Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пиллӗхлӗ Чӑваш ҫӗрӗ пурӑнмашкӑн чӑннипех лайӑх вырӑн шутланать.Благословенная чувашская земля по праву считается прекраснейшим местом для жизни.
Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/24/news-3595492
Чӑваш Ен культури – чӑваш ҫӗрӗ ҫинче мӗн авалтан туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан 128 наци представителӗн хӑйнеевӗр йӑли-йӗркипе авалхи еткерӗн ҫураҫуллӑ пӗрлӗхӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Консуэло ҫӗрӗ те тӑхӑнмасть, алка та ҫакмасть.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӗрӗ аванни аван та, анчах шӑл витмест.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӗрӗ ҫукчӗ — ҫӗр халӗ те ҫук.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Праҫник ҫӗрӗ, уйрӑмах мункунра, мӗнпур вӑтӑр чиркӳ чанӗсем янрама пуҫласан, пӗтӗм хула ҫийӗпе сывлӑш хумханса кӗрлетчӗ, вӑл сасӑ вара йӗри-тавра ҫирӗм километра ҫитех илтӗнетчӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ун ӑшӗнче — кӗмӗл ҫӗрӗ…
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
Ҫӗрӗ Йӑр-йӑрӑн икӗ куҫӗнчен те лекрӗ, ҫак самантрах вӗсем курма пуҫларӗҫ.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Гнор — асамлӑ ҫутӑпа тӗрлӗ тӗслӗ мӗлкесен вӑййин, ешӗл йывӑҫ-курӑк ӗнтӗркевӗн тыткӑнӗнче; ҫӗр тулли кӑкӑрӗпе сасӑсӑр сывлать — тискер кайӑксен юратуллӑ кӑшкӑрӑвӗ евӗр йӑваш тата хаяр пуш хирсен шухӑша путнӑ ҫӗрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Сигби чи мала хӗсӗнсе тухрӗ — вӑл ҫакнашкал япалана нихӑҫан та вуламан, ашшӗ хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче харам вилнӗ пулин те.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вырӑс ҫынни Сидор ятпа чӑваш ҫӗрӗ ҫине, сӗм вӑрмана ахальтен килсе кӗмен-тӗр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӗрӗ ҫав тери тӗттӗм марччӗ, ҫавӑнпа унӑн сывланӑ май сиккелесе илекен сӑмса ҫунаттисем, мӑкӑрӑларах тӑракан кӑшт уҫӑ тута айӗнчи йӑлтӑркка пӗр-икӗ шӑлӗ уҫҫӑнах курӑнаҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ҫак ҫӗрӗ хуҫин Кӑртти Микулипе тухмалла.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешсем хӑшӗ ҫӗрӗ, хӑшӗ тура, хӑшӗ сӑмса тутри е ытти вак-тӗвек хура-хура ячӗҫ калпака.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн чӑваш ҫӗрӗ ҫинчех хӑварчӗҫ, ҫавӑнтанпа, чӑннипе хуҫалӑх ӗҫне ҫав тери юратать пулсан та, авӑ, тӑршшӗпех тӗрлӗ йӑх-яхпа кӗрешмешкӗн тивет-ха.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Темшӗн-ҫке, Мӗтри ялти ялхуҫалӑх юлташлӑхӗпе хытӑ кӑсӑкланчӗ: миҫе ҫын унта, ҫӗрӗ мӗн чухлӗ, патшалӑх еплерех пулӑшать, укҫи-тенки кассӑра чылай-и — пурне те, пурне те ыйтса пӗлчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унта та кунта чӑмӑртанма тытӑннӑ ытти кооперативсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ, каяр ах чӑваш ҫӗрӗ ҫинчи пирвайхи совхозсене те кайса курчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унтан аллине вӗҫертрӗ те, Шамшутдин ал лаппи ҫинче… ылтӑн ҫӗрӗ выртса юлчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ав, чӑваш ҫӗрӗ ҫинче вӑрӑ-хурахсем иртӗхеҫҫӗ те…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сылтӑмра вара темле кооператив ҫӗрӗ пулас, харӑсах ҫирӗм ҫын ытла вырать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.