Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хаврӑна килӗнче туртма никамӑн та юрамасть, ҫакӑншӑн вилӗмпе явап тыттараҫҫӗ.Никто не имеет права курить Хавру у себя на дому, — за это наказываются смертью.
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ӗҫме, ҫиме, ваннӑра ҫӑвӑнса уҫӑлма, каҫарӑр та, ҫакӑншӑн кунта вӗҫсе килмеллеччӗ-и вара?Пить, есть, в ванных прохлаждаться — за этим, ведь, и лететь не стоило.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Алеша ӑна шӑпах ҫакӑншӑн юратать те хӗрхенет, анчах ир ҫитет те — яланах ӑҫта та пулин каясси пирки шухӑшлать.За это он её любил и жалел, но, как утро, — глядел куда бы уйти.
Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫакӑншӑн манӑн аманнӑ урана тата мана инкек кӳнӗ акӑлчан шакӑрчине тав ту.Поблагодари мою раненую ногу и английскую стрелялку, которая меня обманула.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Отрядра ҫакӑншӑн юратаҫҫӗ те ӑна.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫакӑншӑн Кларк чылаях пӑшӑрханчӗ.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Этем юнӗ ҫакӑншӑн юхрӗ вӗт-ха.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эх, ҫакӑншӑн пулсан Кларк тем тума та хатӗр!
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сomme il faut ҫынни вӗсенчен танлаштарма ҫук ҫӳлте тӑрать; вӑл вӗсене картинӑсем ӳкерме, нотӑсемпе кӗнекесем ҫырма, ырӑ ӗҫсем тума ирӗк парать, — вӑл вӗсене ҫакӑншӑн мухтать те: лайӑх япалашӑн кирек кама та мухтама юрать, — анчах вӑл вӗсемпе пӗр шая тӑма пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл comme il faut ҫынни, вӗсем унашкал ҫынсем мар, — ҫакӑ ҫителӗклех.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах вӗсем ҫакӑншӑн айӑплӑ маррине тата ӑнлану ҫукки вӗсене лайӑх та ӑслӑ хӗрачасем пулма чӑрмантарманнине эпӗ ун чухне ӑнланмастӑмччӗ, вӗсенчен йӗрӗнеттӗмччӗ кӑна.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба яланах тӳррӗмӗн пӑхать, хӑшпӗр чухне хӑйӗн пысӑк хура куҫӗсене кам ҫине те пулин тӗллет те чылайччен тинкерсе пӑхса тӑрать, ҫакӑншӑн ӑна: ку ҫынна хисеплеменни пулать, тесе ятлаҫҫӗ; Катя, пачах урӑхла, куҫ хӑрпӑкӗсене усса хурать, куҫне хӗсет, ҫывӑхрине кӑна куратӑп тесе ӗнентерет, анчах вӑл лайӑхах курнине эпӗ питӗ аван пӗлетӗп.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн ӗненӗвӗсем тата ырӑрах пулма пултарни мӗнех вара, унӑн пурнӑҫӗ чаплӑрах тӗллев патнелле тӗмсӗлнӗ; ҫакӑншӑн ку таса чуна сахалтарах юратмалла-ши, унран сахалтарах тӗлӗнмелле-ши вара?
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсӗ ытла та ырӑ, савнӑ тусӑм; ман кӑмӑла хуҫасран, хӑван ӗҫӳсем чӑннипе епле пулса пынине пытаратӑн; ҫапах эпӗ ҫакна тӗшмӗртетӗп; эсӗ, ахӑртнех, питӗ нумай выляса янӑ, анчах эпӗ тупа тӑватӑп сана, ҫакӑншӑн пӗртте кӳренместӗп; ҫавӑнпа ку ӗҫе тӳрлетме май пулсан, тархасшӑн ун пирки нумай ан шухӑшла, кӑлӑхах ан хуйхӑр.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Катенька ҫакӑншӑн тӗлӗнчӗ пулас та аллине карт туртса илчӗ: ҫак хусканупа вӑл чӑланта ларакан ҫӗмрӗк пукана тӗкӗнчӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ аванах ӑнланатӑп, — ответлерӗ анне, — вӑл мана пӗр темле сунарҫӑ хӑйне юриех йытӑсемпе вӗслетни ҫинчен каласа пачӗ, халь вӑл ак мӗн калать: «Йытӑсемпе туллаттарса тӑктарасшӑнччӗ, анчах турӑ ямарӗ», — тет, ҫакӑншӑн сунарҫа айӑпламасӑр хӑварма ыйтать санран.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑншӑн ӑна рота пухӑвӗсенче пӗр хут ҫеҫ мар критикленӗ, анчах вӑл шарламасть, каллех ӗлӗкхи пек хӑтланать.Его много раз ругали на ротных собраниях, но он отмалчивался и делал все по-старому.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗррехинче Клавье аппа та мана ҫакӑншӑн чӑнласах ырларӗ.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫакӑншӑн мухтанма тивӗҫ! — терӗ вӑл.
Эпӗ поэт пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Вара эсӗ ҫакӑншӑн вӑтаннӑ-и?
Эпӗ поэт пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пулсан, сана ҫакӑншӑн ҫийӗнчех персе пӑрахнӑ пулӗччӗҫ.
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.