Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхӑм the word is in our database.
юхӑм (тĕпĕ: юхӑм) more information about the word form can be found here.
Вӑйлӑ юхӑм ӑна малтанхинчен икӗ хут вӑйлӑраххӑн лашасем ҫумӗнчен туртса илесшӗн, пӳрнисене вӗҫертесшӗн.

Его отрывало от лошадей, разжимало пальцы с удвоенной силой.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫуна хыҫӗ, лаша пуҫӗсене юхӑм еннелле ҫавӑрса, путса анса кайрӗ.

Задок саней занесло, поворачивая лошадей головами на течение.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Каҫса ҫӳреҫҫӗ-и кунтан? — ыйтрӗ Григорий, тилхепипе вӗресе тӑракан хӑмӑр юхӑм еннелле хӑмсарса кӑтартса.

— Ездют тут? — спросил Григорий, махая вожжами на коричневый перекипающий поток.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Коршунов халь кӑна Дон леш енчен таврӑннӑччӗ те, киммине карта хӗррине ишсе пырса тӑратнӑ чух, юхӑм шыва ҫӑмӑллӑн йӑранлакан сӑрланӑ пӗчӗк кимме асӑрхарӗ.

Он только что приехал из-за Дона и, примыкая к коряге баркас, увидел крашеную легонькую лодку, легко бороздившую течение.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юхӑм шав шалалла туртать.

Течение порывисто несет к середине, всасывает.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Акӑ вӑл, эсрел!.. — савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ Григорий, юхӑм варринелле ыткӑнакан пулла шыв тӗпӗнчен аран-аран туртса уйӑрса.

— Вот он, дьявол!.. — хмыкнул Григорий, с трудом отрывая от дна метнувшуюся к стремнине рыбу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун тавралла ҫавра юхӑм хӑмӑр кӑпӑк чӑмаккисене хӑвалать.

Вокруг него коловерть гоняла бурые комья пены.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юхӑм шыв ӑна суллантаркаласа, айӑккӑн ҫавӑрма тӗрмешсе, анаталла юхтарса кайрӗ.

Стремя понесло его, покачивая, норовя повернуть боком.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халь вара, Мускавран пулӑшу килнӗ хыҫҫӑн, ҫак юхӑм тата анлӑрах сарӑлса кайма пултарать.

Теперь же, когда пришла помощь из Москвы, оно могло принять еще больший размах.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунта тӗрле енчен килнӗ пӗр ӗҫех тӑвакан юлташсемпе тӗл пулса тата райком ларӑвӗнче вӗсен доклачӗсене итлесе ҫак таврашра партизанла юхӑм мӗнле анлӑн сарӑлнине ӑнланса илчӗ: ҫак юхӑм шӑрӑх ҫу кунӗнче вӑрман чӑтлӑхӗ ҫуннӑ пек ялкӑшать.

Только там, встретясь с товарищами по общему делу из разных мест, послушав их доклады на заседании райкома, он понял, какой огромный размах приняло партизанское движение по всей округе: оно уже полыхает, как огонь по лесным чащобам в сухое лето.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эпӗ ку чӑнах та ҫапла иккенне шанса тӑратӑп, апла пулсан, халь партизанла юхӑм Мускавран пулӑшу илсе тӑракан иккӗмӗш фронт пулать.

Я уверен, что это действительно так, значит, теперь партизанское движение станет вторым фронтом, который получит поддержку Москвы.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шыв хӗрринчи урамран хӑвасемпе ҫӳҫесен чӑтлӑхӗ витӗр Кубань сарӑлса кайни лайӑх курӑнать; купаласа тунӑ ҫӳллӗ ҫулӑн айккисене шыв ҫийӑнтарса илнӗ; унтан инҫерехре — чул кӗпер курӑнать; хӑмӑр тӗслӗ шыв юххи кӗрлесе выртать: ҫав юхӑм шыв сиккисенче кунӗн-ҫерӗн йынӑшать, урнӑ пек алхасса аялалла ӳкет, вара, кӑпӑкланса, пӑлханса, анлӑ юханшыв тӑрӑх вирхӗнет.

Из крайней от реки улицы сквозь кущи верб и белолисток хорошо был виден разлив Кубани; была видна высокая омытая водой насыпь, а дальше — мост на горбатых каменных сводах; был виден серый, упруго скачущий поток: со стоном, в неистовом бешенстве день и ночь о падал на водорезы и, пенясь и бурля, уносился по широкому простору реки.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ан хӑра, ухмах! — ачашшӑн каларӗ Ирина, вӑйлӑ юхӑм ҫине кӑкӑрпа выртса.

— Не бойся, дурной! — сказала Ирина, ложась на волну.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Акӑ вӑл вӑйлӑ юхӑм варрине ишсе ҫитет.

Вот она очутилась на быстрине.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ну, тытӑнчӗҫ инженерсем канашлама, шутлама, мӗн чухлӗ ҫав тупӑсем туртаҫҫӗ, пӗр квадратлӑ метра мӗн чул тиеме пулать, шыв юхӑм хӑвӑртлӑхӗ мӗнле, стройка валли мӗнле материалсем кирлӗ пулаҫҫӗ, инструкци тӑрӑх, конструкци тӑрӑх мӗнлерех…

Ну, начали инженеры совещаться да подсчитывать, сколько те пушки весят, да какова нагрузка на один квадратный метр приходится, да какая скорость течения, да какие материалы будут для стройки, да как по инструкции, да по конструкция…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ӑс ҫивӗчленсе те ҫуталса каять, шутлавлӑх — чӑн-чӑн юхӑм!

Ум становится острым и ярким, воображение — точно поток!

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Юхӑм ҫинче кимӗ хӑвӑрт кайрӗ, икӗ сехет те иртмерӗ, эпӗ карап патне ҫитрӗм.

Меня понесло очень быстро, и менее чем через два часа я добрался до корабля.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Малтан, хӗвелтухӑҫнелле каякан юхӑм ҫине тухиччен, эпӗ кимме уҫӑ тинӗселле, тӳрех ҫурҫӗр еннелле тытса пытӑм.

Сначала я взял курс в открытое море, прямо на север, пока не попал в струю течения, направлявшегося на восток.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ку вырӑнта икӗ юхӑм тӗл пулать, эпӗ кирек хӑшне лексен те, мана вӗсем тинӗселле таҫтах илсе кайма пултараҫҫӗ.

Тут сталкивались оба течения, и я видел, что, в какое бы течение я ни попал, любое из них унесет меня далеко в открытое море.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑйлӑ пулсан, вӑл мана, кунти юхӑм уҫӑ тинӗселле илсе кайнӑ пекех, ҫыран хӗрринелле ним чӑрмавсӑр хӑваласа кайса, чулсем ҫине ҫапӑнтарма пултарать.

Разве не может оно швырнуть меня на прибрежные скалы с той же силой, с какой другое течение уносило меня в открытое море.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed