Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ахӑртнех, вӗҫсӗр кулкалакан ҫак ҫын пӑтӑ тутине те туймасть пулӗ, мӗншӗн тесен сӳрӗккӗн, пӑхмасӑр кӑна ҫиет, ҫӑварӗ патне е пушӑ кашӑк, е ытлашши тулли кашӑк иле-иле пырать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лавккаҫӑ куҫ харшине ҫӗклерӗ, сутӑ сӗтелӗ хыҫӗнчен тухрӗ, вара Егорушка кӗсйине пӗр пуслӑх хӗвелҫаврӑнӑш ячӗ; виҫи ун темле ахаль пушӑ банка пулчӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫав ҫивчӗ куҫа пулах хӑмӑр пушӑ ҫеҫенхирте вӑл вӗресе тӑракан тулли пурнӑҫа курса тӑма пултарать.Он видел так хорошо, что бурая пустынная степь была для него всегда полна жизни и содержания.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пушӑ пӳлӗмре ҫак сӗтелсӗр пуҫне шӑтӑк клеенкӑллӑ сарлака диван та виҫӗ тенкел пур — урӑх нимӗн те ҫук.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хӑй вӑл ҫапах та хӑрамарӗ-ха, Дениска пекех хаярланса пӑхрӗ, ҫав вӑхӑтрах аллинче пушӑ ҫуккишӗн пӑшӑрханчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑшт хускалнипех вӑл тем тӗрлӗ чӗриклетет, халтӑртатать, ҫитменнине, хыҫалтан ҫакса янӑ пушӑ витре чанкӑртатни вӗҫсӗр илтӗнсе пырать, — пӗр сӑмахпа каласан, сасси тӑрӑх та, ӑҫта килчӗ унта ҫӗтӗлсе мӗскӗннӗн усӑна-усӑна аннӑ сӑран таткисене курнипе те ку кӳме мӗн тери кивӗ пулни тата ӑна паянах кӑларса пеме вӑхӑт ҫитни лайӑх палӑрать.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл ҫак кивӗ пушӑ арман ҫумӗпе иртрӗ, унран аллӑ утӑмран та ытла мар, ҫаврӑнса пӑхмарӗ, хӑй ҫулӗпех малалла кайрӗ.
XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапла вара Рада, Стайка урлӑ, Бойчо сывӑ иккенне те, вӑл ҫав териех пушӑ маррине те лайӑх пӗлсе тӑчӗ.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пушӑ алӑпа килне пырса кӗрес мар тесе, Рачко Клисурӑна ҫитсе хӑй валли телей шырама шухӑшланӑ.
XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӳлӗме тирпейлемен, шӑп та пушӑ; пӗрре пӑхса илсенех кунта авланман каччӑ пурӑнни паллӑ.В комнате было неубрано, тихо, пусто; все говорило о том, что в ней живет беспечный холостяк.
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн крыльци патне пырсан, Викентипе Кралич пусмапа хӑпарчӗҫ, коридорпа утрӗҫ, сас тӑвар мар тесе, ҫӳлелле улӑхрӗҫ, ҫапах та пур пушӑ йывӑҫ ҫуртри пекех, вӗсем утнӑ май, урай хӑмисем чӗриклетсе тӑчӗҫ.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Викентий вара хӑна ытла ӗшӗнсе ҫитнине, сӑнӗ-пичӗ пир пек шурса кайнине асӑрхарӗ те ҫӗр каҫмашкӑн пӗр пушӑ пӳлӗм сӗнчӗ.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Шухӑшлакан ҫынна тивӗҫлӗ содержани ҫеҫ искусствӑна пушӑ япала пуласран хӑтарма пултарать», «усӑсӑр япалана хисеплеме нимӗнле тивӗҫ те ҫук», тесе вӗрентнӗ вӑл.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Пӗр-пӗринпе тӑвансем пек курнӑҫаҫҫӗ, хӑшпӗр кун вунӑ хут та, анчах кашни хутӗнчех пӗр е икӗ минутлӑха ҫеҫ; хӑшпӗр кунсенче пӗр енчи хваттер кунӗпех пушӑ пулать, унта пурӑнакансем тепӗр енчи хваттере куҫаҫҫӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Виҫерен иртнине чӗре мар, пушӑ фантази ҫеҫ пӗлет, чӗрӗ, вӗресе тӑракан пурнӑҫпа пурӑнакан ҫын мар, ӗмӗтпе пурӑнакан, пурнӑҫран ӗмӗте куҫса кайнӑ ҫын ҫеҫ пӗлет!
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тен, ҫакӑн ҫинчен каласа хӑвармалла пулӗ: Вера Павловна каҫӗсем Васильевски утрав ҫинче Кирсановпа ҫӗнӗрен паллашнӑ хыҫҫӑн халӗ пачах улшӑнчӗҫ, халӗ Кирсановсем нумай-нумай ҫемьепе, хӑйсем пекех килӗштерсе те телейлӗ пурӑнакан, пурнӑҫ ҫине хӑйсем пекех пӑхакан ҫемьесемпе ҫыхӑннӑ; музыка та юрӑ, опера та поэзи, тӗрлӗрен уҫӑлса ҫӳрессисем те ташӑсем — акӑ мӗнсем пулаҫҫӗ ҫак ҫемьесемшӗн кашниншӗнех ӗҫрен пушӑ каҫсенче, мӗншӗн тесен вӗсем кашни каҫах кам патне те пулин пухӑнаҫҫех, е тата, ҫынсен кӑмӑлне шута илсе, урӑхла вечерсем туса ирттереҫҫӗ.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл мана хӑйӗн пӗтӗм пушӑ вӑхӑтне парать.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пушӑ вӑхӑт нумай пулакан сайра хутран килсе тухнӑ кунсенче эпӗ хам питӗ ывӑнса ҫитнине туйса илеттӗм.В те редкие дни, когда у меня оставалось много свободных часов, я чувствовал, что силы изменяют мне.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нивушлӗ тепӗр темиҫе кунтан, пушӑ вӑхӑтра хӑй мастерской ҫинчен маннӑшӑн, Рахметов ятланӑ пекех, Вера Павловна иртнӗ тӗркӗшӗве аса илӗ, хӑйне хӑй ятламӗ тесе шухӑшлатӑн эсӗ?
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.