Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫур ҫӗр тӗлӗнче Эпӗ Египет витӗр тухӑп, 5. вара Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнӑ пур ывӑл ача та — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа арман чулӗ ҫавӑракан хӑрхӑмӑн ывӑлӗ таранчченех — вилсе пӗтӗ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтӗ; 6. пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗрӗҫ, ун пекки пулман, ун пекки урӑх пулас та ҫук; 7. Израиль ывӑлӗсем патӗнче вара йытӑ та чӗлхине хускатмӗ, ҫынна е выльӑха вӗрсе сасӑ памӗ, ҫакӑнтан эсир Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет халӑхӗнчен мӗнле уйӑрса тӑнине курӑр, тет, тенӗ.
Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӗри Фисон ятлӑ пулнӑ, вӑл пӗтӗм Хавила ҫӗрӗ тавра юхса выртать, унта ылтӑн пур; 12. ҫав ҫӗрти ылтӑн паха; унта бдолах тата оникс чулӗ пур.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.