Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) more information about the word form can be found here.
Эпӗ тавҫӑрса илтӗм: карчӑк та, ҫак чиперкке те, ахӑртнех, «чӗлпӗрҫӗсем» килсе мӗн енӗпе те пулин хӗсӗрлесрен хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна лӑплантарма васкарӑм:

Я догадался, что, вероятно, и старуха и эта красавица боятся каких-нибудь утеснений со стороны «предержащих», и поспешил ее успокоить:

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ку енӗпе пӗлӗвӗсем те ҫавнашкал кӑна пулнӑ та, пуринчен ытла диагноз лартма май килменни хуплатчӗ мана, мӗншӗн тесен ман пациентсен чирӗсен палӑрӑвӗ пурин те яланах пӗр евӗрлӗччӗ: «шалта ыратать» е «ни ҫиме, ни ӗҫме памасть».

Но тут, помимо моих скудных сведений, я наткнулся на полную невозможность ставить диагнозы, потому что признаки болезни у всех моих пациентов были всегда одни и те же: «в сере́́дине болит» и «ни есть, ни пить не можу».

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Крылов кулленхи пурнӑҫпа та кӑсӑклансах тӑнӑ, карап тӑвас енӗпе пичетленекен ҫӗнӗ ӗҫсене вуланӑ, вырӑс тата ют ҫӗршыв журналӗсемпе паллашнӑ, хӑй те «Морской сборник», «Записки по гидрографии» тата «Горный журнал» журналсем валли статьясем ҫырнӑ.

Крылов старался быть в курсе текущей жизни, читал издающиеся новые работы по судостроению, журналы — русские и иностранные, и сам писал статьи для журналов «Морской сборник», «Записки по гидрографии», «Горный журнал».

Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӗсем паруслӑ карапсем тӑвас енӗпе ӗҫленӗ.

Они работали в области парусного судовождения.

Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Иккӗмӗш курсра вӗреннӗ чух карапсен проекчӗсене тӑвас енӗпе тимлӗрех тата нумайрах ӗҫлеме тивет.

На втором году обучения особое внимание уделялось теории и проектированию корабля.

Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Халӗ юхан шывӑн икӗ енӗпе те — ҫӑра хура вӑрман.

По обе стороны тянется густой темный лес.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӗсем Нева хӗррипе утса ҫӳренӗ, Литейнӑй проспекта Выборг енӗпе ҫыхӑнтаракан кӗпере тунӑ ҫӗре пынӑ.

Они бродили по набережным Невы, подходили к строящемуся мосту с Литейного проспекта на Выборгскую сторону.

Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑрӑм коридорӑн икӗ енӗпе те — классем.

По длинному коридору справа и слева располагались классы.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Унта вӑл коммерци енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ — суту-илӳ фирмине йӗркеленӗ.

Здесь он занялся коммерческими делами — организовал франко-русскую торговую фирму.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Сӑмах май, пирӗн центрта вирус енӗпе тӳлевсӗрех анализсем парса сывлӑха тӗрӗслеме пулать.

Help to translate

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

— Халӗ ку енӗпе литература нумай, ҫапах та аса илтерни ытлашши пулмӗ.

Help to translate

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

— ВИЧ-инфекци енӗпе мӗн калама пултаратӑр?

Help to translate

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Халӗ вӑл «Республикӑри СПИДпа тата инфекци чирӗсемпе кӗрешмелли тата вӗсене асӑрхаттармалли енӗпе ӗҫлекен центрта» ӗҫлет.

Help to translate

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Апла-и, капла-и, шкултан вӗренсе тухнӑ вӑхӑтра Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел хӗрӗ ҫирӗп тӗв тунӑ — малалла медицина енӗпе каймалла.

Help to translate

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Ҫав ушкӑн пӗр агрегат тӑвас енӗпе ӗҫленӗ.

которая занималась разработкой одного агрегата.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Тӑван мар атте — бокс енӗпе хула чемпионӗ, кунсӑр пуҫне… ҫарта вӑл десантник пулнӑ.

— Мой отчим — чемпион города по боксу и служил в армии десантником.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пурте хырӑннӑччӗ ӗнтӗ вӗсем, мӗскӗн пит-куҫӗсем куштанланса пӑхатчӗҫ, ҫӳлӗ картузсемпе, «кӑкӑрлӑ» кительсем тӑхӑннӑ генералсем, вӗсен хушшинче халӑха асаплантарса ҫын вӗлерес енӗпе чапа тухнисем те сахал марччех ӗнтӗ, вӗсем Крым кӗперӗ урлӑ та каҫатчӗҫ пулӗ, салтакӗсем ҫаплах пирӗн умран иртетчӗҫ-ха, хӑшӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк, хӑшӗ ҫаруран, хӑшӗ-пӗри йӳле янӑ шинелӗсене уртса тайкаланса утаҫҫӗ.

Уже их хорошо бритые, с жалкими надменными лицами, в высоких картузах, в кителях с «грудью», генералы, среди которых было несколько знаменитых мучителей и убийц, находились, должно быть, у Крымского моста, а солдаты всё шли, ковыляли — кто рваный и босой, а кто в шинели нараспашку.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Меридиан енӗпе сарӑлса выртан ҫӗре тупни пире пӗр-пӗр кирлӗ вӑхӑтра карап хӑварса ҫӗр ҫине тухма шанчӑк парать.

Открытие земли, тянущейся в меридиональном направлении, дало нам надежду покинуть судно при первом благоприятном случае, чтобы,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак виҫӗ сӑмах: иллюминаци, праҫник, патша ҫуралнӑ кун тенисем — Петяшӑн лампӑсем айне ҫакакан виҫӗ кӗтеслӗ кӗленче шӑнкӑрккасен виҫӗ енӗпе пӗрех пулнӑ.

Эти три магических слова — иллюминация, табель и тезоименитство — были для мальчика как бы тремя гранями стеклянного подвеска.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шурӑ ҫурчӗсем, вӗсен тӗрлӗ енӗпе пусмасем сарӑлакан пӗчӗк крыльцисем пӗр-пӗринпе юнашаррӑн пӗр виҫене тухса тӑратчӗҫ, бухта тӑрӑх вара ҫурма ункӑн туса лартнӑ пысӑк ҫуртсем вырнаҫнӑччӗ.

Белые домики с крылечками, от которых в разные стороны разбегались ступени, были расположены линиями, одна над другой, а вдоль бухты стояли большие каменные дома, построенные полукругом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed