Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Анчах вӗсенӗн ӗҫӗ нумайчченех ӑнса пыраймӗ: вӗсен ӑссӑрлӑхӗ те леш ҫынсенни пекех пурне те паллӑ пулӗ.9. Но они не много успеют; ибо их безумие обнаружится перед всеми, как и с теми случилось.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑншӑн тӑрӑш, ҫавӑнпа пӗрле пул, санӑн ӗҫӳ ӑнса пынине пурте курччӑр.15. О сем заботься, в сем пребывай, дабы успех твой для всех был очевиден.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар калама Троадӑна пырсан, Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе манӑн ӗҫӗм ӑнса пыратчӗ пулин те, 13. чунӑм пусӑрӑнма пӗлмерӗ: эпӗ унта Тит тӑванӑма тупаймарӑм; вара вӗсемпе сывпуллашса Македоние кайрӑм.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй савнӑ тӑванӑм! эпӗ саншӑн сывлӑхлӑ пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп, чуну ырӑланса пынӑ пек, санӑн пурте ӑнса пытӑрччӗ тетӗп.2. Возлюбленный! молюсь, чтобы ты здравствовал и преуспевал во всем, как преуспевает душа твоя.
3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унтан вӗсене ытарӑш каласа панӑ: пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырри ӑнса пулнӑ; 17. вӑл вара хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «мӗн тӑвас-ши манӑн? тыррӑма пуҫтарса хума вырӑн ҫук» тенӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хам вара сывах, ӗҫсем те пирӗн ӑнса пыраҫҫӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Таврара ҫӳресе Маттафийӑпа унӑн юлташӗсем чӳк вырӑнӗсене аркатнӑ, 46. Израиль ҫӗрӗнчи ӳт кастарман ачасене пӗр хӑрамасӑр ӳт касса ҫӳренӗ; 47. мӑнаҫлӑх ывӑлӗсене йӗрленӗ, вӗсен ӗҫӗ ӑнса пынӑ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ Санпа сутлашас пулсассӑн, тӳрри Эсӗ пулӑн; ҫапах эпӗ Санпа тӳрӗ сут ҫинчен калаҫӑп: мӗншӗн-ха усаллисен ҫулӗ ӑнса пырать, ултавҫӑсем пурте ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ?
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санпа пӗрле — Санӑн ӗҫӳсене пӗлекен ӑслӑлӑх, вӑл Эсӗ тӗнчене пултарнӑ чухнех Санпа пӗрле пулнӑ, вӑл Санӑн умӑнта мӗн кирлине, Санӑн ӳкӗтӳсем тӗлӗшӗнчен мӗн тӳррине пӗлсе тӑрать: 10. сӑваплӑ тӳперен ярса парсам ӑна, Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑ пуканӗнчен ярса парсам ӑна — вӑл мана ӗҫӗмсенче пулӑшса пытӑрччӗ, Сан умӑнта мӗн кӑмӑллӑ пулнине манӑн пӗлсе тӑрасчӗ: 11. вӑл пӗтӗмпех пӗлет, ӑнланать, ӗҫӗмсенче мана ӑслӑн ертсе пырӗ, мана хӑйӗн мухтавлӑхӗпе упраса хӑварӗ; 12. вара ӗҫӗмсем те ӑнса пырӗҫ, Санӑн халӑхна тӳррипе сут тӑвӑп, аттемӗн аслӑ пуканне тивӗҫлӗ пулӑп.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. [Ултавҫӑ ывӑлӗн нимӗн ырри те ҫук, ӑслӑ чуран вара ӗҫӗ ӑнса пырать, унӑн ҫулӗ те тӳрӗ.]14. [У сына лукавого ничего нет доброго, а у разумного раба дела благоуспешны, и путь его прямо.]
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ултавҫӑ ҫыннӑн ҫулӗ ӑнса пынӑшӑн ан кӗвӗҫ.Не ревнуй успевающему в пути своем, человеку лукавствующему.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл юхӑм шыв хӗррине лартнӑ йывӑҫ пек пулӗ: ҫав йывӑҫ хӑйӗн ҫимӗҫне вӑхӑтӗнче пултарать, унӑн ҫулҫийӗ те шанмасть; ҫав ҫын мӗн ӗҫ тӑвать — унӑн пурте ӑнса пырать.
Пс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ывӑлӑм, ху ӗмӗрӳнте яланах Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра асра тыт, ҫылӑха кӗресрен, Унӑн йӗркисенчен тухасран сыхланса пурӑн, пурӑнӑҫунта кирек хӑҫан та тӳррине ту, ҫылӑх ҫулӗпе ан ҫӳре: 6. тӳрӗлӗхе тытса пурӑнсан, мӗн тунӑ ӗҫӳ санӑн ӑнса пырӗ; тӳрӗлӗхпе пурӑнакансен пуринӗн те ӗҫӗсем ҫапла ӑнса пыраҫҫӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Аггейпа Захария пророксем малтанах каласа хунӑ пек, сӑваплӑ ӗҫ ӑнса пынӑ.3. И успешно шло святое дело, при пророчествах пророков Аггея и Захарии.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Сисинни Дарие ҫырса янӑ ҫырӑва ӳкерсе илни: «Сирипе Финикия ҫӗрне тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсем, Дарий патшана савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 8. Патша хуҫамӑр пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир, Иудея ҫӗрне ҫитсе Иерусалим хулине кӗрсессӗн, Иерусалим хулинче иудейсен тыткӑнран таврӑннӑ аслӑ ҫыннисене куртӑмӑр, 9. вӗсем Ҫӳлхуҫа валли чутласа якатнӑ хаклӑ чулсенчен, стенисене йывӑҫ хывса, ҫӗнӗ пысӑк Ҫурт тӑваҫҫӗ; 10. ку ӗҫе тӑрӑшса тӑваҫҫӗ, ӑнса пырать ӗҫ вӗсен аллинче, питӗ чаплӑ та тӗплӗ тӑваҫҫӗ. 11. Вара эпир ҫак аслӑ ҫынсенчен: «ҫак Ҫурта, ҫак ӗҫе эсир кам хушнипе тӑватӑр?» тесе ыйтрӑмӑр.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир Иудея ҫӗрне аслӑ Туррӑн Ҫурчӗ патне кайса килтӗмӗр; Ҫурта шултӑра чултан купалаҫҫӗ, стенисене йывӑҫ та хывса хӑвараҫҫӗ; хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ, ӑнса пырать ку ӗҫ вӗсен аллинче. 9. Эпир вӗсен аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтрӑмӑр: «ку Ҫурта тума, ӑна туса лартма кам ирӗк панӑ сире?» терӗмӗр.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ӗҫе тытӑннӑ, ӗҫӗ ӑнса пынӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Халӗ те, ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пултӑр! ӗҫӳ ӑнса пытӑр, Ҫӳлхуҫа Турру валли, Вӑл сан пирки каланӑ пек, Ҫурт туса лартмалла пултӑр.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫак халал сӑмахӗсене [пурне те] тытса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа пырӑр, вара эсир тӑвас кирек мӗнле ӗҫ те ӑнса пырӗ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Египет ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул хушши [ӑнса] пулнӑ тӗрлӗ тырпула Иосиф пухсах пынӑ, тырра хуласене пухса хунӑ; кашни хулана ун таврашӗнчи хирсенчен тырӑ пухса хунӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.