр Антонов — программист, специалист по машинному переводу.

Корпус пирки // Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи. http://corpus.chv.su/content/about.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed