Шырав
Шырав ĕçĕ:
Калаҫасса та вӑл ҫавӑн пекех сахал, ҫынна кӑмӑл тӑвасшӑн кӑна, шухӑша яракан сӑмахсемпе кӑштах мӑнкӑмӑлланса тата яланах темӗн ҫинчен асӑрхаттарса калаҫнӑ: — Эпӗ татах та нумай пӗлетӗп; эпӗ куна ҫеҫ мар калама пултаратӑп, — тенӗ вӑл.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Никита Вялов ҫӑмӑл та ҫаврӑнуллӑ ӗҫленине, ӗҫре вӑл хӑйӗн уҫӑмсӑр та кӗтмен ҫӗртен персе яракан сӑмахӗсенчен нумай ӑслӑрах пулнине курчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсене питӗ шухӑша яракан ӗҫ — пролив урлӑ нефтепровод хурасси — пирки хӑй те пӗрре ҫеҫ мар шутланӑ.Старик не раз ловил себя на мысли, которая особенно заботила их, — о переходе через пролив.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тӗллеве пурнӑҫланӑ май 2030 ҫул тӗлне пирӗн ҫак кӑтартӑва 31 тӑваткал метртан кая мар шая, пӗр ҫын пуҫне хута яракан ҫурт-йӗр калӑпӑшне вара 1 тӑваткал метртан кая мар шая ҫитермелле.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Унтан «Павлик» ҫӗнӗ парольсене пӗлтерчӗ, партизансен отрячӗсене каякан ҫынсем ӑҫта пымаллине, вӑрмана яракан апат-ҫимӗҫе хӑш вырӑна хумаллине каласа пачӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Строительствӑна ҫӗнӗ срокра туса пӗтерме ҫук теме тата ҫавнашкал ӗҫрен пӑрса яракан теорисем пирки тавлашса тӑма пирӗн вӑхӑт юлмарӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Рабочисем ҫу яракан трубкӑсене, клапансене ватнӑ, инжекторсене пӑснӑ, цилиндрсем ӑшне тимӗр татӑкӗсем пӑрахнӑ, буксӑсем ӑшне хӑйӑр янӑ, подшипниксене шӑратнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Тен, ыран, паянах та-и тен, ҫак ҫынсенчен кашниех вилӗме хирӗҫ тӑрса тухӗ, хаваслӑн та мӑнаҫлӑн тӑрса тухса, пӗр хӑрамасӑр, лӑпкӑн вилсе выртӗ, тен; анчах та этемле мар условисенче, чи сивӗ ӑс-хакӑла та ҫӳҫентерсе яракан условисенче, унтан ниепле хӑтӑлма ҫук чух, пурнӑҫра мӗнпур савӑнӑҫ та вӑл манӑҫа тухни, ӑнланӑва пӗтерсе лартни ҫеҫ.
17 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗртен-пӗр чӳречене ҫаплах-ха татти-сыпписӗр бомбардировка сасси чӗтрете-чӗтрете илет, ҫине-ҫинех хӑрушлӑх пуррине аса илтерсе тӑрать вӑл; пӗрре аманнисем курӑнаҫҫӗ пек ӑна, юн курӑнать пек, тепре пӳлӗме чуласа кӗрекен бомбӑсемпе осколкӑсем курӑнаҫҫӗ пек, кӗҫех хӑйне, вилме пуҫланӑскерне, ҫыхса яракан чипер сестра, хӑйне шеллесе макӑракан сестра курӑнса каять, хӑйне уезд хулинчен ӑсатса яракан амӑшне курать вӑл, амӑшӗ, куҫҫуле юхтара-юхтара, хӑват кӳрекен икона умне тӑрса, чун-чӗререн кӗлтӑвать пек, ҫаксене курать те вӑл, каллех ҫывӑрса кайма пултарайманнине туйса илет.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир сурансене ҫыхса яракан пункта кӗрсе тухӑр: пирӗннисем пур унта — вӗсем сире ӑсатсах ярӗҫ.Вы зайдите на перевязочный пункт: там наши есть — вас проводят.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Питне пӗркеленчӗксем сӑрса илмен пулсан, хитре сӑн-питлӗ ҫынах пулнӑ пулӗччӗ-и тен вӑл, анчах ун питне темӗнле, ват ҫынӑнни пек мар, шултра та ҫемҫе, пите-куҫа пысӑклатса тӑракан, тӗсрен яракан пӗркеленчӗксем сӑрса илнӗ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Барабанщик хӑй командирӗн пуҫне тутӑрпа ҫыхса ячӗ те, ӑна хулӗнчен тытса, сурансене ҫыхса яракан пункталла ҫавӑтса кайрӗ.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сивӗ хӑрушлӑх, мӗнпур ытти шухӑшсемпе сисӗм-туйӑмсене сирсе яракан хӑрушлӑх ытамласа илчӗ ӑна; вӑл питне аллисемпе хупласа чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл хӑй хӗрелсе кайнине туйса илчӗ — сайра-хутра хӗрелнӗ вӑл капла — поручик ҫине тек ҫаврӑнса пӑхмарӗ вара, аманнӑ ҫынсенчен текех ыйтса-туса чӑрманмасӑрах, вӗсене сӑнамасӑр-тумасӑрах, сурансене ҫыхса яракан пункталла утрӗ.
7 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Халь хурҫӑ кайӑксем куҫа курӑнми ҫӳле улӑхса ярӑнса вӗҫсе ҫӳренӗ чух, вӗсем ҫӗр чӑмри йӗри-тавра урлӑ-пирлӗ, халиччен этемсем пырайман вырӑнсене — пӑрлӑ тинӗссем урлӑ, этем каҫайман ҫуллӗ сӑртсем, вӑрмансем урлӑ вӗҫнӗ чухне, дирижабльсем темиҫе ҫӗршер тонна тиесе, пӗр лармасӑр темиҫе пиншер километр вӗҫме пултарнӑ чухне, стратосферӑна 20 километр ҫӳллӗшне ытла этем улӑхса курнӑ хыҫҫӑн, пирӗн ҫак ӗҫе пуҫласа аталантарса яракан ҫынсен пурнӑҫне пӗлесех пулать.
Умсӑмах // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с. — 3–4 с.
Ҫынсем ҫав тери хӑрушла условисене хӗрес илес тесе, ят илес тесе мар, хӑранипе те мар йышӑнаҫҫӗ: кунта урӑх, чун хавалне ҫӗклентерсе яракан пысӑк сӑлтав пулма тивӗҫ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сасартӑк вӑл, аяккалла пӑхса, ним пулман пекех: — Ыран пире ӗҫе яракан комисси ӗҫлеме пуҫлать. Пӗлес килет, ӑҫта яраҫҫӗ-ши мана? — терӗ.
Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Музӑк кӑмӑла ҫӗклентерсе яракан марш выляса ячӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Эпӗ сирӗн сӑмахсене итлесе хӑлхасене усса яракан йышши ҫын мар.
ХСVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пӗрре канлӗн прерири сӗткенлӗ курӑка ҫисе ҫӳрекен, тепӗре кашкӑрсемпе хӑлатсем тапӑннине сире-сире яракан лашапа хайхи пуҫсӑр юланут вӑрман утравӗ тавра канӑҫлӑн ҫӳрет.
LXXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.