Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтнипе (тĕпĕ: ыйт) more information about the word form can be found here.
«Аслӑ ӑру ҫыннисен пурнӑҫне канлӗ тумашкӑн куллен тӑрӑшатпӑр, — тет Станислав Николаевич. — Кунта инвалидсем те пуррине тӗпе хурса пандуссем лартрӑмӑр. Территорие тирпей-илем кӗртрӗмӗр. Пӳлӗмсене юсарӑмӑр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ ыйтнипе килӗшӳллӗн электро- тата хутса ӑшӑтакан хатӗрсене ҫӗннисемпе улӑштартӑмӑр, вут-ҫулӑм тухнине ҫийӗнчех систерекен автоматсем вырнаҫтартӑмӑр».

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Следователь ыйтнипе айӑпланакансен 3 ҫӗр лаптӑкне, 4 ҫуртне, 7 автомобильне /ҫав шутра — «Лексус», БМВ/, 500 пин тенкӗ ытла укҫине арестленӗ.

Help to translate

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вулаканӑма паллаштаракан ҫемье пурӑнакан вырӑнта йӑх-несӗл чӗлхин, культурин тымарӗсем ан татӑлччӑр тесе курнӑҫланмасӑр, шӑппӑн кӑна — чун ыйтнипе — тӑрӑшать.

Help to translate

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

24. Пилат вара вӗсем ыйтнӑ пек тума пулнӑ: 25. халӑха пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскере вӗсем ыйтнипе кӑларса янӑ; Иисуса вӗсен аллине панӑ.

24. И Пилат решил быть по прошению их, 25. и отпустил им посаженного за возмущение и убийство в темницу, которого они просили; а Иисуса предал в их волю.

Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Унӑн, йӑла тӑрӑх, халӑх ыйтнипе, тӗрмере ларакансенчен пӗрне уяв ячӗпе ирӗке кӑлармалла пулнӑ.

17. А ему и нужно было для праздника отпустить им одного узника.

Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Кашни уяврах вӑл, халӑх ыйтнипе, тӗрмере ларакансенчен пӗрне ирӗке кӑларнӑ.

6. На всякий же праздник отпускал он им одного узника, о котором просили.

Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Пасха уявӗнче пуҫлӑхӑн тӗрмере ларакансенчен пӗр ҫынна халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ.

15. На праздник же Пасхи правитель имел обычай отпускать народу одного узника, которого хотели.

Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Даниил ыйтнипе патша Вавилон ҫӗршывӗнчи ӗҫсене тытса пыма Седраха, Мисаха тата Авденагона лартнӑ, Даниил вара патша килӗнчех юлнӑ.

49. Но Даниил просил царя, и он поставил Седраха, Мисаха и Авденаго над делами страны Вавилонской, а Даниил остался при дворе царя.

Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Манӑн вара ҫакна хушса калас килет: профессие кӑмӑла кура, чун ыйтнипе суйласан кӑна ӑнӑҫупа ҫитӗнӳ тума пулать.

Help to translate

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Малтанхи ҫулсенче пурнӑҫ ыйтнипе кӑна, калӑпӑр, ывӑл-хӗрне чӑлха-нуски кирлӗ, ал ӗҫ тукаланӑ пулсан юлашки 5-6 ҫулта аллинчен йӗппе ҫип пачах та пӑрахмасть.

Help to translate

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Утӑ управӗ, ҫамрӑк ҫемьесем ыйтнипе ача сачӗ, медпункт ҫӗкленӗ.

Help to translate

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Медицинӑпа социаллӑ экспертиза бюровӗн комиссине куҫ курманнисем ыйтнипе вырӑнти организаци чӗнсе илме пултарать.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Республика экономикине тӗреклетмешкӗн пултарнӑ тата май килнӗ таран хутшӑнатпӑр, - тет Юрий Ефимович. - Обществӑн виҫӗ предприятийӗ ӗҫлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткӑпа ҫыхӑнтармалли тӗрлӗ йышши шнур пухаҫҫӗ. Канаш хулинчи предприятире вырӑн таврашӗн пуххине, алшӑлли, ӗҫ тумӗ, йӑлара тата кулленхи ӗҫре усӑ курмалли щеткӑсем ӑсталаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче картон цехӗ кал-кал ӗҫленӗ - торт курупкисем хатӗрленӗ. Самана таппипе тан пыраймарӑмӑр. Вӗсене илемлетсе кӑлармашкӑн тӗрлӗ тӗспе ҫапакан полиграфи оборудованийӗ пулманнипе асӑннӑ производствӑна хупма тиврӗ. Куҫ курманнисен Улатӑрти предприятийӗн саккасӗсемпе те мухтанмалли ҫукрах. Хальлӗхе рабочисем электрооборудовани чӗркемӗ хатӗрлеҫҫӗ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тӗрлӗ йышши щетка ӑсталаҫҫӗ».

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче курав хупӑнмаллаччӗ, анчах шкулсенче ӗҫлекенсем ыйтнипе тепӗр уйӑха тӑсма йышӑнтӑмӑр», - каласа кӑтартрӗ Надежда Климович сотрудник.

Help to translate

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Тав Турра, пирӗн тата Америка ҫӗршывӗн ертӳҫисем юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче лару-тӑрӑва йӗркене кӗртнӗ: США администрацийӗ Совет Союзӗ вӗсене Турцири базӑсенче вырнаҫнӑ ядерлӑ ракетӑсене илсе тухма ыйтнипе килӗшнӗ.

Help to translate

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed