Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкнӑ (тĕпĕ: тӑк) more information about the word form can be found here.
Помещиксен класне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ҫӗре хресченсене панӑ.

Класс помещиков опрокинут, земля роздана крестьянам.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Йытӑсем бамперпа капота кӑшланӑ, пралуксене тӑпӑлтарнӑ, тусанран хӳтӗлекен пайсене ҫурса тӑкнӑ.

Псы погрызли бампер и капот, вырвали провода, изорвали пыльники.

Дон ҫинчи Ростовра килсӗр йытӑсем машинӑна ҫурса тӑкнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29684.html

Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсен ушкӑнӗ кушака тытма хӑтланса иномаркӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Стая бездомных собак разломала иномарку, пытаясь достать кошку.

Дон ҫинчи Ростовра килсӗр йытӑсем машинӑна ҫурса тӑкнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29684.html

Паллах, хӗрсем те нумай куҫҫуль тӑкнӑ, чӗрисене нумай ҫунтарнӑ.

Невесты, конечно, тоже слез лили немало, и сердце у них так и колотилось.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗр кӗркуннехи ҫумӑрлӑ ҫӗре, сивӗ кӗлетре тӑкнӑ йӳҫӗ куҫҫульне аса илчӗ.

вспомнив дождливую осеннюю ночь и свои горькие слезы, пролитые в холодном амбаре.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Малтан вӑл вице-губернатор кӗрӳшне хӗнесе тӑкнӑ.

Сначала избил в клубе зятя вице-губернатора.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Яков Тарасович, пӗчӗк те хытканскер, пӗркеленчӗк питлӗскер, тӗпренчӗк хура-шӑллӑскер, кукша та тӗксӗмскер, пурнӑҫ хӗрӗвӗпе ӑшӑннӑ пек пӗтӗм чунхавалӗпе сиксе чӗтренӗ, тулли, яштака, ҫамрӑк хӗрӗ ҫине чӑнкӑртатса саланакан, йӗрӗнекен сӑмахсем тӑкнӑ.

Яков Тарасович, маленький, сморщенный и костлявый, с черными обломками зубов во рту, лысый и темный, как будто опаленный жаром жизни, прокоптевший в нем, весь трепетал в пылком возбуждении, осыпая дребезжащими, презрительными словами свою дочь — молодую, рослую и полную.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Атту, хурт-кӑпшанкӑсене йывӑҫ ҫинчен силлесе тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑпӑр сире!

А то, как червей с дерева, стряхнем вас с земли!

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах шӑпах алӑк патӗнче Ли Гуй-юн ӑна ярса тытнӑ та ҫав тери хытӑ хӗнесе тӑкнӑ, лешӗ аран-аран килне ҫитсе ӳкнӗ.

Но Ли Гуй-юн перехватил его на пороге и так избил, что тот еле ноги унес.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗрарӑмсем ҫакӑншӑн та нумай куҫҫуль тӑкнӑ.

Из-за этого тоже было пролито немало слез.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫавнашкал ытти хуҫалӑхсене те тустарса тӑкнӑ.

Обобрали и некоторых других мелких собственников.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӑртак сывлӑхлӑрах ыйткалакан ун патне кӗрсен, ӑна вӑл хӑтӑрса тӑкнӑ:

Если же милостыню просил человек мало-мальски здоровый, он строго говорил:

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак манӑн пӗтӗм ҫемьене намӑслантаракан юрӑхсӑр ҫынна кӳршӗсем тытас пулсан, ӑна, вӑрӑ-хураха, пӗтерсе тӑкнӑ пулӗччӗҫ.

Если бы соседи изловили этого недостойного человека, они уничтожили бы злодея, позорящего всю мою семью.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑйсен хӑрушӑ тӑшманне — Хань Лао-люна — пӗтерсе тӑкнӑ хыҫҫӑн, ял ҫине гоминдан вӑрӑ-хурахӗсем килсе тапӑнсан, хресченсем тӑван ялне, хӑйсен ирӗклӗхне сыхласа хӑварасчӗ тесе, ҫав ирсӗрсене хирӗҫ паттӑррӑн кӗрешнине романра пултаруллӑ каласа панӑ.

Он повествует о том, как крестьяне, покончив со своим злейшим врагом Хань Лао-лю, грудью становятся на защиту родной деревни, когда с гор спускается гоминдановская банда.

Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.

Ку романра Япони империализмне аркатса тӑкнӑ хыҫҫӑн Китай ялӗнче пулса иртнӗ ҫав тери пысӑк событисен характерлӑ енӗсене ҫырса кӑтартнӑ.

В этом романе нашли отражение наиболее характерные черты тех грандиозных событий, которые произошли в китайской деревне вслед за разгромом японского империализма.

Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.

Завода пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Он был выведен из строя.

14. Тӑшман ҫӗрӗ ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Сталинград патӗнче ҫавӑрса илнӗ тӑшман ҫарӗсене ӑнӑҫлӑн пӗтерсе тӑкнӑ.

Успешно завершена ликвидация окружённых под Сталинградом вражеских войск.

4. «ЛА 5» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Мимус тӑкнӑ чее шӑршласа пӑхать, ӑна тутипе тӗртсе илет, аллисемпе хыпашлам пек туса йӗпеннӗ пӳрнисемпе ҫӑварне чиксе пӑхать.

Мимус нюхает пролитый чай, тычется в него губами, трогает руками, лижет мокрые пальцы.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче эпир Украина, Россия, Белорусси ҫӗрӗсем тӑрӑх 18 облаҫ урлӑ каҫса кайнӑ, тӑшмана хирӗҫ татти-сыпписӗр ҫапӑҫса пырса 10 пин километр ытла тунӑ, ҫапӑҫусенче 18 пин фашиста вӗлерсе тӑкнӑ, 62 чугун ҫул эшелонӗ, 256 кӗпер, 96 склад сывлӑша сирпӗнтернӗ, икӗ нефтепромыслӑна юрӑхсӑра кӑларнӑ, 50 пин тонна ытла нефть ҫунтарса янӑ, 200 километра яхӑн телефонпа телеграф линине татса тӑкнӑ, тӑшманӑн ҫыхӑну станцийӗсене 50 станци аркатнӑ, 500 автомашин, 20 танк тата темӗн чухлӗ броневиксем пӗтерсе тӑкнӑ.

За полтора года пройдено с боями 10 тысяч километров по 18 областям Украины, России и Белоруссии, истреблено 18 тысяч фашистов, пущено под откос 62 железнодорожных эшелона, взорвано 256 мостов, уничтожено 96 складов с продовольствием, обмундированием и боеприпасами, два нефтепромысла, более 50 тысяч тонн нефти, свыше 200 километров телеграфных и телефонных проводов, 50 узлов связи, до 500 автомашин, 20 танков и броневиков.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем чӑнах та часах ҫапла хыпар кӑларса ячӗҫ: «Ковпак отрядне пӗтӗмӗшпех пӗтерсе тӑкнӑ имӗш, вӑл отрядран Ковпак хӑй кӑна темле майпа тарса ҫӑлӑнма пултарнӑ».

Они объявили, что отряд Ковпака окончательно уничтожен, что «удалось бежать только Ковпаку с небольшой группой».

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed