Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑрма (тĕпĕ: уйӑр) more information about the word form can be found here.
Приказра сотньӑсенче чи лайӑх перекен стрелоксене пӗр-икӗ ҫын уйӑрма, ҫав питех те тӗл перекен-тивретекен стрелоксене хӗрлисен пулеметчикӗсене тата сылтӑм ҫыранри хуторсен урамӗсенче курӑнакан хӗрлӗармеецсене пӗтерсе тӑкмашкӑн кирлӗ таран патронсем пама сӗннӗ.

В приказе предлагалось выделить из сотен по одному, по два наиболее метких стрелка, снабдить их достаточным числом патронов, с тем чтобы эти сверхметкие стрелки уничтожали красных пулеметчиков и тех красноармейцев, которые будут показываться на улицах правобережных хуторов.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав шакӑрчасене повстанецсем ҫӗрлесенче пулеметсем вырӑнне ӗҫе янӑ: вӗсем шатӑртатнине чӑн-чӑн пулеметсемпе пенӗ сасӑсенчен уйӑрма та ҫук пулнӑ…

Трещотки эти по ночам заменяли повстанцам пулеметы: во всяком случае звуки, производимые ими, были почти неотличимы от подлинной пулеметной стрельбы.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушшӑн-хушшӑн унтан кам та пулин ҫари ҫухӑрса, каҫӑхса кайса ӗсӗклени илтӗнсе каять, ун хыҫҫӑн вара хуйха-суйха «пӗрле уйӑрма» чупса килнӗ Василиса тӑхлачӑн сасси янкӑлтатма пуҫлать.

Изредка оттуда слышался чей-нибудь резкий истерический всхлип, а потом ручьисто журчал голос свахи Василисы, прибежавшей «делить» горе.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна лӑплантарма ятарласа коновод уйӑрма тиврӗ.

Пришлось послать на него отдельного коновода.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пачах урӑх тӗрлӗ икӗ япалана пӗр-пӗринчен тӗрӗс уйӑрма ыйтатӑп!

— Прошу строго разграничивать явления глубоко различного порядка!

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Пӗрре пӑхнипех выҫӑ ҫынна туттинчен уйӑрма пӗлетӗн пулсан, пурнӑҫра мӗн чухлӗ выҫа ҫӳресе курнӑ-тӑр эсӗ, тӑванӑм?

«Сколько же тебе пришлось голодать, браток, что ты с одного взгляда отличаешь сытого от голодного?

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сана лаша пӑхакантан уйӑрма та ҫук.

Да тебя от конюха нельзя отличить.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халӗ эпӗ икӗ ҫын пулса калаҫатӑп, мӗншӗн тесен, пирӗн санпа политика ӗҫӗпе те, хуҫалӑх ӗҫӗпе те калаҫас пулать — иккӗшне нимӗнле те уйӑрма ҫук.

В данном случае я, конечно, буду говорить в двух лицах, потому что у нас к тебе есть дело и политическое и хозяйственное — никак нельзя разделить.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Представитель паянах пӗрре ҫеҫ те мар, икӗ алӑк кастарас пирки шантарса каланӑ хыҫҫӑн Листницкий унпа сыв пуллашса уйрӑлчӗ; тӑрӑшса чӑрманнӑшӑн типпӗн тав турӗ те, казаксене дневальнӑйсем уйӑрма каласа, сотня офицерӗсене валли вӑхӑтлӑха панӑ иккӗмӗш хутри хваттере кайрӗ.

Получив немедленное заверение представителя, что не одна, а две двери будут сегодня же пробиты, Листницкий распрощался с представителем; сухо поблагодарив его за хлопоты, отдал распоряжение о назначении дневальных и пошел на второй этаж, во временную квартиру, отведенную офицерам сотни.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗнчери промышленниксем хӑйсен фабрикисемпе завочӗсенче кӑларакан таварсене вырнаҫтармалли рыноксене пӗр-пӗрин хушшинче валеҫсе илеймеҫҫӗ, хӑйсен тупӑшӗсене пӗр-пӗрин хушшинче пайласа илеймеҫҫӗ, — ҫавӑнпа та ҫавсене вӗсем хӗҫ-пӑшал пулӑшнипе уйӑрма хӑтланаҫҫӗ.

Мировые промышленники не поделят рынки, где они могли бы сбывать продукцию своих фабрик и заводов; не поделят барыши, — раздел производится вооруженной силой.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ ҫиллӳ хӗрсе кайнипе тухса кайнӑ пулӗ, тенӗччӗ, таврӑнасса кӗтнӗччӗ, анчах та эпӗ сире пӗр-пӗринчен уйӑрма шутламастӑп.

Думала, сгоряча ты ушел, и ждала, что возвернешься, но я разлучать вас не хочу.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Самолета кӗтсе илме тата десантниксем анса ларакан вырӑна хураллама Воронин ҫавӑнпа та икӗ отрядран та пӗрер ушкӑн уйӑрма шутларӗ.

Поэтому, чтобы встретить самолет и охранять место высадки десантников, Воронин решил выделить из обоих отрядов по одной группы.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Уй-хире хӳтӗлемелли йывӑҫсем лартакансен звенисене халех уйӑрма тытӑнас пулать…

Уже сейчас приступить к организации полезащитных звеньев…

XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак ӗҫе ирттерме кашни батальонран пӗрер рота уйӑрма, ҫавӑн пекех тата дивизин разведка отрядне те пӗтӗмпех хутшӑнтарма хушнӑ.

Для этих работ приказал выделить из каждого батальона — роту, а также пустить в ход весь разведывательный отряд дивизии.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Эсӗ, Игнат Савельевич, пӗлетӗн вӗт-ха: пӗрлехи пуху шут тытсан, кирек мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ те уйӑрма пултарать.

Ты же, Игнат Савельевич, знаешь, что общее собрание, ежели пожелает, может ассигновать любые средства.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Главбухран унӑн пӗр пысӑк мар справка анчах илмелле пулнӑ, ҫав справкӑра «Красный кавалерист» колхозра кӑҫалхи сметӑра куҫса ҫӳрекен ача яслисем тума та, киноаппарат туянма та укҫа уйӑрма палӑртманнине ҫырмалла.

От главбуха ему нужно было получить всего лишь небольшую справку, в которой говорилось бы о том, что в колхозе «Красный кавалерист» ни на строительство передвижных детских яслей, ни на покупку киноаппарата деньги в этом году сметой не предусмотрены.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Халӗ ӑна тачанкӑран та кабинетри шӑнкӑравсенчен уйӑрма май пур-и вара?

Разве теперь его можно отучить от тачанки и тех звоночков, что в кабинете?

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Андрей тутӑр татӑкне тепӗр хут туртса уйӑрма хӑтланса пӑхрӗ, — сержант алли тӑрӑх ҫӑра пӳрпе шӗвӗ юн юхса анчӗ.

Андрей попробовал еще раз потянуть кусок платка, — по руке сержанта потекли густой гной и жидкая кровь.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Серьга Хахай ӑна ҫӗлӗкне тӑхӑнтарчӗ те каллех юпа ҫумӗнчен уйӑрма хӑтланчӗ.

Серьга Хахай надел ему шапку и снова попробовал оттянуть от столба.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗчӗк сӑртсемпе ҫӳлӗрех вырӑнсене, уйрӑммӑнах вӑрман ӳссе ларнӑ вырӑнсене, куҫпа пӑхса уйӑрма пулать, анчах ланкашкасемпе пӗчӗк чӑнкӑ ҫырсем вара пӗртте палӑрмаҫҫӗ.

Холмы, особенно покрытые лесочками, были очерчены еще различимо для глаза, а ложбинки терялись в сумраке.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed