Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара сасартӑк уншӑн ҫут тӗнче пачах ҫӗнӗлле курӑнса кайрӗ.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Меллех мар пулнӑран ҫурма ларма та ҫурма выртма тиврӗ, ку вӑл ҫӗнӗлле те кӑсӑклӑччӗ, ҫак ятпа вара, пӗтӗм ушкӑна тӗлӗнтерсе те култарса, чӗмсӗркке Лещенко хӑпартланчӑкла та айванла сӑнпала: — Эпир ӗнтӗ халь авалхи римсен грекӗсем пекех выртса ярпайӑпӑр, — терӗ хучӗ сасартӑках.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун чухне ачасене ӗлӗкхи пек вӗрентме юрамастчӗ ӗнтӗ, Мина старик вара, сӗм авалтан юлнӑскер, ӗҫе-мӗне вырнаҫаймарӗ, укҫа тавраш ыйтмасӑрах чиркӗве кӑна юрлама ҫӳрерӗ, чиркӳре ун чух ҫӗнӗлле йӗрке тытмастчӗҫ-ха.
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӗнӗлле май тунӑ чиркӗвӗн тӑрри ҫӳллӗ, мӑнастирӗн ытти хуралтисемпе — мӗн иртнине аса илтерекен палӑксемпе ӗнтӗ — ниепле те килӗшсе тӑмасть, авалхи пергамент ҫумне хут листи ҫыпӑҫтарнӑ пек палӑрса, архитектурӑ илемне пӑсса тӑрать.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Халӗ эпӗ, — терӗ Кирсанов темиҫе теҫетке йӗрке итленӗ хыҫҫӑн, — кӑна вӑл ҫӗнӗлле тунине куратӑп.— Теперь я вижу, — сказал Кирсанов, прослушав несколько десятков стихов, — это у него в новом роде.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вара ҫакна калаҫҫӗ пулсан, апла вара ҫак типа ҫуралса ӳсме вӑхӑт ҫитнӗ, вара вӑл йышлӑрах тата лайӑхрах ҫуралса ӳсӗ, мӗншӗн тесен ун чухне лайӑххи нумайрах пулӗ, лайӑххи тата лайӑхрах пулӗ; каллех ӗнтӗ ҫав историех, анчах вӑл ҫӗнӗлле курӑнӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫӑрттан мучи куҫне шухӑшлӑн хӗссе илчӗ те сасӑпах: — Ҫакнашкал йӗркесӗр пурнӑҫра ҫылӑхсӑр пурӑнма та ҫук ҫав! Пӗтӗмпех ҫӗнӗлле, ташӑ ӑсти авкаланнӑ пек ним ӑнланмалла мар пулса пырать… — терӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
1936 ҫулта вара «Ҫӗнӗлле каласа панӑ кивӗ халапсем» («Старые легенды в новой редакции») кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Феодалла-улпутла идеологи ҫынсене тарҫӑлла пусӑрӑнса пурӑнма вӗрентнӗ, ҫын чӗринчи ҫӗнӗлле, ҫутӑ шухӑш-ӗмӗтсене пусарса тӑнӑ.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Мерченсем те хӗрлӗрех пула-пула тӑнӑ ун кӗре кӑкӑрӗ ҫинче, бирюза та ҫӗнӗлле ялтӑранӑ ун пӳрнисенче, Соломон патшана Хирамӑн, Тир патшин, хастар карапҫисем аякри ҫурҫӗр тинӗсӗсен ҫыранӗсенчен парнелӗх илсе килнӗ сарӑ янтарь тетте-таврашсем те шартлатакан хӗлхемсем кӑларнӑ ун аллисенче.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Рабочи класс вӗсене ҫӗнӗлле вӗрентсе ҫитӗнтерӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫапла каларӗ те секретарь, ку ҫын мӗн тума пултарӗ-ши тесе хакланӑ пек, кӑштах тӑртанчӑкрах куҫ хупанкисем хушшипе Давыдова шӑпах куҫ шӑрҫисенчен тӗллесе, темӗнле ҫӗнӗлле, нумайччен сӑнаса пӑхса ларчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл кирек хӑҫан та тӗрлӗ тӗслӗ, ҫӗнӗлле, нихӑҫан курман пек туйӑнать.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑнтан вара темиҫе ҫул иртсен, ҫав «Пин те пӗр каҫа» тепӗр хут куҫарса кӑларнине вуларӑм та, ҫӗнӗлле куҫарнинче Сезам вырӑнне Сим-Сим тесе вуламаллине пӗлсен, питӗ тарӑхрӑм, вӑл темӗнле кантӑр пекки кӑна иккен.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗпе-тумтире ҫӗнӗлле, чыслӑхна мӗн ҫамрӑкран упра, теҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Унӑн туйӑмӗнче эсир ҫӗнӗлле ҫырнӑ романӑн геройӗ пулса тӑтӑр…
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кӳршӗри камерӑран стена витӗр ирхи салам килет: унтан Бетховен музыкинче икӗ такта шаккаҫҫӗ, — паян ытти чухнехинчен хаваслӑрах, ҫирӗпрех шаккаҫҫӗ, стена витӗр те вӑл ҫӗнӗлле, урӑхларах илтӗнет.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тата ҫакӑн пек туса пӑхӑпӑр, — тесе мӑкӑртатса илнӗ те, ӑна ҫӗнӗлле эмеллеме хушса хӑварнӑ.Попробуем еще вот это, — сердито бормотал и делал новое назначение лекарств.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах халӗ вӑл вӗсене курчӗ те, пачах урӑхла, ҫӗнӗлле туйрӗ.Теперь же он вдруг увидел их и почувствовал совсем по-иному.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫӗнӗ орфографие йышӑннӑ хыҫҫӑн И.А.Андреев ҫырнӑ вӗренӳ кӗнекисенче нумай вӑхӑт сӑмахсене кивӗлле те, ҫӗнӗлле те ҫырнисем пулчӗҫ.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21