Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерчӗ (тĕпĕ: пӗлтер) more information about the word form can be found here.
Доклада сӳтсе явма ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Енилина хутшӑнчӗ, хӑй ертсе пыракан Финанс министерстви асӑннӑ саккассене пурнӑҫланӑ чухне укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗ енӗпе ҫитменлӗх чылай тупса палӑртнине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев спартакиадӑна хутшӑнакансене республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев саламланине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Светлана Александровна район бюджетне ҫын пуҫне тивекен хӑрпӑр хӑй тупӑшӗ мӗн чухлӗ кӗнине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

2016 ҫулта бюджет ҫирӗплӗхне упраса хӑварма май килнине пӗлтерчӗ.

Сообщил о том, что в 2016 году стабильность в бюджете удалось сохранить.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

А.Мясников предприяти инвестици проекчӗсене пурнӑҫланине пӗлтерчӗ.

А. Мясников сообщил о выполнении проектов инвестиций предприятия.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Михаил Игнатьев 2015 ҫулта ҫӗнӗ 100 ФАП тумалли программӑна пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтерчӗ.

Help to translate

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫывӑх вӑхӑтри тӗллевсемпе паллаштарма ыйтсан каччӑ хамӑр республикӑри «Столица» лигӑра, ҫавӑн пекех Раҫҫей патшалӑх службин тата халӑх хуҫалӑхӗн академийӗн Пӗтӗм Раҫҫейри Кубокӗнче ҫӗнтерме ӗмӗтленнине пӗлтерчӗ.

Когда спросили о ближайших планах юноша сообщил, что мечтает победить в нашей республиканской лиге "Столица", а также на Всероссийском Кубке Российской академии народного хозяйства и государственной службы.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ун чухнех вӑл ялта вӑй хуракан тухтӑрсене ҫурт-йӗр туянма е хӑпартма илнӗ ипотека кредичӗн проценчӗсен 4% саплаштарма субсиди парасси пирки калакан указа алӑ пуснине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Пирӗн ҫывӑхри районсен центрӗсем — Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Элӗк — пурте ялсем, вӗсем хӑйсене тухтӑрсемпе 100 проценчӗпех тивӗҫтерчӗҫ. Эпир ыйтнипе унти специалистсем пирӗн района эрнере пӗр-икӗ хутчен килсе каяҫҫӗ, чирлисене йышӑнаҫҫӗ», — пӗлтерчӗ Владимир Николаевич.

Help to translate

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Ачаранах юрӑ-кӗвӗпе кӑсӑкланни, музыка училищинче вӗренни тата хорта ӗҫлени мана фонотекарь ӗҫӗнче чылай пулӑшать», — пӗлтерчӗ Ираида Александровна сасӑ упрамалли пӳлӗмпе, унӑн историйӗпе ҫывӑхрах паллаштарнӑ май.

"Увлечение с детства песней-мелодией, обучение в музыкальном училище и работа в хоре в многом помогают в работе фонотекаря", - сообщила Ираида Александровна знакомя ближе с комнатой по хранению фоно, его историей.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ку тӗллевпе 20 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑратпӑр, — пӗлтерчӗ вӗсене Президент.

Help to translate

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Ӗҫ дисциплинине сӗмсӗррӗн пӑсакансен тӳлевне 50 процент таранах кататпӑр, — пӗлтерчӗ Яманакри сӗт-ҫу фермин заведующийӗ Е. Г. Алексеева.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Ирина Гурьевна иртнӗ ҫул хӑйсем апат ҫителӗклех хатӗрленине, ӗне выльӑха ҫӑва ӑнӑҫлӑ кӑларассине, хӑйсен тӗллевӗсене пӗлтерчӗ.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Ҫул-йӗр инкекӗсем ытлари кунсемпе эрне кунсенче, ытларах 16—18 сехетсенче пулаҫҫӗ, — тесе пӗлтерчӗ Игорь Борисович.

Игорь Борисович сообщил, что дорожные происшествия чаще бывают во вторник и в пятницу, в 16-18 часов.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

«Иртнӗ ҫул шкул автобусӗсен водителӗсене экзамен тыттартӑмӑр та Упири В. Иванов ҫеҫ ыйтусене тӗрӗс хуравлама пултарчӗ, ыттисен — 5—6 йӑнӑш», — пӗлтерчӗ Виталий Петрович.

«В прошлом году проводили экзамен для водителей школьных автобусов, только житель деревни Убеево В. Иванов сумел ответить на вопросы правильно, у остальных по 5-6 ошибок», — сообщил Виталий Петрович.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

«Пӗр ҫул ӳсекен курӑксем те пур. Хамӑр вӑрлӑхпах клевер — 200, люцерна — 60, козлятник 40 гектар акрӑмӑр тата. Хура пусӑна тислӗк кӑларатпӑр. Паян уя опрыскиватель тухать. Шел, пирӗн тӑрӑхра ҫумӑр ҫумасть. Калчасем тата паркарах ҫӗкленмелле те», — пӗлтерчӗ В. В. Александров ертӳҫӗ.

Help to translate

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

Депутат кунне пӗтӗмлетнӗ май, район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ, «Гигант» хуҫалӑх ертӳҫи В. Александров «халӑх тарҫисем» кӑҫалхи I ҫур ҫулта ирттернӗ ӗҫсем пирки те кӗскен пӗлтерчӗ.

Help to translate

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Святослав Петрович кӑҫалах Ҫирӗклӗре тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн ферма уҫӑласса та пӗлтерчӗ.

Help to translate

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Кӗтеҫҫӗ мана, — салхун пӗлтерчӗ ывӑлӗ...

Ждут меня, - грустно сообщил сын...

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Районти социаллӑ пурнӑҫа тата патриотла воспитани ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн иккӗшне те районти депутатсен канашӗ «Чӑнлӑ районӗн Хисеплӗ ҫынни» ят пама йышӑннине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed