Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, ҫӳлте пурӑнаканскер, 6. ҫӗрпе пӗлӗт ҫине пӑхмашкӑн пӗшкӗнет; 7. кӗлмӗҫе ҫӗртен йӑтса тӑратать, тислӗк вырӑнне юлнӑ мӗскӗне асла кӑларать, 8. ӑна пуҫлӑхсемпе, Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле лартать; 9. ача туман арӑма кил-ҫуртра ачи-пӑчипе савӑнакан амӑшӗ туса усрать.
Пс 112 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хурах пусакансен чатӑрӗсем пӗр шиксӗр лараҫҫӗ, Турра ҫиллентерекенсен чатӑрӗсемшӗн те хӑрушлӑх ҫук, вӗсен хуҫисем Турра хӑйсен аллинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ тейӗн.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑйне йӑтса тӑратсан, вӑл Иудифь ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ ӑна: эсӗ Иудея ҫӗрӗнчи кирек мӗнле килте те, кирек мӗнле халӑх хушшинче те мухтавлӑ пулӑн, санӑн ятна илтсен, вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнӗҫ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара вӗсем, хӑйсен мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне йӑтса, тапӑра кайӗҫ те Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗсене вӑратӗҫ, унтан Олоферн чатӑрӗ патне чупӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ; ӗнтӗ вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ те сирӗнтен тарма пуҫлӗҫ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудифь вара Олоферн умне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, ун ҫыннисем ӑна ура ҫине йӑтса тӑратнӑ.Она, пав на лице, поклонилась ему, и служители его подняли ее.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудифь ҫинчен илтсессӗн, вӑл чатӑрти малти пӳлӗме тухнӑ, ун умӗнчен кӗмӗл лампадӑсем йӑтса пынӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан ман, ывӑлӑм, сана хӑй варӗнче йӑтса ҫӳренӗ чухнех вӑл саншӑн нумай хурлӑх курнӑ.4. Помни, сын мой, что она много имела скорбей из-за тебя еще во время чревоношения.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл священниксене хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ, вӗсене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтума хавхалантарса тӑнӑ, 3. Ҫӳлхуҫана халалланӑ левитсене, пӗтӗм Израиль ҫыннисене вӗрентсе тӑракансене, каланӑ: сӑваплӑ саккун арчине Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — тутарнӑ Ҫурта лартӑр; малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреме кирлӗ мар; халӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн тата Унӑн Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлеме пикенӗр; 4. Израиль патши Давид хушса хӑварнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон хушса хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, хӑвӑр ушкӑнӑрпа тӑрса тухӑр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсемпе, хӑвӑр халӑхӑр ывӑлӗсемпе, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара Пасха путекне пусӑр, тасалӑр, унтан, Моисей урлӑ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе килӗшӳллӗн, путеке хӑвӑр тӑванӑрсем валли хатӗрлӗр.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ мӗнпур тасамара Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишне илсе тухнӑ, мӗн йӑтса тухнине левитсем Кедрон юхӑмӗ патне илсе кайса пӑрахнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Иосафатпа унӑн халӑхӗ унта тупӑш пухма пынӑ, темӗн чухлӗ пурлӑх, тумтир, хаклӑ япала тупнӑ, ӗнтӗ хӑйсем йӑтса каяйми пуҫтарнӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Левитсем саккун арчине илсе ҫӗкленӗ, 5. вара арчана та, пуху чатӑрне те, чатӑрта пулнӑ мӗнпур сӑваплӑ япалана та йӑтса кайнӑ, — вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Гизони ҫыннин Гашемӑн ывӑлӗсем: Ионафан — Шаге ывӑлӗ, Гарир ҫынни; 35. Ахиам — Сахар ывӑлӗ, Гарир ҫынни; Ура ывӑлӗ Елифал; 36. Махера ҫынни Хефер; Пелони ҫынни Ахиа; 37. Кармил ҫынни Хецрой; Езбай ывӑлӗ Наарай; 38. Нафанпа пӗртӑван Иоиль; Гагрий ывӑлӗ Мивхар; 39. Аммон ҫынни Целек; Бероф ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн, Иоавӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ; 40. Ифри ҫынни Ира; Ифри ҫынни Гареб; 41. хет ҫынни Урия; Ахлай ывӑлӗ Завад; 42. Адина — Шиза ывӑлӗ, Рувим ҫынни, Рувим ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ, унӑн вӑтӑр ҫын пулнӑ; 43. Мааха ывӑлӗ Ханан; Мефен ҫынни Иосафат; 44. Аштероф ҫынни Уззия; Ароер ҫыннин Хофамӑн ывӑлӗсем: Шама тата Иеиел; 45. Шимрий ывӑлӗ Иедиаел тата унпа пӗртӑван Иоха, Фица ҫынни; 46. Махавим ҫынни Елиел, Елнаам ывӑлӗсем Иеривайпа Иошавия тата Моав ҫынни Ифма; 47. Мецоваи ҫыннисем Елиел, Овед тата Иасиел.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Саул вилнине курсассӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ те хӑйӗн хӗҫӗ ҫине тӑрӑнса вилнӗ.5. Оруженосец его, увидев, что Саул умер, и сам пал на меч и умер.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ ун пек тума хӑяйман, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ хӑраса ӳкнӗ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саул вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫыннине каланӑ: хӗҫне кӑлар та мана чиксе пӑрах — ҫав ӳт кастарман ҫынсем килсе ан мӑшкӑллаччӑр мана, тенӗ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсем Ваал ҫуртӗнчен суя турӑсен кӗлеткисене йӑтса тухнӑ та ҫунтарса янӑ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тарҫи ӑна амӑшӗ патне йӑтса ҫитернӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ачана, амӑшӗн аллинчен илсе, вӑл ӑна хӑй пурӑнакан ҫӳлти пӳлӗме йӑтса кӗрсе вырӑн ҫине хунӑ, 20. вара Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм!
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайма тухнӑ чухне вӗсене сыхлавҫӑсем йӑтса пынӑ, кайран каллех сыхлавҫӑсен пӳлӗмне леҫсе хунӑ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни килнӗ; священниксем саккун арчине йӑтнӑ та 4. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине те, пуху чатӑрне те, чатӑрти мӗнпур таса япалана та йӑтса кайнӑ; вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.