Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урине the word is in our database.
урине (тĕпĕ: ура) more information about the word form can be found here.
Хӑрах урине вӑл кӑвак ҫӗмренӗн пӗр татӑкӗ ҫине пусрӗ..

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, ҫулӑм хыпса, ун урине ярса иличчен тепӗр енне каҫса ӗлкӗрет вӑл.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫулӑм ун урине те, кӗпи-тумтиррине те ярса илес пек…

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуллен, уринчен урине аран ирттерсе, ҫырма тӗпне анчӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен хайхискер чӑтаймарӗ, хӑйпе юнашар пыракан пыльчӑкланса пӗтнӗ ватӑ чӑваш умне ӳкрӗ те, ун ҫӑпаталлӑ урине ярса тытса, тытӑнчӑклӑн тархаслама тытӑнчӗ:

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нянине — тунине, Ачине — урине, Тӑппи-тӑппи ҫӳреме, Кӑрӑс-кӑрӑс тутарма.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шывӗ кӑшт тӗссӗртерех, сивӗ,ҫавӑнпа учӗ шывпа йӗпеннӗ урине ҫӗклесе силлесе илчӗ, унтан пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренчӗ, чакма пуҫларӗ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗррехинче вара вӑл сунарта урине хуҫнӑ та ӗмӗрлӗхех уксах пулса юлнӑ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Савантер еннелле упаленсе пычӗ те унӑн урине чуптума тӑчӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр, пуҫҫапа-пуҫҫапа кӗл тунӑ май, Киремет картине хӑй хыҫҫӑн кӗнӗ ҫӳллӗ пӳллӗ, сылтӑм урине уксахласарах пусакан йӗкӗте те асӑрхамарӗ, хӑй хыҫӗнчи ура сассине те илтмерӗ.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан малти сулахай урине ҫӗклесе темиҫе хутчен урайне тӑрст! тӑрст! тутарса илчӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Е тата сурӑх картине Кӗрсе хыпалаҫҫӗ сурӑх урине: Кам путеклӗ тӗл пулать, Ҫавӑн ҫулла туй пулать.

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Янеев, ҫавӑнтах автомат ярса тытса, хӑй патнелле упаленекен фашиста тӗллесе печӗ, лешӗ ҫавӑнтах малалла чикеленсе кайрӗ те урине пӗр-икӗ хутчен хускатса илчӗ.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Чылай утрӗ, ҫӗрлехи сывлӑм ӳкнӗ вӑрман курӑкӗ унӑн урине пӗтӗмпех йӗпетрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл вӑрҫӑра хӑрах урине ҫухатнӑ пулнӑ.

Help to translate

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Атте урине татсан, ӑна савӑтран пӗр пус укҫасӑр кӑларса ячӗҫ.

Help to translate

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ун пӗртен-пӗр урине пушӑ туплашка тӑхӑнтарнӑ.

Help to translate

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тимӗр япала тӑвакан савӑтра ӗҫленӗ, йывӑр тимӗр ӳксе урине татсан, вӗсем яла таврӑнчӗҫ.

Help to translate

Шурикпа калаҫни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак паян та вӑл, ҫӑмӑл ураллӑскер, тӑри кайӑк вӑраниччен тӑрса, ҫине йӑм-йӑм сирень чечексем ҫапнӑ сарӑ ҫитсӑран ҫӗленӗ кӗпе, урине шурӑ чӑлхапа йӑлтӑр калуш тӑхӑнчӗ, хӗвел тухӑҫӗ хӗреличчен хӗрлӗ ҫырла тӗрриллӗ кӑвак тутӑр ҫыхрӗ, вӗлтӗрен кайӑкне шуйхатмасӑр ҫӑлран шыв ӑсса килчӗ, хура курак сас париччен лаҫра хуран ҫакса ячӗ те сиплӗ, хӑватлӑ курӑксенчен чей вӗретсе ӗҫрӗ.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫине симӗс китель, тӗксӗм кӑвак галифе, урине вӑрӑм кунчаллӑ хура сӑран атӑ тӑхӑннӑ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed