Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Вара вӑл мана чӗнсе илчӗ те ҫапла каларӗ: пӑхсам, ҫурҫӗр ҫӗрне кайма тухнисем ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Манӑн сывлӑшӑма лӑплантарчӗҫ, терӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ ҫӗр ҫине, тусем ҫине, тырӑ-пулӑ ҫине, иҫӗм ҫырли сӗткенӗ ҫине, йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине, ҫӗр ӳстерекен мӗнпур ҫимӗҫ ҫине, этем ҫине те, выльӑх-чӗрлӗх ҫине те, мӗнпур тӗрлӗ алӑ ӗҫӗ ҫине те типӗ ҫанталӑк чӗнсе илтӗм.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа хулана чӗнсе калать, ӑслӑлӑх Санӑн яту умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑрать: эй, итлӗр туяна, итлӗр ӑна тӑрӑнтарса Лартакана.
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл Хӑйӗн ҫӳлти керменӗсене тӳпене туса лартнӑ, никӗсне ҫӗр ҫине ҫирӗплетсе лартнӑ, Вӑл тинӗс шывӗсене чӗнсе илсе пӗтӗм ҫӗр пичӗ тӑрӑх юхтарать; Унӑн ячӗ — Ҫӳлхуҫа.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кам пултарнӑ-ха Алтӑр ҫӑлтӑрпа Кӗвенте ҫӑлтӑра, кам сӗм сӗмлӗхрен ҫутӑ ир, кӑнтӑр ҫутинчен ҫӗрлехи пек тӗттӗм туса хурать, кам тинӗс шывне чӗнсе илсе пӗтӗм ҫӗр пичӗ тӑрӑх юхтарать?
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вара ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ; ӗнтӗ ҫӑлӑнӑҫ, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Сион тӑвӗ ҫинче тата Иерусалимра пулӗ; ыттисемшӗн те, Ҫӳлхуҫа чӗнсе илнисемшӗн, ҫаплах пулӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Типӗ тытма йышӑнӑр, чаплӑ пуху ирттерме пӗлтерсе хурӑр, ҫак ҫӗршыври ватӑсемпе ытти пур халӑха Ҫӳлхуҫа Туррӑр Ҫуртне чӗнсе пухӑр, Ҫӳлхуҫана тархасласа кӗлтӑвӑр.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ҫамрӑк чухне Эпӗ ӑна юрататтӑм, Хамӑн ывӑлӑма Египетран чӗнсе тухрӑм.Когда Израиль был юн, Я любил его и из Египта вызвал сына Моего.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мана чӗнсе тархаслӗҫ: «эй Турӑҫӑм! эпир Сана ӑнланса ҫитрӗмӗр, эпир — Израиль» тейӗҫ.2. Ко Мне будут взывать: «Боже мой! мы познали Тебя, мы - Израиль».
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Аввакум чӗнсе каланӑ: Даниил!
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Лешӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрсассӑн, Даниил пӗрне чӗнсе илнӗ те каланӑ: усал кунсемпе ватӑлса кайнӑскер! паян санӑн унччен туса пурӑннӑ ҫылӑхусем уҫӑлчӗҫ, 53. тӗрӗс мар сут туса айӑпсӑррисенех айӑплани, айӑплисенех тӳрре кӑларни ҫиеле тухрӗ — Ҫӳлхуҫа вара: «айӑпсӑррине, тӳррине ан вӗлер» тет.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Даниила чӗнсе килччӗр — вӑл ӑнлантарса парӗ, тенӗ патша амӑшӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Сире пӗтӗм тасамарлӑхӑртан хӑтарӑп, тырӑ-пулӑ чӗнсе илӗп, ӑна ӳстерӗп, сире выҫӑпа асапланма памӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа йӗтӗн тум тӑхӑннӑ, пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрӗ ҫакнӑ ҫынна чӗнсе илчӗ.И призвал Он человека, одетого в льняную одежду, у которого при поясе прибор писца.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пур ҫӗрте те ялав ҫӗклӗр, халӑхсем хушшинче трупа кӑшкӑртӑр, халӑхсене Вавилонпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрлӗр, ӑна хирӗҫ кайма Арарат, Минни, Аскеназ патшалӑхӗсене чӗнсе илӗр, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫма ҫулпуҫ лартӑр, учӗ-урхамахӗ хӗрлӗ шӑрчӑк чухлӗ пултӑр.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те 9. вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать: 10. эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеремия вара Варуха, Нирия ывӑлне, чӗнсе илнӗ, Иеремия ӑна Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа тӑнӑ, Варух ҫав мӗнпур сӑмаха хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ Иазанияна — Авациния ывӑлӗн Иеремийӑн ывӑлне — унӑн тӑванӗсене, унӑн пур ывӑлне, Рехавӑн пӗтӗм кил-йышне чӗнсе илтӗм те 4. вӗсене Турӑ Ҫуртне, Анан — Турӑ ҫыннийӗн Годолия ывӑлӗн — ывӑлӗсен пӳлӗмне илсе кӗтӗм, ҫав пӳлӗм улпутсен пӳлӗмӗ ҫывӑхӗнче, Турӑ Ҫурчӗн уратине хураллакан Маасейӗн, Селлум ывӑлӗн, пӳлӗмӗ тӑрринче вырӑнаҫнӑччӗ; 5. Рехав килӗн ывӑлӗсем умне эрех тултарнӑ кӑкшӑмпа куркасем лартрӑм та: эрех ӗҫӗр, терӗм.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара эпӗ Анамеилӑн, пиччем ывӑлӗн, Анафофри хирне тӳлесе илтӗм, ӑна вунҫичӗ сикль кӗмӗл виҫсе патӑм; 10. ӗнтӗ суту-илӳ хутне ҫыртӑм, пичет пусрӑм, кӳнтеленсем чӗнсе илсе виҫепе виҫсе патӑм.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑмсене итлеменшӗн 9. Эпӗ ҫурҫӗрти йӑхсене пурне те чӗнсе пуҫтарӑп та, тет Ҫӳлхуҫа, Хамӑн чурама Навуходоносора, Вавилон патшине, чӗнсе илӗп те, вӗсене ҫак ҫӗре хирӗҫ, унта пурӑнакансене хирӗҫ, таврари пур халӑха хирӗҫ ертсе кайӑп; вӗсене тӗппипе аркатса тӑкӑп, вӗсенчен сехре хӑппи, тӗнче кулли тӑвӑп, ҫӗрне ӗмӗрлӗхех юхӑнтарса хӑварӑп.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.