Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутла the word is in our database.
шутла (тĕпĕ: шутла) more information about the word form can be found here.
Хӑвах шутла ӗнтӗ: мӗншӗн айӑплӑ вара эпир?

А сам посуди: при чем тут мы?

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ман пирки эсӗ… тӳрех мӑя мӑйкӑч тӑхӑнӗ тесе ан шутла, кунпа ӗлкӗрме пулӗ…

А я… я не сразу в петлю полезу, не думай, с этим успеется…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тата эпӗ сана тӳрех калатӑп: эсӗ ман пирки ан шутла!

И я должен тебе прямо сказать, чтобы ты на меня не рассчитывала!

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗкӗнме ан шутла ачана, эпӗ санпа шӳт тумастӑп!..

Не вздумай парнишку тронуть — я с тобой шуток шутить не стану!..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йӑнӑш ан ӑнлан мана — старик йӑмшахланса кайнӑ, ют ҫын ҫылӑхӗшӗн те каҫару ыйтать, чунне ҫӑласшӑн тӑрӑшать тесе ан шутла

Не пойми меня так — вот, мол, старина расклеился и стал каяться в своих грехах, заботиться о спасении души…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Маншӑн пурте пӗр тесе ан шутла эсӗ, эпӗ кӑна ахаль ҫеҫ, пӗчченлӗхе тӳсеймесӗр каларӑм! —

— Ты не верь, что мне все равно, я это так… просто взвыл от одиночества! —

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ мана, хунчӑкам, ухмах тесе ан шутла! — терӗ Дымшаков, кӑмӑллӑн кулса ярса.

— Ты меня, племянница, дураком не выставляй! — сказал Дымшаков и обезоруживающе рассмеялся.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ ан шутла, Кудинов, хӗрлӗ командирсем иксӗмӗртен ухмах тесе.

И ты не думай, Кудинов, что красные командиры дурее нас с тобой.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

 — Кая юлтӑмӑр пулсан — эпир те, Дон ҫинчи совет влаҫӗ те пӗтнӗ шутла.

— Опоздаем! — погибли и мы и советская власть на Дону.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ тимӗртен тунӑ ҫынсем пур тесе ан шутла.

Ты не думай, что есть люди из железа.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ан шутла тачанка ҫинче тире сыхласа ларнӑ тесе!

Не думай, что на тачанке спасался.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ хӑвах шутла, — Хохлаков ҫӗкленчӗ, — «Сельэлектро» пур-ҫке, строительство кантурӗ те пур, вӗсем туса пӗтерччӗр, санӑн тырӑ ҫинчен шухӑшламалла…

— Но ты рассуди сам, — Хохлаков приподнялся, — есть же «Сельэлектро» или там еще какая строительная контора, пусть они и сооружают, а твое дело — о хлебе думать…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мана хӑв арӑму тесе шутла… анчах…

Считай меня своей женой… но…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑвах шутла!

Ну, посуди сам!

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑвах шутла! —

Ну, посуди сам! —

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шутла

Считай…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шутла, Николай Петрович…

Рассуди, Николай Петрович…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хуракуҫ хӗр тупӑннӑ тесех шутла.

Считай, что Смуглянка уже найдена.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пиллӗкмӗш сыпӑк вӗҫӗнче: «Катерина санпа юнашар ларать тесех шутла эсӗ», — тени шаннӑ йӑвара кайӑк пулман тенипе пӗрех пулнӑ.

Сказанное им в конце пятой главы: «Так что ты считай, что Катерина уже сидит с тобой рядом», — означало: обещанного можно и три года ждать…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Станица совечӗсен секретарӗсене задани паратӑп та, вӗсем кӗнекисене ҫавӑркаласа пӑхса тухсан, йӗркеллӗ пулӗ: Катерина санпа юнашар ларать тесех шутла эсӗ.

Дам задание секретарям станичных советов, а они пороются в книгах, и все в порядке: ты считай, что Катерина уже сидит с тобой рядом…

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed