Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хастарсем пирӗн республика патшалӑх пулнине (кӑна Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ ҫирӗплетет), пирӗн республикӑран ыйтмасӑр ытти тӑрӑхсемпе пӗрлештерме юраманнине пӗлтернӗ.
«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html
Ӗнтӗ ҫулӗсем те пур — епле ывӑнмасть? Ҫапла шухӑшланӑ хушӑрах хамӑн та унпа юнашар лӳппер пулма юраманнине ӑнланатӑп.
Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
12. Ҫапла вӗсем хӑйсем унччен сӑмах панине пӑсаҫҫӗ, ҫавӑншӑн ӗнтӗ айӑпа кӗреҫҫӗ; 13. ҫитменнине тата ӗҫсӗр пурӑннипе вӗсем килӗрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ; вара ӗҫсӗр супнипе кӑна мар, кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтетеҫҫӗ, сӑмах сараҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл вӗсене каланӑ: иудей ҫыннине ют халӑх ҫыннипе хутӑшма та, ун патне кӗме те юраманнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр; анчах пӗр ҫынна та ирсӗр е таса мар теме юраманнине мана Турӑ кӑтартса пачӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хӑш-пӗр фарисейсем вӗсене: мӗншӗн эсир шӑматкун тума юраманнине тӑватӑр? тенӗ.2. Некоторые же из фарисеев сказали им: зачем вы делаете то, чего не должно делать в субботы?
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара фарисейсем Ӑна каланӑ: пӑх-ха! мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑматкун? тума юраманнине тӑваҫҫӗ, тенӗ.24. И фарисеи сказали Ему: смотри, что они делают в субботу, чего не должно делать?
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Фарисейсем ҫакна курнӑ та каланӑ Ӑна: акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑматкун тума юраманнине тӑваҫҫӗ, тенӗ.2. Фарисеи, увидев это, сказали Ему: вот, ученики Твои делают, чего не должно делать в субботу.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Чыслӑ вилӗме мӑшкӑллӑ пурӑнӑҫран маларах хурса, вӑл хӑй ирӗкӗпе асап йышӑннӑ, аша сура-сура кӑларнӑ, 20. пурӑнӑҫа юратсан та, ҫиме юраманнине ҫиес мар тесе ҫирӗп тӑракан ҫын ҫапла ҫеҫ тума пултарнӑ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ ман хуҫамӑма хирӗҫ тӑраймӗҫ, унӑн ӗҫӗ те ӑнӑҫсӑр пулмӗ, вӗсене вара вилӗм ҫитӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫылӑх ӑшне кӗрсе ӳкнӗ, тума юраманнине туса хӑйсен Туррине ҫиллентереҫҫӗ; 12. халь вӗсен апат-ҫимӗҫӗ пӗтсе ҫитнӗ, шывӗ те тумлам юлман, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем выльӑх-чӗрлӗхне пусма шут тытнӑ, Турӑ Хӑйӗн саккунӗнче хытарсах ҫиме чарнӑ ҫимӗҫе ҫиме шутлаҫҫӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, тума юраманнине туса Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн, пӗлмен пирки айӑпа кӗрсе хӑй ҫине ҫылӑх илсессӗн, 18. ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне вӑл, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр така илсе пытӑр, вара священник ҫав ҫын пӗлмесӗр тунӑ ӗҫе пӑрахӑҫлӗ те, унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 28. вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр, 29. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр; 30. унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 31. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Халӑх пуҫлӑхӗ ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйӗн Туррийӗн, ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 23. вӑл хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, парне кӳме айӑпсӑр качака таки илсе пытӑр, 24. аллине качака таки пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене Ҫӳлхуҫа умӗнче пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр: ку — ҫылӑх парни; 25. священник ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 26. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса янӑ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫапла ҫылӑхӗнчен тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.