Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывласа (тĕпĕ: сывла) more information about the word form can be found here.
— Иртсе кайрӗҫ пулмалла, — ҫӑмӑллӑн сывласа янӑ Мещерский, сасартӑк хӑй йӗп-йӗпе тара ӳкнине туйса илсе.

— Прошли, кажется, — облегченно вздохнул Мещерский и вдруг почувствовал, что он весь в поту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Аниканов йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑннӑ, улӑм куписем ҫинчи плащ-палаткӑсене, симӗс маскхалатсене, кӗтесре выртакан граната куписене, пӑтасем ҫинче ҫакӑнса тӑракан автоматсене, боецсен пиҫиххийӗсем ҫумӗнчи ҫӗҫӗсене курнӑ та, философ пек тата пурнӑҫа пӗлекен ҫын пек ассӑн сывласа, ҫапла шутласа илнӗ: акӑ, эпир килте те ӗнтӗ.

Аниканов огляделся, увидел плащ-палатки на соломе, зеленые маскхалаты, кучу гранат в углу, висящие на гвоздях автоматы, ножи на поясах бойцов и подумал со вздохом философа и жизнезнавца: вот мы и дома.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Юланутсем сиккипе вӗҫтерсе пынӑ, вара часах Бугорков вӗсенчен пӗри Травкин пулнине палласа илнӗ те ҫӑмӑллӑнах сывласа янӑ.

Всадники неслись галопом, и вскоре Бугорков с облегчением узнал в одном из них Травкина.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Тӳп-тӳрӗ аллейӑсем тӑрӑх ӗҫсӗр сулланса ҫӳресе, вӑл ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ: аван пулӗччӗ, юлашкинчен, ҫак вӑрҫа часрах пӗтерсе лартса тӑван хулана таврӑнма, унта каллех хӑвӑн ӗҫне тума — ҫӗнӗ ҫуртсем лартма, саваласа якатнӑ хӑмасен тутлӑ шӑршине сывласа ҫӑтма, тата пусмасем тӑрӑх хӑпарса, пысӑк сухаллӑ ӑстасемпе лӳчӗркеннӗ кӑвак хут ҫине ӳкернӗ ӑнланма йывӑр чертежсене сӳтсе явма, — мӗн пек аван пулнӑ пулӗччӗ!

Слоняясь по прямым аллейкам, он думал о том, что хорошо бы покончить наконец с этой войной, поехать в свой родной город и там снова делать свое дело: строить новые дома, вдыхать сладкий запах строганых досок и, взбираясь по лесам, обсуждать с бородатыми мастеровыми замысловатые чертежи на помятой синьке.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнӑ, йывӑррӑн сывласа илсе ахлаткаланӑ.

Бабы перешептывались, вздыхали и охали.

V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Мархва чӳрече витӗр пӑхса тӑчӗ, старик пӳрт кӗтессинчен иртсе курӑнми пулсан тин вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ.

Марфа смотрела из окна и спокойно вздохнула только тогда, когда увидала, что старик скрылся за углом дома.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Корней халь анчах ҫывӑрса тӑнӑ пек, хӑй ӑҫтине, унпа пӗрле кам пуррине те пӗлмен пек, йӗри-тавра пӑхкаласа, йывӑррӑн сывласа тӑрать.

Корней стоял, тяжело дыша и оглядываясь, как будто спросонья, не понимая, где он и кто тут с ним.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Унтан, вӑрӑммӑн сывласа ярса, каллех мана хирӗҫ ларчӗ.

Потом он тяжело вздохнул и опять сел против меня.

XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Сыв пулӑр, — ассӑн сывласа илет Пимфов, куҫӗсене хупкаласа сюртукне тӑхӑнать.

— Прощайте, — вздыхает Пимфов, моргая глазами и надевая сюртук.

Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.

— Наука ҫапла хушать… — ассӑн сывласа илет Пимфов.

— Наука того требует… — вздыхает Пимфов.

Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.

— Пурте пулма пултарать, — Серьга ним пулман пек сывласа илчӗ.

— Все может быть, — Серьга мирно вздохнул.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

…Тӑван кил-ҫуртӑн хапхи патӗнче Марийка чарӑнчӗ те чӗтресе, аллине Ерофей Кузьмич еннелле тӑсрӗ; леш, юрпа хупланнӑскер, васкаса утнипе, кине умӗнче йывӑррӑн сывласа тӑрать.

У ворот родного двора Марийка остановилась и, дрожа, потянулась рукой к Ерофею Кузьмичу; запорошенный снежком, он стоял перед снохой, тяжко дыша после быстрой ходьбы.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Итле комиссар, — терӗ вӑл, пӗр виҫӗ хутчен йывӑррӑн сывласа тата куҫӗсене вылятса, — эсӗ мана пули-пулми ҫинчен каласа ан пар, илтетӗн-и?

— Слушай, комиссар, — сказал он, раза три тяжело вздохнув и моргая глазами, — ты мне ерунду не рассказывай, слышишь?

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Акӑ тата тепӗр хуйхӑ… — терӗ Бояркин (ҫакӑн пек сасӑпа Ольховкӑри ӗҫсем пирки хуйхӑракан вулӑс коменданчӗ каланӑ пулӗччӗ), унтан Серьга Хахай енне ҫаврӑнчӗ те ассӑн сывласа илчӗ.

— Да, вот и еще одна забота… — сказал Бояркин таким тоном, каким сказал бы, вероятно, волостной староста, опечаленный делами в Ольховке; затем он обернулся к Серьге Хахаю и вздохнул.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Крылатов кӗтмен ҫӗртен ассӑн сывласа илчӗ.

Крылатов неожиданно вздохнул.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫапла, пӗр ҫынна йывӑр… — терӗ Анна ассӑн сывласа.

— Да, трудно одному… — вздохнула Анна.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ерофей Кузьмич ассӑн сывласа хирӗҫ каларӗ:

Ерофей Кузьмич тяжело вздохнув, ответил:

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Йывӑррӑн сывласа ларакан карчӑка сӑнаса, хӗрарӑмсем шӑпланчӗҫ, Макариха вара, шӑплӑха сирес тесе ҫапла каларӗ:

Все притихли, наблюдая за тяжко вздыхавшей старушкой, а Макариха, чтобы скрасть молчание, сказала ей:

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лукерья ҫӑматтине шӑпӑрпа шӑлса тасатрӗ, ассӑн сывласа илчӗ:

Лукерья обмела веником валенки, вздохнула:

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эх, Иринушка, — терӗ вӑл, ассӑн сывласа, — ман чӗре епле ҫуннине пӗлсенччӗ эсӗ!

— Эх, Иринушка, — сказал он, вздохнув, — ты бы знала, как беспокойно мое сердце!

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed