Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӑвар the word is in our database.
Ҫӑвар (тĕпĕ: ҫӑвар) more information about the word form can be found here.
А вот санпа ҫӑвар уҫса калаҫма чӑнах шикленнӗ.

Help to translate

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Шӳтлеме, ҫӑвар карма эпӗ ятлӑ-сумлӑ хӗрсенчен те именместӗп.

Help to translate

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнтанпа вӑл унпа ҫӑвар уҫса пӗр сӑмах та калаҫман, яланах хӑйне уйрӑммӑн выртса тӑнӑ.

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӗрӗк ӗмӗре яхӑн пӗрле пурӑнса та упӑшкине хирӗҫ мӗн те пулин ҫӑвар уҫса калаҫма хӑяйман хӗрарӑм халӗ Сахар пӗр сӑмах каланӑ ҫӗре тӑххӑр ҫаптарать.

Help to translate

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл тарҫӑ пулсан та лайӑх тумланнӑ, хӑйне мӑн кӑмӑллӑ тытать, унпа ҫӑвар уҫса та калаҫасшӑн мар.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнпа та ҫӑвар карма юратакансене шӑпланма ыйтатӑп.

Help to translate

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вова тӑруках илме именсе тӑчӗ, унтан, тен, ҫӗрулмине те парӗ тесе, пашалу татӑкне аллине илчӗ, пӗр ҫӑвар ҫыртса, чӑмлама пуҫларӗ, часах каялла сурса кӑларчӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗри ӗҫленӗ чухне тепри ҫӑвар карса тӑрар мар, атьсем.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте йӗркеллӗ пулнине ӗненсен, Энтрей ерипен пусма картлашки ҫине улӑхса тӑчӗ, шӑлаварне тӑхӑнчӗ, чӗлӗмне кӑларса, ҫӑвар туллин паклаттарса ӗмме тытӑнчӗ.

Help to translate

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытла та ҫӑвар тути пек туйӑнать пуль ҫав ӑна чӗлӗм йӳҫҫи.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑтӑр пӑт тиенӗ лавпа Энтрей лашине аран-аран чарса пынине курсан, ял ҫыннисем тӗлӗннипе ҫӑвар карсах пӑхса тӑрса юлаҫҫӗ.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ун ҫинчен калаҫса ҫӑвар тутине пӗтерер мар, Кӗркке.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах чӗлхене калаҫма тунӑ, хӗрсем ҫӑвар уҫма вӑтанаҫҫӗ пулсан каччӑсемпе кӗҫӗн кин хӑй калаҫать.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пасарти усламҫӑсемпе ҫӑвар вылятса, кӑмӑла йывӑра илмесӗр ҫӑмӑллӑн калаҫнӑран-ши, кунти ҫынсем ӑна тӗлӗнтерсех пӑрахрӗҫ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗне староста тӑрӑшса пӑхӑп, май пур таран пулӑшӑп тесе ҫӑвар уҫса каламарӗ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теплере пӗрре юлан утсем тӗлӗнчен ял ҫыннисем пӗччен е иккӗн ирте-ирте кайрӗҫ, тем мӑкӑртаткаларӗҫ пулин те вӗсене пӗри те ҫӑвар уҫса сӑмах хушмарӗ.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та ку эрлӗке чиперех чӑтса ирттерчӗ йӗкӗт, Автее хирӗҫ ҫӑвар уҫса пӗр сӑмах та каламарӗ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла калаҫса кӑтартрӗ те Тукай Атӑл хӗррине ҫитиччен тек ҫӑвар уҫмарӗ.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл та ҫывӑрса тӑранайман пулас — ик аллипе карӑнсах ҫӑвар тулли анасласа илчӗ.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑвар вылятса мар, чӑнах ыйтмалла вӑл хут пирки мӑрсасенчен, — Ахтупая хӳтелесшӗн пулчӗ кил хуҫи.

Help to translate

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed