Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫухатса (тĕпĕ: ҫухат) more information about the word form can be found here.
Вӑл унпа суранӗ ҫинчен астутарса мар, пачах урӑх япаласем ҫинчен калаҫма тӑрӑшрӗ пулин те, хӑйӗн куҫӗсенчен ҫав тери хытӑ пӑхнӑ пирки Базаров, чӑтӑмне ҫухатса, килтен каяссипе хӑратрӗ.

И хотя он не только не упоминал об его ране, но даже старался говорить о самых посторонних предметах, однако он так настойчиво заглядывал ему в глаза и так тревожно наблюдал за ним, что Базаров потерял терпение и погрозился уехать.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Павел Петрович юлташӗсем ыйтнине, пуҫлӑхсем ӳкӗтленине пӑхмасӑрах отставкӑна тухнӑ та, княгиня хыҫҫӑн тухса кайнӑ; тӑватӑ ҫула яхӑн вӑл пӗрре княгиня хыҫҫӑн хӑваласа, тепре ӑна юриех куҫран ҫухатса ют ҫӗршывра пурӑннӑ; вӑл хӑйӗнчен хӑй вӑтаннӑ, хӑй ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнӑшӑн ҫилленнӗ…

Павел Петрович вышел в отставку, несмотря на просьбы приятелей, на увещания начальников, и отправился вслед за княгиней; года четыре провел он в чужих краях, то гоняясь за нею, то с намерением теряя ее из виду; он стыдился самого себя, он негодовал на свое малодушие…

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ярсамччӗ, — каллех каларӗ вӑл салхуллӑн, шанчӑкне ҫухатса, — ярсамччӗ, туршӑн та, ярсамччӗ!

— Отпусти, — повторил он с унылым отчаяньем, — отпусти, ей-Богу, отпусти!

Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.

Ҫак малаец чӗлхине ҫухатса пысӑк парне кӳнӗ, ҫавӑншӑн вара пысӑк хӑват илнӗ, тет ун пирки Муций.

Муций говорил о нем, что, поплатившись языком, этот малаец принес великую жертву — и зато обладает теперь великою силой.

VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Ун ҫине темле ӗлӗкхи сас паллисемпе телей ҫинчен ҫырнӑ тет — халь сӑмахӗсем те пӗр-пӗрне ҫухатса ним пӗлтерӗшсӗр юлчӗҫ пуль.

Говорят, на нём старинными буквами написано про счастье, а когда он разбился, наверное, слова потеряли друг друга и теперь ничего не значат.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Анчах кӗске ҫапӑҫу хыҫҫӑн банда ункӑна пурпӗр татса тухрӗ те, вилнисемпе аманнисене сакӑр ҫын ҫухатса, Дон ҫыранӗ ҫумӗпе тарса кайрӗ.

Но после короткого боя банда все же прорвалась и ушла берегом Дона, потеряв восемь человек убитыми и ранеными.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйсен утаманӗсене ҫухатса пӗтерсе, вӗсем округ тӑрӑх таҫта-таҫта ҫапкаланса ҫӳренӗ те хаваспах Фомин патне кайнӑ.

Потеряв своих атаманов, они скитались по округу и охотно шли к Фомину.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна шыв пачӗҫ, вут пек вӗри ҫамкине йӗпетрӗҫ, ытлашши хытӑ йынӑшма е тӑн ҫухатса кӑшкӑрма тапратсан, ҫӑварне алӑпа е ҫӗлӗкпе хупласа тытрӗҫ.

Ему давали воду, смачивали пылающий лоб и ладонями или шапкой закрывали рот, когда он начинал слишком громко стонать или бредить.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вилӗ чӗмсӗрлӗхпе пиеленнӗ ҫеҫенхирӗн юрлӑ анлӑшнелле тӗтреленнӗ куҫӗсемпе тинкерсе ҫуна ҫинче ларса пынӑ чухне те, ҫӗрле ӑҫта та пулин ҫынсем чыхланса тулнӑ пӑчӑ та пӗчӗк пӳлӗмре куҫне хупса, шӑлӗсене ҫыртса выртнӑ вӑхӑтра та вӑл пӗрмаях тӑнне ҫухатса чирлӗ выртакан, таҫти ҫӗрти ют поселокра пӑрахса хӑварнӑ Аксинья ҫинчен, Татарскинче юлнӑ ҫывӑх ҫыннисем ҫинчен шухӑшларӗ…

Сидя на санях, устремив затуманенный взор в снежные просторы исполненной мертвого безмолвия степи, или лежа ночью с закрытыми глазами и стиснутыми зубами где-нибудь в душной, переполненной людьми комнатушке, думал все об одном: об Аксинье, больной, обеспамятевшей, брошенной в безвестном поселке, о близких, оставленных в Татарском…

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӑн ҫухатса, ачисене курмасӑр вилесрен хӑрать…»

Боится, что обеспамятеет и не увидит детей…»

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темӗн те хӑтлантӑн ав: пӑрахас та терӗн ӑна, тӑнна та ҫухатса кӑтартрӑн, мӗн кӑна тумарӑн пулӗ, турра та ав хӑвӑрӑн ҫылӑхлӑ ӗҫе хутшӑнтартӑн…

Вон какую чуду сотворила: и бросать-то его собралась, и омороком тебя шибало, и чего ты только не делала, бога и то в ваши поганые дела путала…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Командир тӑрлавсӑр пулчӗ-тӗк, кунта ҫынсене ҫухатса пӗтерме пит ытлашши ӑсах кирлӗ мар.

Тут нехитро людей в трату дать, ежели командир — бестолочь.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫаксем, ӗҫ нумаййи ҫине йӑвантарса каласа пӗтерменнисем, Аникея пур енчен те ӑнланмаллах мар ҫав, вӑл ытларах та ытларах иккӗленме пуҫларӗ, шанчӑкне ҫухатса, ҫыранти йывӑҫ пек пулса пычӗ: паян вӑл, сип-симӗсскер, хӑйне мӗн кӗтнине пӗлмесӗр, юхса выртакан шыв ҫине пӑхса капӑрланса ларать-ха, турачӗсемпе ҫиле тытать, ыран акӑ таҫта шалта ӑна ҫӗр ҫинче тытса тӑнӑ тымарӑн юлашки чӗтренчӗк шӑнӑрӗ татӑлать те, йывӑҫ йӑванса шыв ҫине кӗрӗслетсе ӳкет…

Что-то в этих отговорках и недомолвках было не до конца понятно Аникею, и сомнения и недоверие подтачивали и подмывали его, как дерево на берегу: сегодня оно, еще живое и зеленое, красуется, не зная, что его ждет, смотрится в бегущую мимо реку, ловит ветками ветер, а завтра треснет где-то в глубине последняя судорожная жила корня, что держала его на земле, дерево закачается и рухнет в поток…

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Неушлӗ принциплӑха ҫухатса, ҫӳлерех ҫӗкленме шухӑшлать вӑл?

Неужели он думает ценой беспринципности заработать себе высокое положение?

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анохин, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑскер, Лизӑ аллинчен мунчала илчӗ те, тӳсӗмлӗхне ҫухатнӑҫемӗн ҫухатса, унӑн яклашка ҫурӑмне сӑтӑркалама пуҫларӗ.

Весь пылая, он взял из ее рук мочалку и стал водить ею по скользкой спине Лизы, с каждым движением теряя самообладание.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл тахҫан ялта чи чаплӑ купӑсҫӑ пулнӑ, унтан ӗҫме пуҫланӑ, ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ — вӑл тирпейне ҫухатнӑҫем ҫухатса пынӑ, вара ун пухусенче тухса каласси, пурне те хӑйӗн кӑмӑллӑ та ҫемҫе сассипе килентересси ҫеҫ юлнӑ.

Когда-то первый гармонист на деревне, он начал пить, с годами опустился, и осталась у него одна страсть — выступать на собраниях, покорять всех мягким, бархатным голосом.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл лаша витине кӗмесӗрех, хӑйсен килнелле пӑрӑнчӗ, тилхепине пӑрахрӗ те, тӳсӗмне йӑлтах ҫухатса, алӑка туртрӗ.

Не заезжая на конюшню, он свернул к своей избе и, бросив вожжи, теряя последние остатки терпения, рванул на себя дверь.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл каласа пӗтереймен, ашшӗ хӑрушла хытӑ тапнипе стена ҫумне кайса кӗрӗслетнӗ, курпунӗпе сак ҫине ӳкнӗ, вӑйсӑррӑн йынӑшса янӑ, урисем шӑтӑртатса кӑшт авӑннӑ та, тӑнне ҫухатса, урайне тӗшӗрӗлсе аннӑ.

Она не договорила — страшный удар отбросил ее к стене, она упала горбом на лавку, слабо вскрикнула, ноги ее подогнулись, словно хрустнули, и она беспамятно свалилась на пол.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун ҫумӗнче винтовки те, хӗҫӗ те ҫук, сылтӑм уринчи атти таҫта ҫӗтнӗ, — вӗсене йӑлтах вӑл ӗнерхи ӗҫкӗ хыҫҫӑн ҫухатса пӗтерме ӑс ҫитернӗ.

На нем не было ни винтовки, ни шашки, не было и сапога на правой ноге, — все это умудрился растерять он после вчерашней пьянки.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан тыткӑнрисем, хӗнесрен кӑштах та пулин упранас шанчӑка ҫухатса, сапаланса утрӗҫ.

И пленные потеряли надежду хоть в какой бы то ни было мере сохранить себя от побоев, шли уже враздробь.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed