Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗччӗн the word is in our database.
ҫивӗччӗн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӗҫ, унӑн аллинче ҫивӗччӗн вӑйкӑнса, лутра маччаллӑ коридорта ҫутӑ ункӑ туса илчӗ.

В руке его она с визгом описала под низким потолком коридора сияющий круг.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем тачанкӑна хӑйсене атакӑлакан казаксем еннелле пулемет ҫӑварӗпе ҫавӑрса лартасшӑн аппаланчӗҫ, анчах хӗсӗк тӑкӑрлӑкра май килмерӗ пулас: пулемет шӑпах ларчӗ, ӗнтӗ винтовка сассисем те сайрарах кӗрӗслетрӗҫ, пульӑсем вӗрин те ҫивӗччӗн шӑхӑрса вӗҫни Григорий хӑлхине сахалтарах пӗҫертсе иртме пуҫларӗ.

Они пытались повернуть тачанку дулом пулемета на атакующих их казаков, но в узком проулке это им, видимо, не удавалось: пулемет молчал, и все реже хлопали винтовочные выстрелы, все реже обжигал слух Григория горячий посвист пуль.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сиссе юлмалла мар тепӗр темле самантран Григорий хӑйӗн лаши янӑравлӑн тапӑртаттарса чупнӑ, пульӑсем ҫивӗччӗн чвиклете-чвиклете иртнӗ тата хӑлхара ҫил шӑхӑрса уланӑ сасӑсем хушшинче хыҫран вирхӗнсе килекен сотня тӗпӗртеттерсе ҫывхарнине пачах илтми пулчӗ.

Еще какой-то неуловимый миг — и Григорий сквозь сыплющийся гул копыт своего коня, сквозь взвизги пуль и завывающий в ушах ветер перестал слышать грохот идущей сзади сотни.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех ҫак кил хушшинчи кӗлет тӑрринчен пулемет сасси ҫивӗччӗн тӑкӑртатса кайрӗ.

Вскоре с крыши амбара в этом дворе резко затакало.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗрӗслемелле персе янӑ снаряд чуна ҫӳҫентермелле ҫивӗччӗн сӳлетсе ҫывхарчӗ, ҫак вичкӗн сасӑ вӑйланса-вӑйланса пырса, хӑйӗн юлашки чиккине ҫитнӗ пек туйӑннӑ тӗле вара пӗр ҫӑханӗ, кӑшт ҫӳлтентерех вӗҫекенни, сасартӑк ҫавраҫил ярса илнӗ турпас пек хӑвӑрт-хӑвӑрт пӗтӗрӗнме пуҫларӗ те, ҫунаттисене чалӑшшӑн сарса пӑрахса, сывлӑшра ҫаплах тытӑнса тӑрасшӑн майӗпен ҫавӑрӑнкаласа, тӗм-хура пысӑк ҫулҫӑ ӳкнӗ пек, ҫӗрелле вӗлтӗртетсе ӳкме тытӑнчӗ.

Пристрельный снаряд с тугим нарастающим скрежетом стал приближаться, и когда вой его, казалось, достиг предельного напряжения, один из воронов, летевший выше, вдруг бешено завертелся, как стружка, схваченная вихрем, и, косо простирая крылья, спирально кружась, еще пытаясь удержаться, стал падать огромным черным листом.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ку вӑхӑтра Дон урлӑ каҫни уссӑр, — кӳренчӗклӗн мӑкӑртатрӗ Мишка, халӗ те-ха пехота салтакӗ пек ҫивӗччӗн те пӗр ураран утма хӑнӑхаймасӑр.

— Пустяковое дело в это время переходить Дон, — обиженно буркнул Мишка, все никак не приспособившийся шагать по-пехотному — четко и в ногу.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Март уйӑхӗнчи ҫеҫенхирӗн ҫуна тупанӗсем шӑхӑрнипе тата утсен чӗрнисем ҫивӗччӗн чаклатнипе кӑна хускалнӑ кӑнтӑрлахи шӑплӑхне тупӑ сасси ытла та кӗмӗркке япала йӑтӑнса аннӑ пек хыттӑн кӗмсӗртетсе хупласа хучӗ.

Тишину мартовского степного полдня, нарушаемую лишь свистом полозьев да чавкающим перебором конских копыт, обвальным раскатом задавил гул орудия.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон варрине ҫитсен, ҫивӗччӗн чӗвиклетсе илсе, пуля ун ҫывӑхӗнчех хӑмпӑлчӑллӑ таса пӑр ҫине тӑрӑнчӗ, пӑр катӑкӗсем, ун мӑйне ҫунтарса илсе, тӗрлӗ еннелле сирпӗнчӗҫ.

Уже на середине Дона, взвыв, пуля вгрызлась возле Григория в чистую круговину пузырчатого льда, осколки посыпались, обжигая Григорию шею.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫивӗччӗн ручной пулемет шӑтӑртатса кайрӗ.

Лихо зачечекал ручной пулемет.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка сӑмсине нихҫан туртса курман сигара шӑрши ҫивӗччӗн кӑтӑклантарса кайрӗ.

Нюх Мишки остро щекотал незнакомый запах сигары.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уҫӑ алӑк ҫутинче казакӑн килпетсӗр тӑлпӑвӗнчи кашни вак-тӗвек йӗр уҫҫӑн та ҫивӗччӗн куҫ умне тухса тӑчӗ.

В просвете двери каждая линия нескладной фигуры казака вырисовывалась рельефно и остро.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сасӑсен кӗрлевӗ чаксах пычӗ (вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ ҫил ҫапла, тулӑ хумӗ ҫине выртса, ӑна айлӑмалла йӑвантарма пикенет); лӑпланса ҫитме ӗлкӗреймен шӑв-шава ҫивӗччӗн ҫурса, Кривошлыковӑн хӗрачанни евӗр ҫинҫе сасси янӑраса кайрӗ:

Громыханье голосов улеглось (так выбившийся из сил ветер ложится на волну пшеницы и клонит ее долу), в недозревшую тишину всверлился девичье-тонкий голос Кривошлыкова:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулемет сасси ҫивӗччӗн шӑтӑртатса кайнипе Анна хӑлхине хупласа тытрӗ.

Бодрый говор пулемета заставил Анну заткнуть уши.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗри сасартӑк хӑвӑрт та ҫивӗччӗн тапма пуҫланипе Бунчук хӑйне такам пӑвнӑ чухнехи пек ҫӑтӑхса сывларӗ, хӑяккӑн ҫаврӑнса тӑчӗ, чӑматанне лартрӗ те кухньӑри япаласем ҫине пӑхса илчӗ: фуксинпа сӑрланӑ пысӑк ҫамкаллӑ симӗс кӑмака ӗлӗкхиллех тараватлӑн курӑнать; ҫутӑ кӑвак ҫитса чаршав хыҫӗнчен Бунчук ҫине ватӑ ула кушак, этем пек тӗлӗнсе, куҫӗсемпе чӑл-чӑл пӑхса ларать, — ахӑртнех теплерен ҫеҫ кунта ҫынсем килкелесе ҫӳреҫҫӗ пулмалла.

С внезапно и остро застучавшим сердцем, — через рот, как при удушье, вдыхая воздух, Бунчук повернулся и, кинув чемодан, оглядел кухню; так же приветливо зеленела окрашенная фуксином лобастая печь, из-за голубенькой ситцевой занавески выглядывал старый пегий кот; в глазах его светилось осмысленное, почти человеческое любопытство, — видно, редки были посетители.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Подтелков, етре пек куҫӗсене ҫивӗччӗн ҫутӑлтарса, Григорий ҫине тӳррӗн шӑтарса пӑхрӗ.

 — Подтелков проворней заворочал картечинами глаз, кинул лобовой грузный взгляд на Григория.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫивӗччӗн, чуна ыраттарас пек чавклатса пыраҫҫӗ такан сассисем.

Резко, звучно до боли щелкали подковы.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Походсене илсе ҫӳремелли тимӗрҫӗ лаҫҫинчи вӗркӗчсем ҫав кун кунӗпех пӳлӗнчӗклӗн хашӑлтатса тӑраҫҫӗ, вӗри кӑмрӑк шӗл-кӑваррӑн тӗлкӗшсе хӗмленет, мӑлатуксем ҫивӗччӗн чанклатаҫҫӗ, стансем хушшине кӗртсе тӑратнӑ утсем пӗр сасӑпа ҫухӑрса кӗҫенеҫҫӗ.

Весь день в походной кузне хрипели, задыхаясь, мехи, рдяно горел раскаленный уголь, звенели молотки, у станков зло визжали кони.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Левое плечо вперед… арш! — ҫивӗччӗн команда парать бушлат тӑхӑннӑ матрос.

Матрос в бушлате командует: — Левое плечо вперед… арш!..

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах револьверне кӑларма ӗлкӗреймерӗ: ун пуҫӗ тӗлӗнчен пуля ҫивӗччӗн шӑхӑрса вӗҫсе иртрӗ.

Но вытащить револьвер не успел: выше головы его цвинькнула пуля.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Упне ҫавӑрса пӑрахнӑ пысӑк мар пичке ҫинче — офицерсем хупӑрласа илнӗ Калмыков; вӑл ҫивӗччӗн, сӑмахӗсене пат татса, уҫҫӑн кӑшкӑрса калаҫать.

В средине, окруженный офицерами на опрокинутом бочонке, стоял Калмыков, резко раздельно кричал:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed