Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗҫне (тĕпĕ: хӗҫ) more information about the word form can be found here.
Григорий, малти шеренга умне пырса, утне кӑштах ҫавӑрчӗ те хӗҫне туртса кӑларчӗ.

Григорий выскакал вперед первой шеренги, стал вполоборота, вынул шашку.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑҫтан мурӗнчен килсе тухрӗҫ вӗсем? — савӑнӑҫлӑн мӑкӑртатрӗ Григорий, чупнӑ ҫӗртех хӗҫне ҫакса.

Откуда их черт принес? — радостно бормотал Григорий, на бегу надевая шашку.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий курницӑра винтовкине, наганӗпе хӗҫне ҫу сӗрсе аппаланчӗ; бинокльне питшӑллипе чӗркерӗ, Петрона чӗнсе илчӗ:

В горнице Григорий смазал винтовку, наган, шашку; завернул в полотенце бинокль, позвал Петра:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий кулкаласа шинелӗпе хӗҫне хывса хучӗ, макӑрса тӑракан Наталья ун аллине чуптӑва-чуптӑва илчӗ, мӑкӑнь пек хӗрелсе кайнӑ Дуняшка ывӑҫ тупанӗсене савӑнӑҫлӑн ҫатлаттарса ҫупрӗ.

Григорий, улыбаясь, снимал с себя шинель и шашку, а сзади ловила и целовала его руку плачущая Наталья и радостно шлепала в ладоши маково-красная Дуняшка.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мамонтов, хӗҫне хӑй ҫумне хӗстерсе тытса, вакун патнелле хыпаланса утать.

Мамонтов, придерживая шашку, заспешил к вагону.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл йӗнер ҫинчен анчӗ те утне тепӗр хӗрлӗармееца пачӗ, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫне йӑлтӑртаттарса, сапаланчӑк ретсем умӗпе утрӗ.

Он спешился, отдал коня, пошел впереди цепи, поблескивая обнаженной шашкой.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл Ростова пырса тухнӑ; касса вӗлернӗ есаулран хывса илнӗ кӗмӗл хӗҫне, аллинче юлнӑ ут хатӗрӗсене, шӑлаварӗпе шевровӑй аттине «очколла» выляса ярса, ҫаппа-ҫарамаспа пӗрех Бунчук командине пырса кӗнӗ.

Объявился он уже в Ростове, вскорости проиграл в «очко» серебряную шашку, взятую у зарубленного им есаула, проиграл оставшуюся на руках конскую справу, шаровары, шевровые сапоги и нагишом пришел в команду к Бунчуку.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӑнкун ыран тенӗ чух, шӑматкун, Вешенскинчен хыпарҫӑ сиктерсе ҫитрӗ; йӗп-йӗпе кӑпӑка ӳкнӗ утне Коршуновсен кил хапхи умне тӑратса хӑварчӗ те, хӗҫне пусма картлашкисене ҫапӑнтарса, крыльца ҫине ыткӑнса хӑпарчӗ.

А в Страстную субботу прискакал из Вешенской нарочный, взмыленного коня бросил у коршуновских ворот, — гремя по порожкам шашкой, взбежал на крыльцо.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр тӑсланкӑ салтакӗ, ҫӳҫӗ ут ҫилхи пек ҫамки ҫинелле усӑнса аннӑскер, хӗҫне урисем хушшинче ҫапкалантарса, сурӑх карти еннелле утса кайрӗ.

Один — верзила со свалявшимся, как лошадиная грива, чубом, цепляясь за шашку ногами, пошел на овечий баз.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗҫне хӗнтӗртеттерсе, вӗсем хыҫӗнчен пӑвӑрӑлса хӗрелнӗ Голубов утса пычӗ.

Гремя шашкой, следом шел бурый, в пятнах румянца, Голубов.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗҫне аллипе тытса, шыв кӳлленчӗкӗсем урлӑ сике-сике каҫса, крыльца умне ҫамрӑк сӑн-питлӗ, сарӑрах ҫутӑ мӑйӑхлӑ сотник утса пырать.

К крыльцу, придерживая шашку, ступая через лужи, подошел молодой светлоусый казачий сотник.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков ӑна тепре туртса касрӗ; унтан, ватӑ сӑн ҫапнӑскер, юнпа хӗрелнӗ хӗҫне шӑлкаласа, йывӑррӑн аяккалла утса кайрӗ.

Подтелков рубнул его еще раз, отошел постаревшей грузной походкой, на ходу вытирая покатые долы шашки, червоневшие кровью.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах вӑл маларах ӗлкӗрчӗ: пӗтӗм пӗвӗпе сылтӑмалла ҫаврӑнчӗ те, кукленсе, хӗҫне туртса кӑларчӗ, унтан вӗҫнӗ пек малалла тӑсӑлса ӳксе, хӑрушла вӑйпа Чернецова пуҫран туртса касрӗ.

Но он опередил их; всем корпусом поворачиваясь вправо, приседая, вырвал из ножен шашку и, выпадом рванувшись вперед, со страшной силой рубнул Чернецова по голове.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Площадь тӑрӑх, хӗҫне хӑй ҫумне хӗстерсе тытса, ҫӳллӗ офицер чупса килет.

По площади бежит, придерживая шашку, высокий офицер.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗр чыхса тултарнӑ михӗсенчен хӗҫне ҫаклаткаласа, аллисене тӗлсӗррӗн сулкаласа, Захар чупнӑ пек таҫта васкать.

Цепляясь шашкой за уступы мешков, набитых землей, бестолково махая руками, Захар почти бежал.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лагутин казаксем патне ыткӑнчӗ, ҫавӑнтах Аржанова хырӑмӗнчен ярса илчӗ те, такӑнкаласа, хӗҫне урисем хушшинче ҫапкалантарса, айӑккалла сӗтӗрме пуҫларӗ.

Рванувшись к казакам, Лагутин обхватил Аржанова поперек, спотыкаясь, путаясь в шашке ногами, пытался его оттащить.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл вырӑн ҫинчен ӳркенчӗклӗн тӑрса ларчӗ; супӑнь шӑрши ҫапнӑ тата ҫул ҫинче лутӑрканса пӗтнӗ кительне тӑхӑнчӗ те, хӗҫне ҫакса, хула проспектне тухрӗ.

Нехотя поднявшись, он надел новый китель, пахнущий мылом, неприлично помятый за дорогу, прицепил шашку и вышел на проспект.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Халех арестлетпӗр те ку яшкана — сотеннӑй патне, — терӗ Кошевой, хӗҫне йӗннинчен кӑларса.

Кошевой обнажил шашку, сказал: — Зараз арестуем эти щи и — к сотенному.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сулса ярать, ҫурма ункӑ туса илет вара, ҫӗнтерӳҫӗ пек, хӗҫне каллех йӗннине чиксе хурать.

Взмахнул, описал полукруг и с победоносным видом вскинул снова его в ножны.

Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл хӗҫне йӗннинчен ҫурри таран кӑларать, унтан пӗтӗмпех.

Он вытянул наполовину клинок, потом полностью.

Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed