Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑватӑ кун иртсен, Сӑвӑр Тимуҫӗн пахчи хыҫӗнче ҫӗнӗ пура ҫӗкленчӗ.
Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.
Часах ӑшӑ пӳртре, кӑмака хыҫӗнче, шӑрчӑк чӑрӑклатни ҫеҫ илтӗне пуҫларӗ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫур сехет иртсен тин хӗр ура ҫине тӑрса сӑхсӑхрӗ те часовньӑран тухрӗ, каллех Пазухин ҫумӗпех, вӑл пуррине асӑрхамасӑр е асӑрхаман пек пулса, кӑн-кӑвак куҫӗсемпе тӳп-тӳрӗ малалла пӑхса, васкамасӑр утса иртрӗ, часах чиркӳ алӑкӗ хыҫӗнче ҫухалчӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пӗр сӗтел, тумбочка, виҫ-тӑватӑ хыҫлӑ пукан, хура лакпа ялкӑшса ларакан каланккӑ-кӑмака, ун хыҫӗнче — тимӗр кравать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫав йӗплӗ пралуклӑ ҫӳллӗ хӳме хыҫӗнче пытанса ларакан кивӗ ҫурт ларнӑ ҫӗрте ҫӗнӗ пысӑк ҫурт — ача сачӗ пулмалла иккен.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ме-ме-ме-ме! — илтӗнчӗ ун хыҫӗнче йӗрӗнчӗк сасӑ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ак ҫакӑнта пурӑнатӑп эпӗ, — терӗ вӑл, ҫӳллӗ хӳме хыҫӗнче ларакан пӳрт ҫине кӑтартса.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Кӑмака хыҫӗнче шӑрчӑк каҫӑхса кайса чӑрӑклатать.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пысӑк сӗтел ҫинче пӗчӗк радиоприемник, тӗкӗр, будильник; этажерка ҫинче — кӗнекесем, хаҫатсем; стена ҫинче — колхоз ҫӗрӗсен пӗчӗк картти; пурпа шуратнӑ путтупка хыҫӗнче ансӑр тимӗр кравать ларать, тӳшекпе минтерне кӑвак ҫӑм утиялпа витсе хунӑ, ун айӗнчен чӑлт шурӑ простынь курӑнать.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Унӑн ҫи-пуҫӗ, аякран пӑхсан, пӑрчкана аса илтерет: хӗр шурӑ платйӗпе, пуҫне хура тутӑр ҫыхнӑ, тутӑр вӗҫӗ ҫурӑм хыҫӗнче, хӳре евӗр, ура тупанӗ таранах усӑнса тӑрать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Унӑн пӗчӗк кӗреҫи талисман пек ялан ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫакӑнса ҫӳретчӗ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Карта хыҫӗнче шӑкӑрах юпасем лартса тухнӑ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Фронтра чухнех ҫӳҫне хыртарчӗ вӑл, ҫавӑншӑн ӑна батареецсем ҫурӑм хыҫӗнче «Запорожье казакӗ» тесе тӗрткелетчӗҫ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Палатка хыҫӗнче — тарӑн-тарӑн ҫырма.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Ун вырӑнне Прухур арӑмне куҫ хыҫӗнче пурте «тӑвар» тетчӗҫ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
— Параму-ун, теп, Параму-у-ун, — илтет вӑл хӑй хыҫӗнче.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Машина ҫаплах малалла пырать, ун хыҫӗнче — ҫынсем.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Семен Васильевич ӗҫлеме пуҫличчен вӑл ферма общежитийӗн кӑмаки хыҫӗнче пурӑнатчӗ, халь ун обшежитире хӑйӗн пысӑк пӳлӗм, урӑх алӑкпа кӗмеллискер.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Юлашкинчен алӑк хыҫӗнче путмар пулма кирлине аса илсе, ӑна шыраса тупрӗ те, хуткупӑсне путмар айне лартса, каччӑсем кӗрмешнӗ еннелле ыткӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫурӑмӗсем хыҫӗнче тулли кутамккасем.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.