Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑллӑм the word is in our database.
шӑллӑм (тĕпĕ: шӑллӑм) more information about the word form can be found here.
— Аляскӑра ман шӑллӑм пур, теҫҫӗ, — сасартӑк шухӑша кайса каларӗ те Кэукай, унӑн куҫӗсем салхулланчӗҫ.

— На Аляске у меня, кажется, братишка есть, — вдруг задумчиво сказал Кэукай, и глаза у него стали печальными.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пӗрре ӑна, ватӑ ҫынна хӗрхенсе-тӗр, колхоз председателӗ: «Тавтапуҫ сана, Мукуҫ мучи, кун чухлӗ ӗҫлесе патӑн, кан килӳнте ирӗккӗн», тенӗ пулать те, лешӗ вара, пӑшатан пек куҫӗле тӗллесе, хирӗҫ ҫапла лаплаттарса хунӑ пулать: «Эс ачам, малтан ман ҫула ҫит, унтан килте ларассисемпе лармассисем пирки калаҫ. Сана вара, шӑллӑм, кӑшт-кашт килте ларкаласан та пӑсмасть. Арӑмна хир кӑтартма пӑрахни те ултӑ ҫул — ачи-пӑчипех пӑчланчӗ, колхоз ӗҫне ҫӳремест. Пулӑш арӑмна. Мана вара — ан тӗкӗн, ман вырӑн халь ҫӗре кӗричченех кунта!» — тенӗ пулать.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫак ҫын вӑл, шӑллӑм, уездра пурӑнакан ҫынсемшӗн чаплӑран та чаплӑ тата кирлӗрен те кирлӗ философ пулса тӑрать.

Это, батя, замечательнейший и необходимейший философ для уездных жителей.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ҫакна, шӑллӑм, Маркс кӑтартса панӑ ҫав, ҫавӑнпа та — нимӗн те калаймӑн — шабаш!

Это, батя, доказано Марксом, и — значит — шабаш!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Сирӗн тата, шӑллӑм, хумханас марччӗ.

— А вы, батя, не волновались бы.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Хуйхӑ вӑл, шӑллӑм, йӳнӗ япала!

Горе, малый, дёшево!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Акӑ мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхасчӗ санӑн, шӑллӑм, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласчӗ!

Вот ты бы о чём подумал, малый, об этом вот!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Вулас пулать, шӑллӑм!

— Надо читать, братец мой!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Акӑ епле ӗҫсем, шӑллӑм!

Вот что, браток!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Хӑв ҫирӗп ҫӗр ҫинче тӑманран вӑл, шӑллӑм, эсӗ нимӗнле ӗҫ ҫумне те ҫыпҫӑнайманран, урӑхла каласан — эсӗ мещен пулнӑран!

От нетвёрдой земли под тобою, браток, оттого, что ты человек ни к чему не прилепленный, сиречь — мещанин!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

«Эпӗ, — тенӗ вӑл, — кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшатӑп, сухаламалли ҫӗр лаптӑкне те икӗ хут пысӑклатрӑм, йӗрке те турӑм, вӑрманне те упратӑп, укҫине те тӑкакламастӑп; анчах ку мӗн валли пуласси ҫинчен шухӑшлатӑп та, хам та пӗлместӗп; шӑллӑм ывӑлӗн управляющийӗ пулнӑ пекех эпӗ, анчах лешӗ кайран спаҫҫипа та каламӗ-ха, пӗлетӗп эп ӑна, амӑшне хывнӑ, амӑшӗ ҫӑмӑлттай ҫын пулнӑ, ывӑлӗнче те путсӗр юн ҫителӗклӗ.

«Я, — говорил он, — денно и нощно хлопочу, и запашку удвоил, и порядок завел, и лес берегу, и денег не трачу, а подумаю на что, сам не знаю; точно управляющий братнина сына, а тот возьмет все, да и спасибо не скажет, я его знаю, по матери пошел, баба продувная была, и в нем хамовой крови довольно.

II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Шӑллӑм та салтакрах вилчӗ, халӗ тата ывӑлне илсе каяҫҫӗ: мӗншӗн-ши мана ҫав териех тапӑнаҫҫӗ? — терӗ вӑл, ураран ӳкме патнех ҫитнӗскер.

— Как брат мой в солдатах помер, еще сына берут: за что же на меня напасть такая? — заговорил он, почти плача и готовый удариться в ноги.

VI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Вӑрҫӑ, шӑллӑм, пурне те тӗпчес пулать.

В войне все под вопросом, браты.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Шофер аллине тата ылтӑнларӑм та: «Пыр-ха, шӑллӑм, шалашсене пӗтӗм ачи-пӑчи мӗнӗпе турттарса кил, терӗм, ашшӗпе амӑше те кунта килччӗр», терӗм.

Позолотил я еще раз руку шоферу: езжай, мол, братик, обратно, грузи шатры, детишек, отца с матерью и тащи сюда.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Эсӗ, шӑллӑм, ҫанталӑк сивӗ тӑнине йӑлтах манса кайнӑ иккен.

То-то, забыл ты, брат, про мороз.

Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.

Николай шӑллӑм пуҫне кӑлт сиктерсе аллине хускатнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа унӑн алтуни сулса янӑ пек лаппӑшпе тухнӑ.

Брат Николай получился плохо, махнул головой и так дернул рукой, что она стала похожа на веер.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпир — Нехода Виктор, Волынский Яков, Коля шӑллӑм тата Илюшка — ҫаплипех чарӑна пӗлми горн кӑшкӑртса, барабан шаккатпӑр…

И мы трубили в горн, били в барабан — Витька Нехода, Яша Волынский, братишка Коля и даже Илюшка…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кунта килти мар, шӑллӑм, кунта ют территори…

Это тебе, хлопче, не дома, тут чужая территория…

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Шӑллӑм та ҫук манӑн.

— И брата у меня нет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Денис, шӑллӑм, Сагайда лейтенантпа пӗрле эпир кунта пурте юлашки юн тумламӗ юлмиччен тӑтӑмӑр..

Денис-брат с лейтенантом Сагайдой мы все тут стояли насмерть

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed