Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗмӗрне the word is in our database.
Ӗмӗрне (тĕпĕ: ӗмӗрне) more information about the word form can be found here.
Хура чунлӑ этем кӑна, ҫут тӗнче ырлӑхӗнчен пӑрӑнса, ӗмӗрне кичеммӗн ирттерет.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Калмӑк Смиюн пӳлминче ӗмӗрне те ун чухлӗ ыраш пулман.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗмӗрне пулман япала!

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗмӗрне пулман япала-ҫке: чӑвашсем учредительнӑй пухура пулӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Зинаида Степановна килтерӗшри ӗҫпех ӗмӗрне ирттерчӗ, темелле.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ах, чунӑмҫӑм, ӗмӗрне манас ҫук эп сире аннӳпе иксӗре.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сарт Ҫеменӗ Уҫӑп Тимахвейчпа пӗрле ӳснӗ, анчах ҫур ӗмӗрне килте пурӑнса ирттермен: ҫирӗм икӗ ҫул таҫта «сартсем» патӗнче салтакра пурӑннӑ, тӗрӗксемпе те ҫапӑҫса курнӑ, улпутсем патӗнче те Аҫтархан кӗпӗрнинче пул тытса нумай пурӑннӑ — ҫапах та ырӑ кил-ҫурт лартайман.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗр ачисем нихҫан та ман ачасемпе тан пулас ҫук, вӗсене вӑл ӗмӗрне те гимназие вӗренме ярас ҫук…

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑй ӗмӗрне ҫын патӗнче ӗҫлесе пурӑнса ирттернӗ ҫын, халиччен те ҫемйи валли ҫӗнӗ пӳрт туса лартайманскер, тарҫӑ вырӑнче шутланаканскер, хуҫине юратать пулсан, — мӗншӗн вӑл унпа туслӑ пулаймӗ?

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакӑн пек пӗр-пӗринпе сӑмах хушса ирттереҫҫӗ ӗмӗрне Элкей Микулин арӑмӗпе амӑшӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫук, ӗмӗрне те, ӗмӗрне те!

Help to translate

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вара вӑл Чернобыльтен тӗлӗнмелле (ах, нихӑҫан, ӗмӗрне те ӳкермӗччӗ вӑл ҫав тӗлӗнмелле картинӑсене. Трагеди пулнӑ вырӑна аса илмессерен куҫ хуралса килет. Телей, илем ҫеҫ ӳкерӗччӗ, анчах пурнӑҫра апла мар-ҫке-ха) картинӑсем илсе килнӗ тесе, ҫав картинӑсене Мускаври выставкӑра кӑтартаҫҫӗ тесе этем чыс-хисепне йӑлтах ҫухатмалла-и?

Help to translate

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

…Елиспа Виттюк иккӗшӗ ӗмӗрне ӗне усрарӗҫ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Унӑн ӗмӗрне ухмахсем ҫителӗклех!

На его век дураков хватит!

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Миҫе сыпӑк ҫамрӑксен ӗмӗрне пӗтерсе хунине пуҫлӑхсем пӗлеҫҫӗ-ши?

Help to translate

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Наҫтукӑн кӗҫӗн хӗрӗн, Каша ялӗнче ӗмӗрне ирттернӗ Елизавета Степановна Клементьевӑн (Головина), амӑшӗ ҫинчен каласа панӑ тапхӑрта куҫҫулӗсем чарӑнми юхрӗҫ.

Help to translate

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Татьяна Кунтикаври 7 класс вӗренмелли шкул хыҫҫӑн Пӑвари медицина училищинче пӗлӳ илнӗ, Тельман районне кӗнӗ Мамӑк ялӗнчи больницӑра фельдшерта ӗҫленӗ, Нурлат енчи чӑваш каччипе пӗрлешсе ӗмӗрне Хусанта пурӑнса ирттернӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Вӗсен ӗмӗрне хытӑран та хытӑ Гласин уҫрӗ, вӑл ырӑ курса пурӑнма кӑмӑллакан, салатма юратакан Петагра хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех — ҫуртне, лашисемпе тумтирне, ял хуҫалӑх машинисене — выляса ячӗ, ҫири кӗпи-йӗмӗпе ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Эру происшествий открыл классически скупой Гласин, проиграв расточительному, любящему пожить Петагру все, что имел: дом, лошадей, одежду, сельскохозяйственные машины, — и оставшись лишь в том, что подлежит стирке.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Ӗмӗрне ертсе пыракан вырӑнсенче ӗҫлесе ирттернӗ.

Всю жизнь проработал на руководящих должностях.

Николай Зайцев 80 тултарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31441.html

— Ӗненӗр, юлташсем, миҫе ҫул ӗҫлетӗп ӗнтӗ чугун ҫул ҫинче, кун пекки ӗмӗрне курман, — хӗремесленсех ӑнлантарать хура тумтирлӗ ҫын.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed