Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗнче (тĕпĕ: ҫум) more information about the word form can be found here.
Ленин вӑл — гений, ун ҫумӗнче эпир пигмейсем кӑна.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӳрт умӗнчи пӗчӗк пахчан решетке карти ҫумӗнче кӑвакпа сӑрланӑ типтерлӗ сак пур, ҫавӑн ҫине лак! ларчӗ Таранов, хӑй чӗрне хури чухлӗ те айӑплӑ маррине туяканскер, тӗлӗннипе кулса ячӗ:

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Каҫхине, хӗвел анса тӗттӗмленсен, укӑлча хӗрринчи Укахви кинемисен тӗлне ҫитрӗ — каллех инкек: лаҫ ҫумӗнче пӗрене купи ҫинче хӗрпе юнашар Петр Васильевич ларать.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурте вӗсем юсав учрежденийӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ.

Help to translate

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

40 ҫултан тӗл пулнӑскерсем - тӗрлӗ халӑх ывӑлӗ-хӗрӗ - музей ҫумӗнче Ленинград ачисене халалласа аллея уҫнӑ.

Help to translate

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Мечӗт ҫумӗнче общество канашӗ пурри тӗлӗнтернӗ.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Радик ҫине Егоров ҫумӗнче ларакан шурӑ ҫӳҫлӗ хӗрача та ҫаврӑнса пӑхрӗ, кӑшт кулса илчӗ, Радикӑн ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх, ҫав кулла курсан, ӑшӑ чупса иртрӗ…

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Валерия Ивановна пуҫне ҫӗклерӗ те решетке карта ҫумӗнче упӑшки тӑнине курчӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Манӑн чӗре, юрра итленӗ майӑн, хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ, тепӗр самантран эпӗ хӑва тӗми ҫумӗнче юрлаканне хӑйне те куртӑм — вӑл вӑрмантан тӳрех ман тӗле утса тухрӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Урай варринче вӑрӑм сӗтел, стена ҫумӗнче — йывӑҫ кровать, стенисене ҫутӑ шпалерпа типтерлӗн ҫыпӑҫтарса тухнӑ, тӗпелте сӑнӳкерчӗк ҫакӑнса тӑрать.

Help to translate

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ун ҫумӗнче темле икӗ шукӑль тумланнӑ ҫын тӑратчӗҫ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Тепӗр самантранах ӑна эпӗ, хулӑ татки тытнӑскерне, утӑ капанӗ ҫумӗнче тӑракан ӗнесем патӗнче куртӑм, вӗсене вӑл картишнелле хӑваласа килчӗ…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӗрлӗк карта тытнӑ пахча ҫумӗнче пӗлтӗрхи утӑ капанӗн юлашки чалӑшса ларать, унтах пӗр хӗрлӗ енӗпе пушмак пӑру кавлесе тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Стена ҫумӗнче кӗленче алӑклӑ икӗ пысӑк шкап, кӗтесре «Родина» приемник кӗрлесе ларать.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Мӗне тӑрать-ши вӑл хӑйӗн арӑмӗ ҫумӗнче?..»

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мосальский, ҫак сӑмахсенчен хӑраса, ҫаплах стена ҫумӗнче хӗсӗнсе, чӑмӑртанса ларчӗ, юлашкинчен вӑл сасартӑк вӑй пухрӗ те, хӑйӗн шикленӗвне пӗтӗмпех айккине сирсе, ҫав сӑмахсене хирӗҫ ура ҫине хӑюллӑн тӑчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫак пӗрремӗш чӑваш оперине лартма хатӗрленме кирлӗ майсем шыра-шыра асапланса пӗтнӗ хыҫҫӑн театр ҫумӗнче каҫсерен ӗҫлекен икӗ студи (вокалистсен тата балет студийӗсем) йӗркелерӗмӗр.

Help to translate

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ухтарсан, ун ҫумӗнче 46 тенкӗ те 65 пус укҫа тупӑнчӗ.

Help to translate

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл халӗ ун ҫумӗнче тӑнӑ та пӗтӗмпех курнӑ-ҫке-ха!

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Карта ҫумӗнче Тамара Сухомлинский кӗнекине кӑтартасшӑнах чарӑнса тӑман-мӗн.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed